Паянхи кун тӗлне тепӗр ҫын кӑшӑлвируспа чирлесе вилни палӑрнӑ. Ҫапла ку таранччен 75 ҫын каварлӑ инфекцие парӑнтарайман.
Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне 8043 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 29 ҫын хушӑннӑ. Чирленисенчен 6668-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 33 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1300 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Респубикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-не ҫитнӗ. Аса илтерер: ку эрнере Чӑваш Енре ача пахчисем ӗҫлеме пуҫланӑ.
Чӑваш Енре тепӗр ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа пирӗн республикӑра чире пула 74 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 8014 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 6635-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 31 ҫыннӑн коронавирус пуррине палӑртнӑ.
Ҫак кун тӗлне 1305 ҫын каварлӑ вирусран сипленет. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине индексӗ 0,98-па танлашать.
Аса илтерер: ку эрнере республикӑра ача пахчисем унчченхи пекех, тулли режимпа, ӗҫлеме пуҫланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене грипран привика тума пуҫланӑ. Паянхи кун тӗлне 19 пине яхӑн ачана тата 360 ытла йывӑр хӗрарӑма вакцинациленӗ.
Кӑҫал хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ «Совигрипп» вакцинӑпа усӑ кураҫҫӗ. Ӑна ачасемпе йывӑр ҫынсем валли ятарласа туса кӑларнӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче препаратра консервант тата чӗрӗ вирус ҫук, ҫавӑнпа ун хыҫҫӑн чирлеместӗн тесе ӗнентереҫҫӗ.
Прививка усси 2-3 эрнерен палӑрӗ, унӑ витӗмӗ 12 уйӑх таран пырӗ.
Вакцинӑна пульницӑсене валеҫсе панӑ. Унӑн иккӗмӗш партийӗ ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче килсе ҫитмелле.
Шупашкарта ку пӑтӑрмах ҫулталӑк каяллах, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пулнӑ. Администраци ҫурчӗсенчен пӗрне юсанӑ чухне пӗр рабочи ҫивитти ҫинчен персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскер инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа строительство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух асӑрханманни ҫын вилнипе вӗҫленсен айӑплаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем строительство ӗҫсене пурнӑҫлакан организацин 43 ҫулти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуҫлӑх ӗҫ сыхлавӗн парвилисене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Рабочие вӑл ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе паллаштарман ҫеҫ мар, ӳкесрен хӳтӗленмелли ятарлӑ хатӗрсӗр тата тӗпӗ шуҫтарман пушмаксӑр хӑпартса янӑ.
Шупашкарта ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшенче, ҫиччӗри ача балконтан ӳксе вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана аслисем килте пӗччен хӑварна. Хӗрача чӳречине кантӑк лартнӑ балконтан ӳкнӗ. Тӑваттӑмӗш хутран персе аннӑскерӗн пурнӑҫӗ самантрах татӑлнӑ.
Инкек вырӑнне тӗпчевҫӗсемпе криминалистсем ҫитнӗ. Вӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртӗҫ. Специалистсем инкек вырӑнне пӑхса ҫаврӑннӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе вӗсем тӗпчев пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗчӗк ачасене килте пӗччен хӑвармалла марри пирки аса илтерет.
Ковида пула пандеми тесе йышӑннӑранпа кӑшӑлвирусран вилнисен шучӗ Чӑваш Енре 73-е ҫитнӗ. Ҫав шутран тата тепӗр ҫын иртсе кайнӑ талӑкра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ.
Кӑшӑлвируспа чирленисене юлашки талӑкра пирӗн тӑрӑхра тепӗр 28 ҫӗнӗ тӗслӗх шута илнӗ. Эпидеми тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа, официаллӑ статистикӑна ӗненсен, кӑшӑлвируспа пӗтӗмпе 7923 ҫын чирленӗ. Ҫав шутран 6553-шӗ сывалнӑ, вӗсенчен 21-шӗ – иртсе кайнӑ тапхӑрта.
Чирлекенсем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ку вирусран хальхи вӑхӑтра 1297 ҫын сипленет.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗ лӑпланманнине кура суйлава пирӗн республикӑра виҫӗ кун: авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 13-мӗшӗччен — ирттерӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ процесне епле йӗркелемеллине республикӑри тӳре-шара ӗнер сӳтсе явнӑ.
Чылай ҫӗрте участокри суйлав комиссийӗсем шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнас тӗллевпе ҫитес эрнери эрнекунпа шӑматкун ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентӗҫ.
«Суйлав кунӗнче шкулта ачасем ан пулччӑр тесе йышӑну турӑмӑр. Шкул ачисем суйлавҫӑсемпе ан хутшӑнччӑр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче.
Пӑрачкав районӗнчи Ряпино ялӗнче – карантин. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ.
Чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма чарнӑ.
Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ.
Паян кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен опрштабӑн ларӑвӗ иртнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская каланӑ тӑрӑх, республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче кӑшӑлвируспа чирленӗ 10 тӗслӗх пулнӑ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 18-31-мӗшӗсенче шута илнӗ.
Асӑннӑ тапхӑрта ҫичӗ вӗрентекенӗн, шкула ҫӳрекен пӗр ачан тата аслӑ шкулта ӑс пухакан икӗ студентӑн кӑшӑлвирус пурри палӑрнӑ. Вӗсем ҫак кунсенче вӗренме ҫӳремен.
Авӑн уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче вӗренеткенсен тата шкул ачисен хушшинче инфекциленнӗ тӗслӗх пулман.
Чӑваш Енри ача пахчисем унчченхилле ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн паянхи ларӑвӗнче республикӑн вӗрентӳ министрӗ Сергей Яковлев каланӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗнчен пуҫласа хальччен дежурнӑй ушкӑнсем ҫеҫ уҫӑ пулнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх,ачасене шкул ҫулне ҫитменнисен 281 учрежденийӗ йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпӑрлансен 28 проценчӗ ҫӳренӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ вара хӑрушсӑрлӑхшӑн пӑшӑрханать. Управлени ертӳҫи Надежда Луговская пӗчӗккисем хушшинче ОРВИпе чирлекен сахаллине пӗлтернӗ. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем хушшинче пневмонипе, бронхитпа чирлекен нумаййине те асӑнса хӑварнӑ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |