Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ ҫынсен 54 проценчӗ сывалнӑ. Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти регионпа танлаштарсан, ку питӗ сахал, ҫавна май пирӗн республика ку енӗпе юлашки вырӑн йышӑнать. Чӑваш Енре 6310 ҫын инфекциленнӗ, 3405 пациент сывалнӑ.
Самар облаҫӗнче те ку кӑтарту пӗчӗк шутланать. Унта чирленисен 63 проценчӗ сывалнӑ. Саратов облаҫӗнче инфекциленнисен 57 проценчӗ вируса парӑнтарнӑ.
Киров облаҫӗнче кӑшӑлвируспа чирлисен 92 проценчӗ сывалнӑ. Пенза облаҫӗпе Мари Элта та ку енӗпе кӑтартусем лайӑх: 87 процент тата 84 процент. Пӗтӗмӗшле илсен, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче кӑшӑлвируспа чирленисен 72 проценчӗ сывалнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ кӑштах чакнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 48 ҫын ҫеҫ хушӑннӑ.
Республикӑра пӗтӗмпе 6264 ҫын каварлӑ вируспа чирленӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ку таранччен 3385 ҫын сывалнӑ. Вилнисен йышӗ юлашки вӑхӑтра палӑрмаллах ӳснӗ: 49 ҫын. Юлашки талӑкра 21 ҫын сывалнӑ. Хальлӗхе 2830 ҫын сипленет.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ чух ватти-яшши шыва кӗме васкать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче шыври хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне сӳтсе явма ятарласа ларӑва пуҫтарӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне 19 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче — икӗ ача.
ГКЧС ертӳҫи Вениамин Петров шыва путакансен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 25 процент ӳснине пӗлтернӗ. Муркаш районӗнче 9 ҫын шыва путса вилнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче — 4, Канаш районӗнче — 3, Вӑрмар районӗнче — 2.
Инкексем ишме ирӗк паман вырӑнсенче пулса иртнӗ. Тепӗр тесен ялсенче: «Шыва кӗме юрамасть», — тесе асӑрхаттарнипех ҫырлахаҫҫӗ. Пӗве-кӳлле ятарласа хатӗрлеме васкамаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫавна ырламан.
Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме пӑрахӗ. Кун пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче сӑмах хускатнӑ. Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, травматологи центрӗнче пӳлӗмсемпе ӗҫ хатӗрӗсене сиенсӗрлетесси вӗҫленсе пырать. Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствинчен хушу килсен центр унчченхилле йӗркепе ӗҫлеме тытӑнӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче травматологи центрӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пуҫланӑччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег НиколаевCOVID диагнозӗллисене сиплемелли центрсем йӗркеленӗ республикӑри ытти пульницӑна та хӑйсен унчченхи йӗркипе ӗҫлеттерме тытӑнмаллине каланӑ. Анчах паян-ыранах мар. лару-тӑру лайӑхланнӑҫемӗн.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗ алхасма пуҫланӑранпа пирӗн республикӑра ҫак амак 6 пин те 216 ҫынна ернӗ. Ку вӑл, тӳрех палӑртар, – официаллӑ статистика.
Иртсе кайнӑ талӑкра республикӑра 30 ҫын сывалнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра пӗтӗмпе 3 пин те 364 пациент сывалнӑ.
Кӑшӑлвирус теме пуҫласаӗах пӗр ҫын чирлесен те сисчӗвленсе йышӑнатчӗҫ, вӑл ӑҫтан пулнине тата епле майпа чир ертнине пӗлесшӗн ҫунатчӗҫ. Халӗ хӑнӑхма пуҫларӑмӑр курӑнать.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне илсен кӑшӑлвируспа чирлисене Чӑваш Енре тата тепӗр 52 ҫынна тупса палӑртнӑ.
Кӑшӑлвирус диагнозне палӑртнисем хушшинче вилекенсем те пур. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла вара пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 49 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 54 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пирки оперштаб хыпарлать.
Ҫак каварлӑ инфекципе чирлекенсен йышӗ республикӑра 6 пинрен иртнӗ – 6164 ҫын. Ку таранччен 3334 пациент сывалнӑ. Юлашки талӑкра 27 ҫын вируса парӑнтарнӑ. Ӗнер, виҫӗмкун та 27 ҫын сывални пирки пӗлтернӗ.
Республикӑра 48 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ӗнер-паян вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнисем пулман.
Аса илтерер: республика пандемие пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра кӑна кӗнӗ, иккӗмӗшӗ пирки хальлӗхе калаҫма иртерех.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗ тӗлӗнчи ҫул ҫинче арҫын виллине асӑрхакансем тупӑннӑ. Вӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫынна машина ҫапса кайнӑ, водитель инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ.
Вилнӗ ҫын камне кӗҫех палӑртнӑ. Вӑл Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче ҫуралнӑ 29 ҫулти арҫын пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫынна ҫапса кайнӑ водителе шырама тытӑннӑ. Малтан вӗсем машинӑна шыраса тупнӑ, кайран – унӑн хуҫине. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ арҫын – Тутарстанран, вӑл 72 ҫулта.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳпкене искусствӑлла майпа сывлаттаракан аппаратпа 23 пациента ҫыхӑнтарнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, ун пек аппаратсем пульницӑсенче ҫителӗклех. COVID-19 чирӗллисем валли республикӑра 1955 койка пӑхса хӑварнӑ.
Чирлекенсен шучӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳснине пӗлтернӗ. Чирлисенчен 42 проценчӗ – Шупашкарта пурӑнакансем. Юлашки эрнере ку цифра тата ӳснӗ, 52-64 процента ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри 14 районта чирлисем йышлӑ. Ҫавна май республика чару мерисене пӑрахӑҫлама хатӗр мар.
Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ – 50-59 тата 40-49 ҫулсенчи ҫынсем.
⠀
Чӑваш Енре кӑшӑлвируса парӑнтарма ниепле те май килмест. Иртсе кайнӑ талӑкра COVID-19 диагнозне тата тепӗр 55 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ. Вирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 6 110 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Ҫав вӑхӑтра 3307-ӑн чире ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫӗсен тӗнче тетелӗнчи официаллӑ страницинче утӑ уйӑхӗн 8–17-мӗшӗсенчи цифрӑсене илсе кӑтартнӑ. Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑшӑлвируспа чирлекен 69 ҫынна шута илнӗ, тепӗр кунхине – 67 ҫынна, 10-мӗшӗнче – 61 ҫынна. Ҫӗнӗ кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ юлашки ҫичӗ кунта ултӑ теҫеткерен иртмен.
Шел те, ку амак ҫын пурнӑҫне те татать. Пандеми пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 48 ҫын вилнӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируса парӑнтарма ниепле те май килмест. Иртсе кайнӑ талӑкра COVID-19 диагнозне тата тепӗр 55 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ. Вирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 6 110 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Ҫав вӑхӑтра 3307-ӑн чире ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫӗсен тӗнче тетелӗнчи официаллӑ страницинче утӑ уйӑхӗн 8–17-мӗшӗсенчи цифрӑсене илсе кӑтартнӑ. Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑшӑлвируспа чирлекен 69 ҫынна шута илнӗ, тепӗр кунхине – 67 ҫынна, 10-мӗшӗнче – 61 ҫынна. Ҫӗнӗ кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ юлашки ҫичӗ кунта ултӑ теҫеткерен иртмен.
Шел те, ку амак ҫын пурнӑҫне те татать. Пандеми пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 48 ҫын вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |