Чӑваш Ен валли тепӗр 28 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫапа кӑшӑлвируспа чирленӗ, килте сипленекен ҫынсене тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтерӗҫ.
Ҫак кунсенче РФ Правительстви кӑшӑлвируспа чирленисене тӳлевсӗр эмел памашкӑн 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрасси пирки пӗлтернӗ. Укҫана регионсене валеҫсе парӗҫ. Чӑваш Ене 28437,9 миллион тенкӗ лекӗ.
Сӑмах май, унччен ку тӗллевпе ҫӗршыв правительстви 10,7 миллиард тенкӗ уйӑрнӑччӗ. Чӑваш Ене 48 миллион тата 25 миллин тенкӗ лекнӗччӗ, хальхинче – 28 миллион тенкӗ.
Паян та 6 ҫын вилнӗ. Сӑмах – кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлакансем пирки. Ҫапла ку таранччен 1117 ҫын вилнӗ. Чирленисен 5,06 проценчӗ вируса парӑнтарайман. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра кашни кун ҫавӑн чухлӗ ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫпа сывпуллашать.
Ку таранччен 22086 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20181 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 39 ҫын чирленине палӑртнӑ. 33 ҫын сывалнӑ.
Паянхи кун тӗлне стационарта е килте амбулатори мелӗпе 788 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пыать. Анчах вилекенсем пур-ха. Ҫапах 2-3 уйӑх каяллахи пек кӑтартусем мар пулин те вируса пула пурнӑҫран куллен вӑтамран 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлать.
Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ кашни кунах пӗр пек – 6 ҫын. Юлашки талӑкра та ав ҫавӑн чухлӗ ҫын сывлама пӑрахнӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 22047 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсен 5,04 проценчӗ вилнӗ – пӗтӗмпе 1111 ҫын. 20148 ҫын сывалнӑ. Ку 91,4 процентпа танлашать.
Юлашки талӑкра 40 ҫын чирленӗ. 34 ҫынна вара тухтӑрсем сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Тепӗр 788 ҫын халӗ кӑшӑлвирусран сипленет.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра талӑкне вӑтамран 6 ҫын ҫак вируса пула пурнӑҫпа сывпуллашать. Ку таранччен республикӑри 1105 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне чирленисен йышӗ 22 пинрен иртнӗ – 22007 ҫын аптӑранӑ. Вӗсенчен 20114-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 40 ҫын инфекциленнӗ. 32 ҫын вара сывалнине палӑртнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре стационарта е килте амбулатори мелӗпе 788 ҫын кӑшӑлвирусран сипенет. Сӑмах май, пуш уйӑхӗнче каварлӑ вируса пула 71 пациент сывлама пӑрахнӑ.
Игорь Моляковӑн сайт та пур
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков чирлесен те ӗҫлет. Кун пирки пурне те пӗлсе-курса тӑракан «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ӗнер пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫул парламентаришӗн ӑнӑҫлах килсе тухман. Ӑна чир хыҫҫӑн чир ҫакланнӑ. Халӗ вӑл Республикӑн клиника пульницинчи неврологи уйрӑмӗнче сипленет, депутат микроинсульт тӳссе ирттернӗ.
Пульницӑра пулин те «халӑх тарҫи» федерацин ведомствисене суйлавҫӑсене пӑшӑрхантаракан тӗрлӗ ыйтупа ҫырусем ӑсатать.
Игорь Моляковӑн сайт та пур. Унта вӑл хӑйӗн сӑввисен «Книга расставания» пуххине вырнаҫтарнӑ. Кӗнекепе www.игорьмоляков.рф каҫӑпа паллашма пулать.
Улатӑрти ачасем Кубань тӑрӑхне канма тухса кайӗҫ. Унти «Термы» сиплев ҫурчӗ Чӑваш Енри ачасене ыркӑмӑллӑх шучӗпе сиплет. Кубань тӑрӑхӗ 25 ҫемьене йышӑнӗ. Унта сусӑр ачасене илсе кайӗҫ. Организаци ыр кӑмӑллӑхҫӑсем пулӑшнипе ӗҫлет. Вӗсенчен пӗри – Александр Удодов усламҫӑ.
Проекта Мускаври «Ҫветтуй Лука» фонд, Вырӑс православи чиркӗвӗн Улатӑрти епархийӗ йӗркеленӗ.
Улатӑрта сусӑр 200-е яхӑн ача пурӑнать. Вӗсемпе тӗллевлӗӗҫлекен чи ҫывӑх учреждени те 200 километрта, Шупашкарта, вырнаҫнӑ. Улатӑрти епархи ҫумӗнче йӗркеленӗ центр 25 сусӑр ачашӑн тӑван кил евӗр пулса тӑнӑ. Унта ачасемпе логопед, психолог, дефектолог, массажист, физкультура инструкторӗ ӗҫлеҫҫӗ. Арт-терапи тата хореографи енӗпе занятисем иртеҫҫӗ, театр тата хор кружокӗсем пур. Улатӑрти виҫӗ ҫемье Краснодар тӑрӑхӗнчен канса килнӗ те ӗнтӗ.
Чӑваш Енри пульницӑсем валли машинӑсем туянасшӑн. Пӗтӗмпе – 24 автомобиль. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 16 миллион тенкӗ те 248 пин тенкӗ.
Машинӑра хыҫалта виҫӗ ҫын вырнаҫмалӑх, механика курупкаллӑ пулмалла. Условисенчен пӗри ҫакӑ.
Виҫӗ машинӑна Шупашкар районӗн пульницине парӗҫ. Патӑрьел тата Муркаш районӗсен пульницине икшер машина тивӗҫӗ. Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай тата Елчӗк районӗсен пульницисене, Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине, Ҫӗмӗрлери территорисен хушшинчи медицина центрне пӗрер машина лекӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Н.И. Турнер ячӗллӗ ача-пӑча травматологийӗпе ортопеди наци медицина тӗпчев центрӗн директорӗпе Сергей Виссарионовпа тӗл пулнӑ.
Асӑннӑ тӗпчев центрӗ ҫурӑм шӑмми пӑсӑлнипе ҫуралакансене пулӑшать. Чӑваш Ен медцентрӑн ҫӗнӗлӗхӗсене пурнӑҫлассипе никӗс регион евӗр ӗҫлӗ.
«Технологи центрӗн специалисчӗсем хатӗрленӗ технологи пекки тӗнчере те ҫук. Вӑл ҫурӑм шӑмми авӑннине сӑнаса пыма май парать. Кирлӗ пулсан ҫийӗнчехх операци тума май парать», – тенӗ Сергей Виссарионов.
Г.И. Турнер ячӗллӗ центр Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Унти специалистсем пысӑк пӗлӳллӗ.
Паянхи кун тӗлне каллех 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пуш уйӑхӗнче республикӑра ҫак амак 61 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирусран 1095 ҫын сывалайман.
Паянхи кун тӗлне 21926 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20051-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 45 ҫын чирленӗ. 38 ҫын вара сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 780 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе сипленет.
Аса илтерер: Шупашкарти «Каскад» сулу-илӳ центрӗнче вакцинаци тумалли пункт ӗҫлет. Вӑл кашни 21 кунран уҫӑлать.
ПУШ | 11 |
Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвируса пула ҫав-ҫавах чирлеҫҫӗ, вилекенсем те пур. Иртсе кайнӑ талӑкра чире тата тепӗр 45 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ, 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Цифрӑсене ҫӗршывӑн опештабӗ паян ирпе пӗлтернӗ.
Пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн респуликӑра кӑшӑлвируспа 21 пин те 926 ҫын чирленӗ. Пӗтӗмпе 1095 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 20 пин те 51 ҫын сывалнӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра 38 пациента пульницӑран кӑларнӑ.
25 пин ытла ҫынна кӑшӑлвирусран вакцинаци тунӑ. Хӑшӗсене хальлӗхе пӗр хутчен туса ӗлкӗрнӗ, хӑшӗсене — иккӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |