Шупашкарта пурӑнакан студент общежитири кӳршин укҫи-тенкине 7 уйӑх (2018 ҫулхи юпаран пуҫласа кӑҫалхи акаччен) сӑптӑрнӑ та сӑптӑрнӑ. 18 ҫулти каччӑ кӳршин банк приложенийӗн парольне вӑрттӑн пӑхса астуса юлнӑ. Хайхискер лешӗ ҫук чухне унӑн телефонне тытнӑ та укҫа-тенке хӑйӗн банк карточки ҫине куҫарнӑ.
Шар курнӑ каччӑ – тӑлӑх. Ӑна патшалӑх пособисем уйӑхсерен панӑ. 18 ҫулти каччӑ вара ҫакна пӗлнӗ ахӑртнех. Вӑл 7 уйӑхра хӑйӗн банк картти ҫине 300 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тӑлӑх кӑҫал ҫуркунне банк операцийӗсен историне пӑхнӑ та укҫа-тенке сӑптӑрнине тинех ӑнланнӑ.
Студент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хӑй вӑрланӑ укҫана тӑлӑха тавӑрса панӑ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗ Игорь Гусев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл унта «Ӳнерҫӗсем валли – професионаллӑ хатӗр» проект тӑратнӑ. Жюри унӑн ӗҫне пысӑк хак панӑ. Ҫапла майпа пирӗн ентеш 250 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Игорь Гусев каланӑ тӑрӑх, кунашкал хатӗр-хӗтӗрпе вӑл ӳнерҫе вӗренекен мӗнпур студент валли мольберт тума пултарӗ. Ку вара пачах та урӑхла ӳкерӗксем тума май парӗ.
Палӑртмалла: Игорь Гусев ЧППУн ӳнерпе музыка вӗренӗвӗн факультетӗнче ӑс пухать.
Аслисен ҫулла питӗ тимлӗ пулмалла. Ачасем ӑҫта ҫӳреҫҫӗ? Вӑрттӑн шыва кӗме каман-и? Тимлӗхе пӗр самантлӑха та ҫухатмалла мар.
Шупашкарти пляжра каллех чутах инкек пулман. 12-ри тата 13 ҫулти хӗрачасем ашшӗ-амӑшӗсӗрех шыва кӗме килнӗ. Хайхискерсем чӑмпӑлтатнӑ хушӑра путма пуҫланӑ.
Юрать, вӗсене ҫӑлма май килнӗ. Тухтӑрсем хӗрачасен сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.
Аса илтерер: ҫак канмалли кунсенче Ҫӗнӗ сала пляжӗнче ют ҫӗршывран Шупашкара вӗренме килнӗ студент путса вилнӗ.
Паян Шупашкарти Ҫӗнӗ сала пляжӗнче инкек пулнӑ. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, ҫынсем шыва кӗме ҫӳреҫҫӗ. Ют ҫӗршывран Шупашкара вӗренме килнӗ студентсем те паян унта уҫӑлма килнӗ.
17 сехет те 20 минутра пӗр студент Атӑлта шыва кӗнӗ чухне ҫухалнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тӳрех шырама тытӑннӑ, кайран водолазсем те пулӑшнӑ. Ют ҫӗршыв студенчӗн тусӗсем ҫыран хӗрринче сӑнаса тӑнӑ.
19 сехет те 51 минутра водолаз студент виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Тусӗсем ҫакна курсан унталла ыткӑннӑ, полицейскисене те итлемен – хӗвӗшӳ пуҫланнӑ. 100 яхӑн ҫын ют чӗлхепе темӗн кӑшкӑрашнӑ, чутах ҫапӑҫман.
Халӗ студент путса вилнӗ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Йӗпреҫ районӗн сучӗ 21 ҫулти Анастасия Раймова студентка тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Хӗре тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗренекен студентка ӳсӗр кӳршине канцеляри хаччипе ҫапнӑ, ҫапла майпа унӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ. Анчах хӗр ҫине тӑрсах ӗнентернӗ: вӑл хӑйне хӳтӗленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, арҫын ӑна хӑй тапӑннӑ, хӑратнӑ. Суд студенткӑпа килӗшмен, ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ.
Анастасия Раймова парӑнман: ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Суд айаплав приговорне пӑрахӑҫланӑ, ӑна тепӗр хутчен пӑхса тухма янӑ.
Пӗтӗм вырӑссен диктантне Чӑваш Енре пурӑнакансем мӗнлерех ҫырни паллӑ. Тӳрех палӑртар: кӑҫал акцие 749 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем, журналистсем.
Кӑҫал диктанта 75 ҫын «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Ҫичӗ ҫул хушшинче кунашкалли республикӑра пулман. Диктанта йӑнӑшсӑр ҫырнисен хушшинче 10-ри ача та пур. Акцие хутшӑннӑ чи аслӑ ҫын – Тихон Сергеев историк, профессор.
Диктант йӗркелӳҫисем каллиграфи почеркӗпе таса та йӑнӑшсӑр ҫырнӑ икӗ текста та палӑртнӑ. Кӑҫал ют ҫӗршывран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ студентсем те хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Унашкаллисем 14-ӑн пулнӑ. Вӗсем диктанта TruD тест мелӗпе ҫырнӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем Саха (Якут) Республикине стройкӑна тухса кайӗҫ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Легион» стройотряд пайташӗсем ӗҫлӗҫ.
«Север» (чӑв. Ҫурҫӗр) пӗтӗм Раҫҫейри стройкӑна хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене иртнӗ уйӑхра Раҫҫейӗн ҫамрӑксен ӗҫпе тимлекен комитетра пухнӑ. Конкурс ирттерсе 88 отряда суйласа илнӗ. Ҫав йыша Чӑваш Енри «Легион» студентсен строительство отрячӗ лекнӗ.
Йыш 14 ҫамрӑкран тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Студентсем И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче, Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче тата Шупашкарти коопераци техникумӗнче вӗренеҫҫӗ.
Ҫамрӑксем утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче Саха (Якут) Республикинчи «ГАС» тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшӗҫ.
24 ҫулти Денис Авакумов Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренет. Ҫамрӑк-ха, анчах вӑл Вӑрнар районӗнче хӑйӗн фермине ертсе пырать.
Денис пӗлтӗр ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грантне – 3 миллион тенкӗ – ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа студент ӗне ферми ҫӗкленӗ, выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланма пуҫланӑ. Халӗ каччӑ беснес-плана пӑхӑнса ӗҫлет: ферма тунӑ, трактор туяннӑ, икӗ ентешне официаллӑ мелпе ӗҫе илнӗ. Чылай ӗҫе хӑйӗн тума тивет, анчах ака вӑхӑтӗнче ҫамрӑк фермер тепӗр икӗ пулӑшуҫа илесшӗн.
Халӗ Денисӑн ферминче 50 пуҫ ӗне, вӗсенчен 26-шӗ – сумалли. Икӗ кунра 1 тонна сӗт параҫҫӗ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар студент – ӗне шутне ӳстересшӗн.
Денис Авакумов ашшӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ тесен те йӑнӑш мар. Ашшӗ ҫамрӑк чухне кунашкал услам пирки шутланӑ. Шӑпах вӑл ывӑлне ҫемье ферми уҫма, грант илме документсем тӑратма сӗннӗ.
Шупашкарти студенткӑна кӳршин сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Анчах хӗр айӑпне йышӑнмасть, арҫын хӑй ӑна тапӑннӑ-мӗн.
Анастасия Йӗпреҫ поселокне ашшӗне асӑнма килнӗ. Каҫхине вӑл сессие хатӗрленме пӳлӗме кӗнӗ, ҫав вӑхӑтра урамра янӑрашнине илтнӗ. Ӳсӗр кӳрши амӑшӗнчен эрех ыйтать-мӗн. Хӗр арҫынна лӑплантарас тесе тухнӑ, анчах лешӗ ун ҫине сиксе ӳкнӗ. «Ман ҫине сиксе ӳкрӗ те курткӑран ярса тытрӗ, мана чышкипе ҫапма пуҫларӗ. Эп ӑна хам ҫумран сирме тӑрӑшрӑм, вӑл мӑя пӑрассипе, алӑ-урана хуҫассипе хӑратма тытӑнчӗ», - каласа кӑтартнӑ Анастасия. Малалла мӗн пулнине вӑл япӑх астӑвать. Арҫынран хӑтӑлса пӳрте кӗрсен аллинче хачӑ пулнине ҫеҫ астӑвать. Унӑн шухӑшӗпе, пахчара ӗҫленӗ чухне вӑл ӑна кӗсьене чиксе хунӑ.
Хӗр чӳречерен пӑхнӑ – арҫын хӑйне йӗркеллех туйнӑ. Каҫхине вара кӳршине пульницӑна илсе кайнӑ, унта вӑл пӗр эрне выртнӑ. Настя ун тӗлӗшпе тавӑҫ ҫырнӑ, анчах усси ҫук. Следстви шухӑшӗпе, ӳсӗр арҫын студенткӑшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратман. Халӗ пикен судчен ирӗклӗн тухса ҫӳреме юрамасть.
Раштавӑн 9-12-мӗшӗсенче Л.Толстой ячӗллӗ Хусанти федераци университечӗ ҫумӗнчи филологи тата культура коммуникацийӗсен институтӗнче Раҫҫейри халӑхсен тата тӗрӗк чӗлхиллӗ ҫӗршывсен литератури енӗпе студентсемпе шкул ачисен фестивалӗ иртнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗн вӗренекенӗ Анна Егорова III степень Диплома тивӗҫнӗ. Ӑна хатӗрлекенӗ – чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Татьяна Петрова. Патӑрьел районӗнчи Туҫа шкулӗнче ӑс пухакан Валерия Николаева, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекен Татьяна Мишина, Канашри педколледж студентки Ника Александрова, И.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студентки Анастасия Федорова призерсен йышне кӗнӗ.
Палӑртмалла: фестиваль финалне Азербайджанри, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Узбекистанри, Алтайри, Пушкӑртстанри, Бурятири, Кабарда-Балкарти, Калмӑкри, Комири, Мӑкшӑри, Тутарстанри, Хакасри, Чӑваш Енри, Якутири 130 ытла студентпа шкул ачи хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |