Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран прививка тӑвас ӗҫ питех вӑйлӑ пырать теме ҫук. Паянхи кун тӗлне плана 21 процент ҫеҫ пурнӑҫланӑ. Ӗҫе мӗнле хӑвӑртлатмалла?
Оперштаб вакцинаци тӑвакансене хавхалантарма сӗннӗ. Тӳре-шарана ку шухӑш килӗшнӗ.
«Тен, бонуссен системине пӑхса тухмалла. Тӗслӗхрен, культура учрежденийӗсене тӳлевсӗр кӗме май туса парасси, бассейна тата спортзала каймашкӑн бонус картти парасси. Прививка тунисен хушшинче лотерея та ирттерме пулать», - тенӗ правительство вице-премьерӗ Алла Салаева.
10 кунра 32 пациент вилнӗ. Сӑмах каллех кӑшӑлвирус пирки. Иртнӗ талӑкра 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ӗнер – 3 ҫыннӑн. Пандеми пуҫланнӑранпа 1462 пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ.
Паянхи кун тӗлне 26244 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 24013-шӗ сывалнӑ. Ку 91,5 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 47 ҫын чирленӗ, 41 ҫын сывалнӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра стационарта тата амбулатори мелӗпе килте кӑшӑлвирусран 769 пациент сипленет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче эпир Раҫҫей кунне уявлӑпӑр. Ҫав кун шӑматкуна лекнӗрен уншӑн тунтикун канӑпӑр. Анчах тухтӑрсем яланхиллех хӑйсен графикӗпе ӗҫлӗҫ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.
Стационарта тата амбулаторисенче васкавлӑ тухтӑр пулӑшӑвне ҫӗртмен 12 тата 13-мӗшӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кӳрӗҫ. Тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 13 сехетчен шӑнкӑравламалла.
Тунтикун пульницӑсем шӑматкунхи ӗҫ графикӗпе йышӑнӗҫ. Вӗсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен ӗҫлӗҫ. Поликлиникӑри тухтӑра киле чӗнсе илес тесен 12-ччен шӑнкӑравламалла.
Шкулта вӗренекен ачасене вӗренӳ учрежденийӗнче апатланма патшалӑх укҫа уйӑрать. Ҫав вӑхӑтрах сывлӑха пула килте вӗренекенсем те пур. Вӗсене вара апатшӑн хыснаран пӗр пус та лекмен. Ҫак кӑлтӑка пирӗн республикӑра халӗ пӗтернӗ.
Ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче асӑннӑ категорие кӗрекен ачасене те апатланнишӗн компенсаци пама тытӑнма йышӑннӑ.
Сывлӑха пула шкула каяйман, килте вӗренекен ачасене кунсерен 138 тенкӗ укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫана вӗсен ашшӗ-амӑшне пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрнине шута илсе парӗҫ.
Пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра чире пула 13 ача килте вӗренет.
Ку таранччен республикӑра 26197 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 23972-шӗ сывалнӑ. Ку 91,5 процентпа танлашать. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Шел те, вилекенсем пур. Юлашки талӑкра 4 ҫын ҫак вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирус пула 1458 ҫын вӑхӑтсӑр вилнӗ.
Юлашки тӑлӑкра 46 ҫын чирленине палӑртнӑ. 44 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 767 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Аса илтерер: республикӑра ҫак вирусран прививка тӑваҫҫӗ.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх. Ӗнер Куславкка районӗнчи «М-7» автомобиль ҫулӗ ҫинче икӗ пысӑк машина ҫапӑннӑ. Вӗсем ирхи 10 сехетре инкеке лекнӗ.
«Скания» тата ҫур прицеплӑ «КамАЗ» пырса ҫапӑннӑ хыҫҫӑн «КамАЗ» водителӗ инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ, «Скания» водителӗпе пассажирӗ суранланнӑ.
Инкек хыҫҫӑн ҫул ҫинче машинӑсене иртсе ҫӳресси пӗр вӑхӑтра йывӑрланнӑ. Кайран ҫула уҫнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче 14 ҫулти яш Атӑлта путнӑ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек кӑнтӑрла иртсен пулса иртнӗ.
Ҫамрӑкскер Атӑл ҫыранӗнчен инҫех мар вырӑнта путнӑ. Унта яш тусӗсемпе шыва кӗнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, каччӑ шывпа чыхланса кайнӑ. Инкек ҫыран хӗрринчен темиҫе метрта сиксе тухнӑ. Ача виллине темиҫе сехетрен тупнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне палӑртӗҫ. Специалистсем судпа медицина экспертизи те ирттерӗҫ.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх теҫҫӗ, ҫавӑнпа сыхлӑхпа асӑрханулӑх пирки пӗр самантлӑха та манмалла мар.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран ҫынсем ҫаплах вилеҫҫӗ-ха. Пирӗн республика Раҫҫейре ку енӗпе малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать. Пӗтӗмпе 1443 ҫын ҫак амака пула вилнӗ. Юлашки талӑкра 3 ҫыннӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Ку таранччен республикӑра 26013 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 23784-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 47 ҫын чире парӑнтарнӑ. Инфекциленнисем 48 ҫын пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 786 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.
Пӗлтӗрхи 5 уйӑхрипе танлаштарсан кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Чӑваш Енре ӗҫри инкексен шучӗ 1,12 хут чакнӑ.
Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче хыпарланине ӗненсен, производствӑра суранланассине чакарас енӗпе юлашки 8 ҫулта туса ирттернӗ профилактика мери хӑйӗн ҫимӗҫне кӳрет. Апла пулин те ӗҫ сыхлавӗпе ҫителӗксӗр ӗҫлекен предприяти-организацисем те ҫук мар. Инкексем ытларах чухне строительство е ял хуҫалӑхӗ евӗр отрасльсенче пулса иртеҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче производствӑра 6 инкек пулса иртнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ йывӑррисен шутне кӗрет. Пӗринче вара харӑсах икӗ ҫын (пӗри — йывӑр, тепри — ҫӑмӑл) суранланнӑ.
Президент пепкелӗх центрӗнче ҫамрӑк мӑшӑрсем хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултараҫҫӗ.
«Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗн тӗллевӗ — сывлӑха вӑхӑтра ҫирӗплетсе телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма пулӑшасси. Ҫак программӑна пула ҫамрӑк мӑшӑрсем паха медицина пулӑшӑвне вӑхӑтра илеҫҫӗ», – палӑртнӑ Президент пепкелӗх центрӗн тӗп врачӗ Ольга Рябухина.
Пациентсене пысӑк квалификациллӗ акушер-гинекологсем, урологсем йышӑнаҫҫӗ. Тухтӑрсем патне кайиччен малтан ҫырӑнмалла.
Ҫумра ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ (оригинал тата копи), паспорт, страхлакан полис, СНИЛС пулмалла. Сертификатпа мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк хушшинче усӑ курмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |