Чӑваш Енре общество транспортӗнче маска тӑхӑннине тӗрӗслеме пӑрахман ҫеҫ мар, малашне те рейдсем иртӗҫ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче каланӑ.
Общество транспортне дезинфекцилессишӗн, ӗҫлекенсене маскӑпа тивӗҫтерессишӗн, вӗсем ҫав йӗркене пӑхӑннине тӗрӗслессишӗн пассажирсене турттаракан организацисен хуҫисемпе уйрӑм усламҫӑсем яваплӑ. Пассажирсем маскӑпа пулнине те вӗсенех тӗрӗслемелле. Маскӑсӑр пассажира транспорта лартмасан та пултараҫҫӗ.
Чӑваш Ен ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫлас тӗллевпе республикӑн Транспорт министерствин тата Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем тӑтӑшах рейд ирттернине ӗнентереҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе протоколсем ҫырнине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче штрафсен виҫине аса илтернӗ. Уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран явап тыттарма юрать, должноҫри ҫынсене – 10 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран, усламҫӑсене – 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене – 100 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта йӗрке хуралҫине ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ирхи 7 сехет те 5 минутра Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш пайӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗ урама тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра крыльца ҫинче ӑна ҫурӑмран ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Пуҫтахланаканни 35 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Пакунли хӗрарӑма унччен палламан.
Суранланнӑ полицейские пульницӑна ӑсатнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑма та пуҫтарса кайнӑ. Ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӑс-тӑн енчен чирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм унччен те пӑтӑрмаха пӗрре ҫеҫ мар ҫакланнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хут та явап тыттарнӑ.
Республикӑра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ кӑшӑлвирус анализне паҫа хатӗр, анчах ӑҫта каймаллине пӗлмеҫҫӗ.
Кӑшӑлвирус ернине пӗлес текенсен анализӗсене Шупашкарти тӑватӑ лабораторире ирттереҫҫӗ. Республикӑн клиника пульницинче тата Ӳт-тирпе венерологи диспансерӗнче укҫа тӳлесе тӗрӗсленме пулать. Тӳлевсӗр тӗрӗсленме направление поликлиникӑсенчи тата стационарсенчи тухтӑрсем ҫырса параҫҫӗ. Анчах пурне те мар. Ҫын кӑшӑлвируспа чирлине сиссен.
Диагностикӑн хушма меслечӗ шутне организмра антитела пуррине палӑртма юн илнине кӗртмелле. Ку тӗпчеве Ӳт-тирпе венерологи диспансерӗнче, Республикӑн клиника пульницинче, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче, Хулари тӗп пульницӑра, Хулари 2-мӗш пульницӑра, Осипов ячӗллӗ пульницӑра ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пырать. Юлашки талӑкра 35 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Ку таранччен 6915 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ.
Анчах вилнисен йышӗ нумайланнӑ. Унччен кӑна 2 ҫын инфекцие пула вилнине пӗлтернӗччӗ. Паянхи кун тӗлне вара тепӗр 4 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Республикӑра харӑсах кун чухлӗ ҫын кӑшӑлвиурса пула уйрӑлнӑ тӗслӗх ку таранччен пулман.
Инфекциленнӗ 4050 ҫын сывалнӑ. Тепӗр 2803 ҫын сипленет. Кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ халӗ 0,87-пе танлашать. Аса илтерер: Чӑваш Ен кӑшалвируса пула йышӑннӑ чару мерисене пӑрахӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑра кӗнӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници COVID-19 антителине палӑртма 2 миллион тенкӗ тӑкаклӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакне 3,4 миллион тенкӗ тесе пӗлтернӗ. Электрон лавккара тӑкака пӗрре-виҫҫӗмӗш чухлӗ чакарма май килнӗ.
Аукциона «Открытие» медицина центрӗ тата Чӑваш Енӗн Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ хутшӑннӑ. Йӳнӗрех хакпа тӗпчев ирттерме медицина центрӗ сӗннӗ. Контракта унпа алӑ пусӗҫ те. Килӗшӳ вӑйӗ 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ.
Аукцион ҫӗнтерӳҫи 5 пин тӗпчев ирттерӗ. Ҫав вӑхӑтра M (IgM) тата G (IgG) класлӑ антителасене палӑртмалла. Кӑтартусем биоматериал лабораторие ҫитнӗ хыҫҫӑн пилӗк кунта паллӑ пулӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр икӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 58 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Иртсе кайнӑ талӑкра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене тата тепӗр 34 тӗслӗх шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку амакпа 6 880 ҫын чирленӗ. Сывалнисем – 3 985 ҫын, вӗсенчен 63-шӗ юлашки талӑкра сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа 2 837 ҫын чирлет. Чир сарӑлнин индексӗ – 0,87.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче аслӑ шкулсене студентсене медицина маскисемпе кӗртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки «Новости» информаци агентстви хыпарланӑччӗ.
Шупашкар хулинче пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче монтажник ӳксе суранланнӑ. Вӑл газ кӗртес енӗпе ӗҫленӗ. Арҫын пусма ҫинче тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра монтажник асфальт ҫине 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 52 ҫултискер темиҫе ҫурӑм шӑммине суранлатнӑ. Ҫакна тухтӑрсем сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнассишӗн тӗп инженер яваплӑ пулнӑ. Пусмана ҫирӗплетессишӗн те вӑлах яваплӑ тесе палӑртнӑ. Ҫавна кура тӗп инженер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 142-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Анчах суд пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗп инженер маларах судпа айӑпланман, хӑйӗн айӑпне туллин йышӑннӑ, сывлӑха сиен кӳнине саплаштарнӑ. Суд тӗп инженера 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Паян Канаш хула администрацийӗ ҫурт тӑрринчен рабочи ӳксе вилнине, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех пулнӑ. Ҫав кунхине строительство организацийӗсенчен пӗри нумай хваттерлӗ ҫурт ҫивиттине сарнӑ. 18 сехет те 40 минутра рабочи ҫурт тӑрринчен, пиллӗкмӗш хутран, персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскере Канашри пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах арҫын унта ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ.
Канаш хула администрацийӗ юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтернӗ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ, апла пулин те асӑрхаттарни ытлашши пулас ҫук-тӑр. Хӑрушсӑрлӑх мерисене яваплисем туллин пӑхӑнманни пысӑк инкекпе вӗҫленет.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр икӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 56 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Цифрӑсене федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ.
Иртсе кайнӑ талӑкра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене тата тепӗр 37 тӗслӗх шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку амакпа 6 811 ҫын чирленӗ. Сывалнисем – 3 857 ҫын, вӗсенчен 65-шӗ юлашки талӑкра сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа 2 898 ҫын чирлет. Чир сарӑлнин индексӗ – 0,97.
Сӑмах май каласан, Раҫҫей ӗнертенпе тӑватӑ ҫӗршывпа: Турципе, Великобританипе, Абхазипе тата Танзанипе – хӑйӗн чиккине уҫрӗ. Турцие, Великобритание тата Танзание самолетсем вӗҫме тытӑнчӗҫ. Ют ҫӗршывран килекенсен килтен тухмасӑр ик эрне ларма тивмӗ.
Етӗрне районӗнчи Чаканар Упинче карантин тесе йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ.
Тискер чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма чарнӑ.
Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |