Иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран вилекенсем ытларах пулнӑ – 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла ку таранччен республикӑра 1179 ҫын вирусран сывалайман. Пуш уйӑхӗнче 145 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 22524 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20553-шӗ сывалнӑ. Ку 91,2 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 37 ҫын вируса парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. Инфекциленнисем 47-ӗн пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра стационарта е килте амбулатори мелӗпе 792 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин тӗп корпусӗ кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахса унчченхи режим ҫине куҫнӑ.
Чӑваш Ене «Спутник V» вакцинӑн черетлӗ партине кӳрсе килнӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцина халӗ «Фармация» аптека базинче упранать.
Пӗтӗмпе 5 пин те 500 доза кӳрсе килнӗ. Икӗ компонентлӑ вакцина икӗ фасовкӑпа ҫитнӗ: пӗр флаконра 5 дозӑлли – 1900, ампулӑра пӗрер дозӑлли – 3600. Ампулӑсем мобильлӗ пунктсем валли питӗ меллӗ. Унта пациентсем малтан ҫырӑнмасӑрах пыраҫҫӗ.
Вакцинӑна ҫитес вӑхӑтра пульницӑсене, вакцинаци пункчӗсене валеҫме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: республикӑна унччен кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 42 пине яхӑн дозине илсе килнӗ.
Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран каллех 5 ҫын вилнӗ. Шел те, ҫынсем кашни кунах вилеҫҫӗ. Ку таранччен каварлӑ вируса пула 1172 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 22477 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20516-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 48 ҫын чирленӗ. Инфекциленнисем йышӗ кӑштах ӳснӗ, пушӑн 22-мӗшӗнче 42 ҫын ҫеҫ пулнӑ. Сывалнисем 41 ҫын пулнӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула 877 ҫын вилнӗ. Республикӑра чирлекен кашни 19-мӗш ҫын ҫак амака пула вилнӗ.
«Домашняя газета» (чӑв. Килти хаҫат) хаҫатӑн паян вулакансем патне ҫӗнӗ номерӗ ҫитнӗ.
Кашни кӑларӑмри пекех хаҫатра усӑллӑ канашсем нумай. Ку номерте эсир пӗлме пултаратӑр:
• ирхи апатланни сывлӑхшӑн мӗнпе усӑллӑ;
• рис шывне мӗн валли усӑ курма пулать;
• мӗншӗн ыхра чылай эмелтен усӑллӑрах шутланать;
• отжимани туса сывлӑха епле тӗрӗслеме май пурри пирки.
Хаҫат номерӗнче тухтӑрсен усӑллӑ канашӗсем пур, америкӑри пахчаҫӑсен вӑрттӑнлӑхӗсем, тӗрлӗ рецептсем тата ытти те. Калӑпӑр, ку кӑларӑмра Францири Лион хулинче сысна урине епле пӗҫернине каласа панӑ. Риспа иҫӗмрен тунӑ эрехӗн уссине пӗлме пулать (рецепчӗ те пур).
Кашни номерте тенӗ пекех «Домашняя газета» хаҫатра пӗлтерӳсен пайӗ пичетленет. Унта тӗрлӗ пулӑшу тивӗҫтернине кӑна мар тупма пулать — пысӑк пая «Паллашу кӗтесӗ» йышӑнать.
Паян республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Ларура ведомствӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ.
«Ковида пула пӗлтӗр эпир 877 ҫынна ҫухатрӑмӑр. Вӗсенчен ытларахӑшӗ тӗрлӗ чир-чӗрпе чирлекенсем пулнӑ. Вилнисенчен ун пеккисем — 90 процент таран. Ҫав шутра аслӑ ҫулхисем — 80 процент ытла», – тенӗ сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов.
Ҫав вӑхӑтрах онкологи чирӗсенчен вилекенсен йышӗ чакнӑ.
Тухтӑрсем ҫитменни пирки те каланӑ. Пирӗн республикӑра педиатрсем, пӗтӗмӗшле практика врачӗсем, анестезиологсем тата хирургсем ҫитмеҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран кашни кунах ҫынсем вилеҫҫӗ. Шел те, сахал мар – кунне 5-6 ҫын. Юлашки талӑкра ав 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа ку таранччен вилнисен йышӗ 1146-а ҫитнӗ.
Паянхи кун тӗлне 22342 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 20398-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 42 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 41 ҫын каварлӑ вирусран сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта е килте амбулатори мелӗпе 797 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульници кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахнӑ.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульници текех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнмӗ. Ҫакна пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йышӑннӑ. Халӗ унта 60 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Кун хыҫҫӑн пульница алӑкӗ кӑшӑлвируспа чирлисемшӗн хупӑнӗ.
Аса илтерер: пульницӑра чирлисем валли 275 койка пулнӑ. Халӗ специалистсем урӑх ыйту пирки шутлаҫҫӗ: тӗп корпуса унчченхи режимпа ӗҫлеме тавӑрмалла-и? Йӑлтах ҫитес эрнере мӗн чухлӗ чирлисем пулнинчен килӗ.
Халӗ республикӑра 10 ковид-госпиталь ӗҫлет. Вӗсенче пӗтӗмпе 1195 койка пур. Сипленекенсем вара 1 пинрен сахалрах.
Пушар хуралӗнче ӗҫлекенсен ҫӳп-ҫап контейнерӗсене те сӳнтерме тивет. Пуш уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Шупашкарти Кадыков, Кривов тата Гузовский урамӗсенчи контейнерсем ҫунма тытӑннӑ. Унта пушар сӳнтерекенсем ҫитнӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ырашпулӑхра йывӑҫ мунча хыпса илнӗ. 55 ҫулти кил хуҫин ытти хуралти те вутра кӗлленнӗ. Юрать, пӳртне ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Пушар ҫурҫӗр тӗлӗнче тухнӑ.
Ҫав каҫах Шупашкарти уйрӑм ҫуртсенчен пӗринче мунча ҫуннӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 236 хут алхаснӑ. Вут-ҫулӑм 6 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. 27 ҫын вилнӗ, 10-ӑн пиҫсе кайнӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 22212 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 20281-шӗ сывалнӑ.
Шел те, вилекенсем ҫаплах пур. Ку таранччен 1136 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 8 ҫын чире парӑнтараймасӑр сывлама пӑрахнӑ. Кунашкалли республикӑра пуш уйӑхӗн пуҫланнӑранпа пулман.
Юлашки талӑкра 43 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем вара 39-ӑн пулнӑ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 20-мӗш ҫын вилет.
Хальхи вӑхӑтра 795 ҫын пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет.
Шупашкар хулинче паян ирпе ирех ҫул ҫинчи инкек пулса иртнӗ. «Киа Рио» автомобиль Гагарин тата Петров урамӗсенчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта пасар патӗнчи тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑ. Унччен вӑл машинӑпа ҫапӑннӑ.
Инкеке асӑрхакансем каланӑ тӑрӑх, «Киа» водителӗ Богдан Хмельницкий урамӗ енчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӗҫтерсе пынӑ. Хӗрлӗ ҫутта пӑхӑнмасӑр каяканскер хура тӗслӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкекре сахалтан та пӗр ҫын аманнӑ.
Унччен «Киа» автомобиль Гагарин кӗперӗ ҫинче пассажирсене турттаракан маршрут водителӗпе хирӗҫнӗ-мӗн. Малтан вӑл «маршруткӑран» иртсе кайнӑ, кайран микроавтобус водителӗпе вӑрҫӑнассишӗн чарӑнса ларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |