Раҫҫей Федерацийӗнчи темиҫе туроператор хӑйсен ӗҫне пурнӑҫлайманнине пула Чӑвашра 300 ытла ҫын йывӑрлӑха лекнӗ. Чӑваш Республикин культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑт тӗлне 300 ытла ҫын укҫа тавӑрас тесе заявлени ҫырнӑ. Кусем — канма кайиманнисем.
Тепӗр 95 ҫын Раҫҫей Федерацийӗн чиккин леш енче иккен — вӗсем панкрута тухнӑ туроператорсем урлӑ канма кайнӑ, анчах хальхи вӑхӑтра таврӑнас тӗлӗшпе йывӑрлӑха лекнӗ. Ҫак йышри ҫулҫӳревҫӗсенчен 60% Грецире, теприсем — Испанире, Болгарире, Кипрта, Тунисра, Чехинче тата АЭПра.
Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх йывӑрлӑха лекнӗ туристсене тӑван ҫӗршыва ятарлӑ рейссемпе тавӑрӗҫ.
Тӑвай районне илсен экономикӑра инвесторсемшӗн илӗртӳллӗ секторсем шутне ҫурт-йӗр тӑвассине, ял хуҫалӑхӗ, промышленность, туристпа рекреаци зонисене кӗртеҫҫӗ. Туризм тенӗрен, ял туризмӗ ҫынсене вӑхӑтлӑха ялта канма йышӑннине пӗлтерет. Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗнче ӑна Сергей Дмитрий аталантарать. Хӑйӗн укҫине хывса вӑл 19 гектар «Упа кӗтесӗ» ял хуҫалӑхӗпе туризм бази йӗркеленӗ. Ӑна йӗркелеме 25 миллион тенкӗ кирлӗ.
Сергей Николаевич — художник вӗренни тӑрӑх та, Турӑ панӑ пултарулӑхӗ те пур енӗпе. Пӗчӗкренех вӑл йывӑҫ япаласем хатӗрлессипе кӑсӑкланнӑ. Хӑйех пӗчӗк архитектура формисем: ярӑнмаллисем, канмалли вырӑнсем, ҫӑлсем, ача-пӑча лаптӑкӗсем тата ыттисем хатӗрлет. Уншӑн кашни туратпа тӗм усӑллӑ материал.
Чӑваш халӑхӗн ҫурт-йӗр тӑвассин йӑли-йӗркине пӑхӑнса хӑтлӑ пӳртсем туса лартнӑ. Ҫынсене хӑнана йышӑнма мӗнпур услови туса панӑ. Вӗлле хурчӗ те тытать. Туристсене валли мунча та туса лартнӑ.
Сӑнсем (9)
Юлашки вӑхӑтра темиҫе туркомпани укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха лекни пирки пӗлетӗрех пулӗ. Утӑ уйӑхӗнче малтан темиҫе ҫул хушши аван ӗҫленӗскерсем хӑйсен ӗҫне чарса лартрӗҫ — «Нева», «Роза ветров Мир», «Экспо-тур». Юлашки вӑхӑтра ҫавӑн пекех йывӑрлӑха «Лабиринт», «Идеал-Тур» кӗрсе ӳкрӗҫ. Вӗсене пула чикӗ леш енчи 25 пин ҫын хальхи вӑхӑтра шар курать. Ростуризм пӑтӑрмахсем ытти туркомпанисемпе те пулма пултарасси пирки систерет.
Паллах, инкеке лекнисене пулӑшу кӳмесӗр хӑвармӗҫ. Паян тата ыран Тунисран, Турцирен тата Грецирен вӗсене илсе килме пурӗ 7 рейс тумалла. Патшалӑх шучӗпе.
Ростуризм пуҫлӑхӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Сафронов вара паянхи калаҫура пурне те Раҫҫейре канма сӗннӗ: «Эпӗ Раҫҫейре канма сӗннӗ пулӑттӑм — ку хатарсӑртарах».
Туризм отрасльне ярса илнӗ пӑтӑрмахсенче хӑш-пӗр блогҫӑсем шӑп та лӑп Крымпа ҫыхӑнтарса пӑхатчӗҫ — халӑха унта яма сӑлтав хатӗрлеҫҫӗ имӗш. Олег Сафроновӑн сӑмахне ӗненсен вара ку чӑн та ҫапла пулни пирки шухӑшлама пулать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ҫулсем ҫинче туристсене кӑтартмалли паллӑсем вырнаҫтарӗҫ. Ҫапла тумаллине Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов ҫӗршывра туризма аталантарас темӑпа иртнӗ республика шайӗнчи ӗҫлӗ канашлура палӑртнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӗркеленӗ.
Туризма аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ май министр ҫумӗ кӑтарту паллисем вырнаҫтарас йӑла ытти ҫӗршывра анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Ку ӗҫе пирӗн ҫӗршывра та хальлӗхе анлӑ пуҫӑнман-ха. Пирӗн, чӑвашсен, мӗншӗн кая юлмалла?
Ҫул-йӗр кӑтартмалли паллӑсене QR-кодсемпе тивӗҫтерӗҫ. Вӗсене вырнаҫтарассине Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен пуҫлӗҫ. Ку вӑл ытахальтен мар. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗ — чӑваша тӗнче шайне ҫӗкленӗ космонавт Андриян Николаев ҫуралнӑ кӗтес. Асаилтеретпӗр, ку тӑрӑхра летчик-космонавт ҫуралнӑранпа 85 ҫитнӗ тӗле Николаевӑн агросӑнне хатӗрлемелле.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енри туризма аталантармалли стратегипе паллаштарнӑ. ЧР культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра турист объекчӗсем патне мӗнле ҫитмеллине кӑтартакан паллӑсем вырнаҫтарасшӑн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, турист навигацийӗпе ют ҫӗршывсенче анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Ку турист объекчӗсем патне хӑвӑрт ҫитме пулӑшать.
Ҫул ҫинчи кӑтартуҫӑсем информацие сканерламалли QR-кодлӑ пулӗҫ. Ку турист объекчӗсемпе тӗнче тетелӗнче кӗсье телефонӗпе усӑ курса паллашма май парать.
Кӑтартуҫӑсене Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вырнаҫтарма пуҫлӗҫ. Кунта — Андриян Николаев космонавт летчикӑн комплексӗ. ЧР культура министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Андриян Николаевӑн сӑнне 140х160 калӑпӑшлӑ уйра «ӳкерме» палӑртнӑ. Ӑна космонавт 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ. Проектра ҫавӑн пекех — панорамӑна сӑнамалли лапам, веломаршрутсем, туристсене пӑхмалли ытти объектсем. Ку Раҫҫейри туристсене кӑна мар, ют ҫӗршыврисене те илӗртме май парасса шанаҫҫӗ.
Сӑнсем (10)
Атӑлҫи тӑрӑхӗнче туризм тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Ҫула тухнисем ытларах чух шыв ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Атӑл тӑрӑх. Ҫак аслӑ шыв тӑрӑх ҫӳрекен туристсем Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче те чарӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Атӑл тӑрӑх Хусанти, Мускаври, Чулхулари тата Самарӑри ҫул ҫӳренсене турттаракан теплоходсем ҫӳреҫҫӗ.
Куславкка – пысӑках мар провинци хули. Унта Жомени барон ҫурчӗ пур, Волчков, Забродин, Суслов ҫӗр улпучӗсемпе купсасен йӗрне шыраса тупма пулать. Куславкка тӑрӑхӗ – вилӗмсӗр «Ӗмӗр сакки сарлака» роман авторӗн Никифор Мраньккан тӑван кӗтесӗ те. Хулан пульницинче вара эвакогоспиталь вырнаҫнӑ пулнӑ. Туристсем вырӑнти пасара та кӗрсе тухма кӑмӑллаҫҫӗ иккен, хула пляжӗнче шыва кӗреҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрринче туристсем А. Зайцев ячӗллӗ художество галерейине кӗрсе тухаяҫҫӗ. Соснин купсан пӳртӗнчи экспонатсем те вӗҫӗмех ылмашса тӑнине кура унта кашнинчех мӗн те пулин ҫӗннине асӑрхама пулать.
Чӑваш Енӗн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» туризм бренчӗн логотипне хатӗрлеме конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ят тӑван республикӑмӑр туризм тӗлӗшӗнчен тата ытти уйрӑмлӑха пӗтӗҫтерекен ӑнлав пулнине шута илмелле. Ҫутҫанталӑк, истори, социаллӑ культура, наци йӑлисен, пулӑмсемпе ытти хӑйне евӗрлӗх тӑрӑх Чӑваш Ене уйрӑса илмелле тӑвакан сӑмахҫаврӑнӑш уҫса паракан бренд логотипне палӑртмалли конкурса ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ирттереҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗвне ака уйӑхӗн 30-мӗшне палӑртнӑ.
Конкурс йӗрки-шывӗпе (положенийӗпе) Культура министерствин сайтӗнче паллашма пулать. Документсене Шупашкарти Президент урамӗнчи 17-мӗш ҫуртри 631-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ. Электрон адрес: culture36@cap.ru. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 64-22-94.
Шӑматкун Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ — туризма спорт министерствинчен илсе культура министерствине пӑхӑнтарнӑ.
Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спорт министрӗ Сергей Мельников хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак улшӑнӑва ырланӑ — ҫурҫӳрев тем тесен те культурӑпа ытларах ҫыхӑннӑ тесе пӗлтернӗ. Ун шучӗпе чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе культурин эткерлӗхӗ пирӗн пата килекен туристсемшӗн ыттисенчен кӑсӑклӑрах имӗш. Ҫавӑн пекех вӑл «Этникӑлла Чӑваш Ен» туристсен кану кластерне туса ҫитерсен ҫулҫӳревҫӗсем пирӗн пата чылайӑн килессе шанать имӗш. Ун валли кӑҫалтанпа федераци хыснинчен те укҫа уйӑрма пуҫланӑ имӗш.
Адыгей Республикинче ҫак вӑхӑтра туризмпа ӗҫлекен федераллӑ агентство йӗркеленӗ туристсен наци продуктне тӗнче шайӗнче анлӑ сарас меслетлӗхӗн пӗтӗм Раҫҫей канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енрен те унта пирӗннисем кайнӑ.
Ӗнер канашлӑва уҫнӑ — тӗрлӗ тӳре-шара хӑйсен сӑмахне каланӑ. Ҫавӑн пекех кӑсӑклӑ проектсен хӑтлавӗсене те ирттернӗ. Чӑваш Енрен килнӗ делегатсем «Аслӑ Атӑл ҫулӗ» круиз маршручӗн проектне кӑтартнӑ. Ӑна хатӗрлекенсем ҫак ҫула Вӑтам ӗмӗрхи историпе ҫыхӑнтарнӑ имӗш — ҫак ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ тӑрӑхсенчи купсасем ҫӳренӗ, вӑл ҫул Скандинавинчи ҫӗршывсене Хӗвелтухӑҫри патшалӑхсемпе пӗр ҫыхха тӗвӗлеме пултарнӑ. Пирӗн тӑрӑхра вара, темиҫе ҫул пӗрлешнӗ вырӑнта, купсасем каннӑ, ыттисемпе тӗл пулса суту-илӳ тунӑ. «Аслӑ Атӑл ҫулӗ» круиз маршрутне «Этникӑлла Чӑваш Ен» туристсен кану кластерне те кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |