Шупашкарти Ленин районӗнчи суд троллейбус водительне айӑплама йышӑннӑ.
Арҫын пӑтӑрмаха 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫакланнӑ. «Суту-илӳ ҫурчӗ» чарӑну патӗнче ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫнӑ. Светофор тӗлӗнче е ятарлӑ вырӑнта мар. Водитель хӗрарӑма ҫапса кайнӑ, лешӗ вилнӗ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 62-ри ҫулти водитель тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле пуҫарнӑ. Арҫын хӑй айӑпне йышӑннине, чунтан ӳкӗннине, шар кураканни хӑй те ҫул-йӗр правилине пӑснине шута илсе троллейбус водительне тӗрмене хупса усрамасӑр 1 ҫулталӑклӑха айӑплама йышӑннӑ. Унӑн правине икӗ ҫуллӑха туртса илнӗ.
Ҫӗмӗрлери Зинаида Зуйкова фармацевт чун юратнӑ ӗҫре 43 ҫул ӗнтӗ тӑрӑшать. «Аптека — чун юратнӑ вырӑн манӑн», — тет вӑл. Малтан вӑл «Фармаци» предприятин Ҫӗмӗрлери район пульници ҫумӗнчи 126-мӗш аптекинче ӗҫленӗ, кайран 75-мӗшне куҫнӑ. Паян та унтах тӑрӑшать вӑл.
Ҫынсене ӑшӑ кулӑпа кӗтсе илекенскер патӗнчен халӑх татӑлмасть теҫҫӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче. Йӗри-тавра коммерци аптекисем йышлӑ пулин те Зинаида Зуйкова патне кӗреҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, пирӗн ҫӗршывра ҫӗнӗ йышши аптека организацийӗсем пулӗҫ. Саккун проектне РФ Сывлӑх сыхлав министерстви сӗннӗ. «Парламентская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрисем халӑха эмел тавраш сутакансем пулӗҫ, теприсем — медицина организацийӗсем ҫумӗнче, вӗсен структура подразделенийӗсем.
Кӑшӑлвирус алхаснине пула Чӑваш Ен чылай вӑхӑт чару мерисен саманинче пурӑнчӗ. Тинех пӗрремӗш тапхӑр вӗҫленчӗ. Иккӗмӗш тапхӑр ҫине куҫасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Ку тапхӑрта 800 тӑваткал метртан пысӑк мар лаптӑклӑ суту-илӳ точкисем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне лицензиллӗ автошкулсем те вӗренекенсене йышӑнӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ спорт командисен пайташӗсене тренировкӑсене пухӑнма ирӗк панӑ. Анчах пӳлӗмри 4 тӑваткал метр лаптӑк пуҫне 1 ҫын тивмелле.
Санаторипе курортсем те уҫӑлӗҫ. Вӗсем кӑшӑлвируспа чирленисене реабилитацилӗҫ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ-ха. Лавккасенче, общество транспортӗнче халӑх маскӑсӑрах йышлӑн ҫӳрет. Маска тӑхӑнмалли пирки пысӑк суту-илӳ центрӗсенче приемникпа асӑрхаттарса тӑраҫҫӗ те, анчах халӑхӑн самай пайӗ ӑна итлемест, лавкка хуралҫисем те маска пирки аса илтермеҫҫӗ.
Фейсбукра пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, унӑн Мускавра ӗҫлекен хӗрне пуҫлӑх Чӑваш Ене ярасшӑн пулман. Вӑл ӑна пирӗн тӑрӑхра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ начар, апла пулсан ҫӗршывӑн тӗп хулине таврӑнсан икӗ эрне карантинта ларма тивӗ тесе асӑрхаттарнӑ.
Мускаври организацире ӗҫлекен Шупашкар хӗрӗн пуйӑс ҫине туяннӑ билета каялла тавӑрса пама, канмалли кунсене ҫӗршывӑн тӗп хулинчех ирттерме тивнӗ.
Юлашки талӑкра Чӑваш Енре миҫе ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ? Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра юлашки талӑкра 45 ҫын инфекциленнӗ. Чирлисен йышӗ 6529 ҫынна ҫитнӗ.
Паянхи кун валли тепӗр 49 пациент сывалнӑ. Ку таранччен 3562 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ.
Республикӑра 51 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман, юлашки талӑкра вилнисем пулман. Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирусран вилнӗ ҫынсен шучӗ тӑрук нумайланнӑ. Ҫавна май влаҫри ҫынсем ҫак ыйтӑва тишкерӗҫ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ йышӑннӑ чару мерисен иккӗмӗш тапхӑрне куҫасси пирки калаҫаҫҫӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах ҫак вируспа чирлекенсем ҫав-ҫавах йышлӑ.
Официаллӑ статистикӑна ӗненсен, иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус диагнозне тата тепӗр 44 ҫынӑнне шута илнӗ. COVID-19 диагнозне пӗтӗмпе 6484 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, социаллӑ учрежденисенче те пысӑк йышпа чирлекенсем пур. Аса илтерер: Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче 22 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, ҫав шутра 11 ҫын – ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем.
3516 ҫын сывалнӑ, ҫав шутран 31-шӗ – юлашки тапхӑрта.
Кӑшӑлвирус 51 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра вилнисене шута илмен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫын ӗҫленӗ. Ҫавна май унта чирлекенсен йышӗ те ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пӗлтернӗ.
Сӑмах – Первомайски урамӗнче вырнаҫнӑ «Калинка» ача пахчи пирки. Унти ӗҫчен кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ, анчах килте карантинра ларман. Унӑн анализӗ те вӑл инфекциленнине палӑртнӑ. Ҫакна пӗлсех вӑл ӗҫе килнӗ. Ача пахчин должноҫри ҫынни тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Ен кашӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑра кӗме хатӗрленет.
Паян Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫынсем вилесси нумайланни пирки те сӑмах хускатнӑ. Ҫавна май республикӑра ку ыйтупа ятарласа канашлу ирттермелле. Ҫавӑнта федераци органӗсенче тӑрӑшакансене хутшӑнма ыйтӗҫ.
Ҫынсем вилнин сӑлтавне тишкерес тӗллевӗллӗ канашлу ирттерме Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Правительствӑн вице-премьерне Алла Салаевӑна тта республикӑн сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова хушнӑ.
«Республикӑра вилекенсен йышӗ ӳснин сӑлтавне палӑртмалла пирӗн», – тенӗ Олег Николаев. Республика ертӳҫи яваплӑ службӑсем епле ӗҫленине тишкерме сӗннӗ.
Чӑваш Енри пульницӑсенче хальхи вӑхӑтра вырӑнпа выртакансем патне те кӗртмеҫҫӗ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ҫырнӑ.
«Паян кашни пульница-стационар, кашни!, крепость евӗр пулса тӑчӗ. Пульницӑра выртакан ҫывӑх ҫынни патне палатӑна кӗртмеҫҫӗ ҫеҫ мар, пульницӑн холне е коридорне те иртейместӗн. Пандеми правилисем стационарсене тата вырӑнпа выртакан чирлӗ ҫынсене пӑхакансемсӗр хӑварчӗ», — хыпарланӑ журналист.
Чӑн та, вырӑнпа выртакансене пӑхакансем пульницӑсене ахаль те ҫукчӗ. Ун пекккисене, мӗн пытармалли, ҫывӑх ҫынсемсӗр йышӑнасшӑн та марччӗ маларах. Кун пеккине ҫак йӗркесен авторӗ хӑй те курнӑччӗ. Халӗ, ав, кӗрес-пӑхас тесен те ирӗк памаҫҫӗ иккен. Хуралҫӑ тытса чарать. Мӗн тӑвас, йӗрки ҫапла. Кӑшӑлвирус...
Раҫҫей Патшалӑх Думи Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Хальхи ҫӗнӗлӗх 40 ҫултан иртнӗ ҫынсене диспансеризаци тухма канмалли кун парассипе ҫыхӑннӑ. Вӗсене ун пек куна кашни ҫулах, ҫулталӑкра пӗр хутчен, памалла. Саккуна улшӑну кӗртес сӗнӳпе Патшалӑх Думине РФ Правительстви тухнӑ. Ҫакна ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ. Унсӑр пуҫне тата тепӗр ҫӗрте пуҫлӑхсем ҫынсене пульницӑна ярасшӑнах мар.
Диспансеризаци тухма илнӗ куншӑн тӳлемелле. Ҫын чӑннипех те пульницӑра пулнине ӗненмен хуҫасем валли сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче справка илмелле.
Саккуна улшӑну кӗртиччен диспансеризаци тухма виҫӗ ҫулта пӗр хутчен канмалли кун пама пӑхса хӑварнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |