Кӑштах та пулин савӑнтаракан хыпар: республикӑра кашӑлвируспа чирлисем сахалланса пыраҫҫӗ. Ӗнер 6 ҫын ҫак вируса пула вилнӗ, Паян тата сахалланнӑ – 5 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 19729 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17807-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем 900 кӑшт ҫеҫ ҫитеймен – 899 ҫын чире парӑнтарайман.
Юлашки талӑкра 90 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем нумайрах пулнӑ – 96 ҫын.
Палӑртмалла: кӑрлач уйӑхӗнче кашни кунах 9-13 ҫын кӑшӑлвируспа пула вилнӗ. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ку кӑтарту чакма пуҫланӑ.
Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа Фельдшерпа акушер пункчӗсенче ӗҫлекен акушеркӑсемпе медсестрасем те усӑ курайӗҫ. ЧР Минстрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Пӗлтӗр ФАПсене 18 фельдшер ӗҫлеме кайнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ инҫетре, кӗрсе ҫӳреме йывӑр тӑрӑхра, вырнаҫнӑ ФАПра тӑрӑшать. Программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа Чӑваш Енре 81 фельдшер ӗҫе вырнаҫнӑ.
Палӑртмалла: земство фельдшерӗсене йышӑнас тӗлӗшпе Патӑрьел, Канаш тата Патӑрьел районӗсем малта.
Паян кашӑлвирус статистики кӑштах савӑнтарать. Юлашки талӑкра республикӑра 6 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Аса илтерер: юлашки уйӑхра ку кӑтарту кунсерен 10-12 ҫынпа танлашнӑ.
Паянхи кун тӗлне 19639 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17711-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем сахал мар – 894 ҫын.
Юлашки талӑкра кӑшӑлвируспа чирлекенсем 86 ҫын пулнӑ. 89-ӑн сывалнӑ. Палӑртмалла: чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пырать.
Сӑмах май, ҫитес эрнере Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ, кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ҫитес вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен вӑл ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ.
Штат режимне куҫиччен, пациентсене йышӑнма тытӑниччен пульницӑра дезинфекци тӑвӗҫ. Палӑртмалла: вӑл пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем валли 425 койка хатӗрленӗ. Чирлисене 500 ытла медик сипленӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗн тӗп пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Пӗрремш каналпа кӑтартакан «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) кӑларӑмра Шупашкар ҫыннисене кӑтартмалла.
Телекӑларӑм валли Шупашкарти 2-мӗш ТЭЦра ӗҫлекенсене ӳкерсе илнӗ. Вӗсем «Ытлашшине чакар» онлайн-проекта хутшӑнаҫҫӗ. Проекта Республикӑн халӑх сывлӑхӗн тата медицина профилактикин центрӗ «Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫлать. Асӑннӑ проекта ҫавӑн пекех Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ тата Шупашкарти троллейбус управленийӗ хутшӑнать.
Предприяти ӗҫченӗсем валли Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗсем онлайн чат йӗркеленӗ.
Предприятисем хӑйсен ӗҫченӗсем валли усӑллӑ меню хатӗрленипе пӗрлех вӗрентӳ вебинарӗсем, спорт турнирӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче республикӑра 348 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен 11-шӗ юлашки талӑкра вилнӗ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре инфекциленнисен йышӗ 19467 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 17538-шӗ сывалнӑ. Юлашки кунсенче кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ сахалланса пырать. Паянхи ку тӗлне тепӗр 88 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 72-ӗн пулнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Ен кӑшӑлвирусран вилекенсен тӗлӗшпе малта пыракан регионсен йышне кӗнӗ. Инфекциленнисен 4,5 проценчӗ чире парӑтарайман. 90 проценчӗ вара сывалнӑ.
Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 12 ҫын вилнӗ. Ку таранччен каварлӑ вируса пула 865 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
Юлашки талӑкра 90 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Ку таранччен республикӑри 19379 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 17466-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 78 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче кӑна 337 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 325 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку, пандеми пуҫланнӑранпа вилнӗ ҫынсен шучӗпе танлаштарсан, 38 процент. Пӗтӗмпе ку таранччен каварлӑ вируса пула 853 ҫын вӑхӑтсӑр вилнӗ. Юлашки талӑкра 11 ҫын чире парӑнтарайман.
Пандеми пуҫланнӑранпа 19289 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17388-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 86 пациент чире парӑнтарнӑ. 91 ҫын инфекциленнине шута илнӗ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри 1048 пациента тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсен кӑшӑлвирус пурри палӑрнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра Чӑваш Енри ҫынсем пулчӗҫ.
Мурманск облаҫӗнчи Анастасия Ильина ачисене интернат-ҫуртра лайӑхрах пулать тесе шухӑшлать. 35 ҫулти хӗрарӑм — урапапа ҫӳрекен сусӑр. Вӑл чӑваш арҫыннипе, Алексей Ильинпа, икӗ ача ҫуратнӑ. Вӗсенчен пӗри — сусӑр. Халӗ ачасем ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Хӗрарӑм шухӑшланӑ тӑрӑх, Алексей ачасене йӗркеллӗ пӑхмасть.
Кӑларӑмра арҫыннӑн тата тепӗр пилӗк ача пурри палӑрчӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ачине тата ачисен амӑшне ӗҫлеме каятӑп тесе ҫичӗ юта тухса кайнӑ имӗш. Ачисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ашшӗ вӗсем ҫине те пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Унсӑр пуҫне Алексейӑн тата тепӗр ывӑл пур. Вӑл ашшӗне астумасть те.
Чӑваш Енре 122 номерлӗ телефон номерӗ ӗҫлесе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. «Хӗрӳ линире» ҫак кунсенче ҫӗнӗ сервис хута янӑ. Ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен прививка тутарас текенсен шӑнкӑравне кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен тытӑнса сасӑ пулӑшуҫи йышӑнма тытӑннӑ.
Роботпа ҫыхӑнма 122 номерпе шӑнкӑравламалла, унтан 2 цифрӑна пусмалла. Унтан тытӑм медицина полисӗн номерне пӗлтерме ыйтӗ. Вӑл Республикӑн информаци медицина тытӑмӗн даннӑйӗсемпе тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пульницӑна черете ҫырса хурӗ. Кӑштахран ҫынпа медицина ӗҫченӗ ҫыхӑнӗ, вӑл вакцинаци валли меллӗ вӑхӑта уҫӑмлатӗ. Процедура 1,5-2 минутран ытла йышӑнмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |