Кӑҫал Чӑваш Енре регионта пурӑнакансен 60 процентне грипран прививка тӑвасшӑн. Ҫавна май 80 пин доза вакцина туянма заявка панӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн, вӗренӳ, транспорт тата ЖКХ тытӑмӗсенче ӗҫлекенсене грипран прививка пурне те тӑвӗҫ. Шала кайнӑ чирсемпе нушаланакансене тата 60 ҫултан аслӑраххисене те вакцинацилӗҫ.
Ҫитес вӑхӑтра вакцинӑн пӗрремӗш партийӗ ҫитмелле, ку 84,4 пин доза ачасем валли. Уйӑх вӗҫлениччен тепӗр 159,2 пин доза килмелле. Ку вара аслисем валли.
Прививкӑна пурӑнакан вырӑнти поликлиникӑра тума пулать. Ятарласа прививка тума тухса та ҫӳрӗҫ, ку графикпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тухтӑрӗсем вӗҫӗмех тӗрлӗ семинара ҫӳреҫҫӗ. Хамӑр ҫӗршыври форумсене хутшӑнаҫҫе ҫеҫ мар, чикӗ леш енне те каяҫҫӗ. Хӑйсем вӗреннипе пӗрлех ыттисене те ӑсталӑха хӑнӑхтараҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Хусанта «Артромастер» ассоциаци халӑхсем хушшинчи вӗрентӳ шкулне тӑваттӑмӗш хутчен йӗркеленӗ. Унта Шупашкарти Родион Драндров тухтӑр хутшӑннӑ. Тӗрлӗ регионти ӗҫтешӗсене вӑл хулпуҫҫи шӑммине ыратнине ирттернӗ чух ультрасасӑ тӗрӗслевӗпе тӗрӗс усӑ курма ирттерме вӗрентнӗ.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ пирӗн республикӑра 7,5 пинрен иртнӗ. Ҫав шутран 82 проценчӗ сывалнӑ.
Паян ир тӗлне пирӗн республикӑра 7516 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Ку вӑл – официаллӑ статистика. Маларах асӑннӑ 7,5 пин ытла тӗслӗхрен 35 ҫынна вирус иртнӗ талӑкра ернӗ.
6196 ҫын сывалнӑ. Ҫав йышран 27 ҫын иртсе кайнӑ талӑкра сипленнӗ.
Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа COVID-19 68 пациент пурнӑҫне татнӑ. Ку вируса пула юлашки талӑкра никам та вилмен.
Аса илтерер: пирӗн республикӑра пысӑк суту-илӳ центрӗсене тата аттракционсене уҫма ирӗк панӑ.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене пирӗн республикӑра тата ҫемӗҫтерме йышӑннӑ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суту-илӳ центрӗсене тата урамри аттракционсене уҫма ирӗк панӑ.
Халӗ 800 тӑваткал метртан пысӑкрах суту-илӳ точкисене уҫма юрать. Апла пулин те вӗсен эпидемие хирӗҫ мерӑсене пӑхӑнмалла тата дезинфекци пирки манмалла мар.
Суту-илӳ залӗнче пӗр тӑваткал метр пуҫне 1 ҫынтан ытла пулмалла мар. Лавккасене маскӑпа ҫӳремелле. Суту-илӳ точкисене кӗнӗ ҫӗрте алла микробсемпе вируссенчен сиенсӗрлетме антисептик пулмалла.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен хушшинче йывӑррисем те пур. Унашкаллисем – 19 ҫын. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов вӗсене йывӑр чирлӗ пациентсем тенӗ.
Республикӑра пӗтӗмпе 7448 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 6114-шӗ сывалнӑ. 68 ҫын вилнӗ – ку статистика, телее, юлашки кунсенче улшӑнман. 978 ҫыннӑн чирӗ хӗрӳ самантра, вӗсем сипленеҫҫӗ.
Паян кӑшӑлвирус сарӑлас енӗпе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче республикӑра аттракционсемпе суту-илӳ центрӗсене уҫасси пирки калаҫнӑ. Вӗсене ҫитес вӑхӑтра уҫма пултарӗҫ. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнин коэффициенчӗ 1-пе танлашать.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран сывалакансен йышӗ 6 пинрен иртнӗ, пӗтӗмпе 6074 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра пурӑнакан 7414 ҫын инфекциленнӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 36 ҫын хушӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра 1272 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Каварлӑ вируса пула Чӑваш Енри 68 ҫын вилнӗ. Юлашки кунсенче инфекцие пула вилнӗ тӗслӗхсем пулман.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,97-пе танлашнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре нумаях пулмасть саунӑсене, мунчасене, фитнес-залсене ӗҫлеме ирӗк панӑ.
Ӗҫе кайса суранланакансен йышӗ пирӗн республикӑра кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче уйӑхӗсенче чакнӑ. Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, суранланакансен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,5 процент сахалрах.
Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 105 ҫын ӗҫе кайсан шар курнӑ, 66-шӗ ҫӑмӑллӑн суранланнӑ, 22-ӗшӗ— йывӑр, 17-шӗ вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхра 116 ҫын аманнӑ. Кӑҫал шар курнисенчен 71-шӗ — арҫынсем, 34-шӗ — хӗрарӑмсем.
Инкексем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнипе (34 тӗслӗх, е 32,4 процент), япала пырса ҫапӑннипе е машина пырса кӗнипе (24 тӗслӗх, е 22,9 процент), ҫул-йӗр ҫинчи пӑтармахсемпе (11 тӗслӗх, е 10,5 процент) тата ытти сӑлтавпа пулнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран сывалакансен йышӗ нумайлансах пырать. Юлашки талӑкра 259 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Ҫапла майпа республикӑра кӑшӑлвирусран сывалнисен йышӗ 6001 ҫынпа танлашнӑ.
Ку таранччен 7373 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Ӗнертенпе ку йыша 33 ҫын хушӑннӑ. Хальлӗхе 1306 ҫын сипленет. Каварлӑ инфекци республикӑра пурӑнакан 68 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнин коэффициенчӗ 0,92-пе танлашать.
Кӑшӑлвируса йывӑррӑн чирлесе ирттернисене санаторисенче 10-12 кун реабилитацилеме 45 пине яхӑн кайса ларӗ. Ҫынсене ҫав шутран 10-11 пинне ҫеҫ тӳлеттерӗҫ. Ытти тӑкака, пурӗ 70 процентне яхӑн, республика хӑй ҫине илӗ.
45 пине яхӑн путевка шучӗпе ҫынсене пысӑк квалификациллӗ тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳме, сиплев процедурисене туса ирттерме шантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунне пилӗк хутчен апатлантарӗҫ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен стационарсенче 2 пин ытла ҫын реабилитаци витӗр тухайӗ, унсӑр пуҫне кӑнтӑрлахи стационарсенче тепӗр ҫавӑн чухлӗ ҫынна пулӑшӗҫ. Ку цифрӑсене республикӑн Правительствин вице-премьерӗ Алла Салаева тунтикунхи планеркӑра асӑнса хӑварнӑ.
Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисене ҫӳрекенсенчен кӑшӑлвируспа чирлеменнине ӗнентерекен справка ыйтмӗҫ. Кун пирки республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура шантарса каланӑ.
«Шкулсенче тата ача пахчисене маска тӑхӑнса ҫӳреме хистекен йӗрке ҫук, унсӑр пуҫне кӑшӑлвируспа чирлеменнине ӗнентерекен справка та ыйтмӗҫ», – тенӗ министр.
Ирсерен ачасен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ, вӗсен ӳт температурине виҫӗҫ, сывлӑша рециркуляторпа сиенсӗрлетӗҫ, пысӑк ушкӑнлӑ мероприятисем ирттермӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |