Ӳлӗмрен пурте вӗсенчен журналист пулӗҫ тесе ҫирӗплетеймӗпӗр те, анчах паян «Атӑлҫи тӗлпулӑвӗ-25» пӗтӗм тӗнчери фестивале пухӑннӑ ҫамрӑксен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, киностудисемпе фотоклубсен членӗсем хальлӗхе кашниех калем ӑсти пулма ӗмӗтленеҫҫӗ темелле. Фестивале Раҫҫейӗн 50 регионӗнчен тата СНГ ҫӗршывӗсенчен 400-е яхӑн ҫын килcе ҫитнӗ.
Виҫӗмкун вӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫнӑ. Лешсем журналист шухӑшлӑ темерӗн, Михаил Васильевича ыйту ҫине ыйту пама тытӑннӑ. Яш-кӗрӗмпе хӗп-упраҫа Игнатьев Элтепер ача чухне кам пулма ӗмӗтленни, унӑн кумир тавраш пулнипе пулманни тата ытти кӑсӑклантарнӑ. Михаил Васильевич вӗсене хӑй ача чухне тӗнче тетелӗ пулманнине аса илтернӗ. Ҫавӑнпа та информаци те хальхи пек анлӑ сарӑлман. Пулас профессие ачасем ашшӗ-амӑшне кура суйлама тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ агроном пулас, ҫӗр ҫинче ӗҫлес ӗмӗтпе пурӑннӑ. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнине пӗлтернӗ вӑл, мӗншӗн тесен ялта ӗҫленӗ-ҫке. Пӗчӗк Миша Игнатьевшӑн кумир вара Андриан Николаев космонавт пулнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ май Куславккари музей ӗҫченӗсем ветерансем патне килӗсене ҫӳреҫҫӗ, вӗсен аса илӗвӗсене хут ҫине куҫараҫҫӗ. «Аса ил-ха, салтак» ятлӑ вӑл. «Эпӗ санпа, ветеран!» акци малалла пырать. Акцие «Ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне юрат, хисепле, хакла» девизпа килӗшӳллӗн иртет.
Ҫак кунсенче музей ӗҫченӗсем тыл ӗҫченӗ Алевтина Сергеевна Ефимова патӗнче пулнӑ. Ӑна Ҫуралнӑ кунпа тата ҫывхарса иклекен Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ.
96 ҫулти Алевтина Сергеевна нихӑҫан та ӳпклешмест, унӑн куҫӗсем яланах ҫиҫеҫҫӗ. Вӑл кирлӗ чухне канаш пама, хавхалантрама пӗлет. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче вӑл чылай йывӑр ӗҫе пурнӑҫланӑ. Халӑх ӑна районти ревизи комиссине суйланӑ. Ҫавна май тӗрӗслӗхе уҫӑмлатмашкӑн ялсем тӑрӑх ҫӳремелле пулнӑ. 1942–1944 ҫулсенче Алевтина Сергеевна РОНОра ӗҫленӗ, унтан райком партийӗн пропагадисчӗ пулнӑ. Агитбригадӑсем, концертсем йӗркелесе колхоз уйӗсене, клубсене ҫитнӗ, юрӑ-ташӑпа халӑха йывӑр вӑхӑтра хавхалантарнӑ.
Алевтина Сергеевна ачасене 37 ҫул вӗрентнӗ. 22 ҫул Куславккари 1-мӗш шкулта ӗҫленӗ. 1963 ҫулта вӑл Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекен ятне тивӗҫнӗ.
«Сӑмса айӗнчи курӑнмасть» теҫҫӗ-и-ха? Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Лапсарта пулнине хирӗҫлени тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Унта вӑл Пӗрлехи информаци кунне ирттернӗ май ӗнер ҫитнӗ.
«Сӑмса айӗнчи» ҫав поселокра ыйтӑвӗсем ҫук мар иккен. Сӑмахран, Совхоз тата Дубравнӑй урамсенчи нумай хваттерлӗ 19 ҫурта тытса тӑракан «Лапсарская» управляющи компани ресурспа тивӗҫтерекен организацисен умӗнче 11 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ иккен. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанине Элтепер ҫынсен ҫӑхавне вӑхӑтра ӑша хывма хушнӑ. Хваттер укҫине вӑхӑтра тӳлеменнисемпе епле ӗҫленипе те кӑсӑкланнӑ.
Ишӗлекен ҫурт-йӗртен ҫынсене куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ. Акӑ, унти совхоз урамӗнчи 2/2-мӗш ҫуртра пурӑнакансен ыйтӑвне тӗплӗн тишкерме хушнӑ. Кӗр ҫитиччен урамри юпасем ҫине хунар ҫакма та республика Пуҫлӑхӗн хушма тивнӗ.
Ҫӗнӗ Лапсара ҫитнӗ май хулан тӗп пульницин уйрӑмне, пуҫламӑш шкула — ача пахчине, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне, вӑтам шкула кӗрсе тухнӑ.
Сӑнсем (41)
Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел вӑтам шкулӗнче нумаях пулмасть тӑватӑ халӑх ҫыннисен юрри-кӗвви янӑранӑ. Ачасем патне Хусан хӑни килсе ҫитнӗ. Вӑл — педагог тата халӑх музыка инструменчӗсемпе вылякан Солтан Шиганов.
Хусан ҫынни ачасен умӗнче «Халӑх кӗвви-ҫемми халӑхсен шӑпине кӑтартни» темӑпа лекци ирттернӗ. Калаҫу тӗллевне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурине тата лирикине чӗртсе тӑратассипе, аталантарассипе тата упраса хӑварассипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Ачасем нукай курайӗ, тальянка епле янӑранине хаваслансах итленӗ-мӗн. Тӑватӑ тӳмеллӗ пӗчӗк купӑспа, сӑрнайпа, икӗ шӑтӑклӑ йывӑҫ курайпа тата ытти тӗрлӗ инструментпа та ачасем кӑмӑлтан паллашнӑ.
Тӗлпулура чӑваш, вырӑс, тутар тата ҫармӑс юррисем, ташӑ ҫеммисем янӑранӑ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Раҫҫйӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Атӑлҫи регионти центрӗн пуҫлӑхӗ Игорь Паншин генерал-лейтенант тӗл пулнӑ. Унта вӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, гражданла оборона, халӑха ҫутҫанталӑк тата техногенлӑ инкекрен сыхлас лару-тӑрӑва регионсенче тӗрӗсленин пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ. Хаклав пуш уйӑхӗн 17–26-мӗшӗсенче иртнӗ.
Паньшин генерал-лейтненат Чӑваш Ене тӗрӗслевҫӗсем лайӑхпа палӑртнине пӗлтернӗ. Татса памалли ыйтусем сиксе тухсан вӗсене ҫийӗнчех сӳтсе явнӑ, тытса памалли ҫул-йӗре планласа хунӑ-мӗн.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Вула, Элӗк ен!» наци кӗнекин фестивалӗпе килӗшӳллӗн Элӗкри тӗп вулавӑшра Кармал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ поэтпа, прозаикпа Никита Ларионовпа тӗлпулу иртнӗ.
Никита Ларионович — педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, ЧР тата РФ Писательсен союзӗн членӗ, хӑвӑрт утассипе СССР спорт мастерӗ. Вулакансем ӑна «Йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю», «Олимп каҫалӑкӗ», «Хӗр тупри» кӗнекесемпе ытларах пӗлеҫҫӗ. Халӗ вӑл Элӗк салинче кун кунлать.
Никита Ларионов тӗп вулавӑша час-часах ҫӳрет. Никита Ларионовичӑн вӑй-халӗ тапса тӑрать кӑна. 2010 ҫулта унӑн «Ват ӑшши» сӑвӑсен пуххи тухнӑ. Тепӗр ҫулхине — «Кӑмӑл пайӑркисем», 2012 ҫулта — «Ҫыру мехелӗ», «Асамлӑ мас», 2013 ҫулта «Анфиса, Аниса», «Сӗрен кӗперӗ» кӗнекесем кун ҫути курнӑ. Автор прозӑра та, поэзире те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Тӗлпулура ҫыравҫӑ «Ҫыру мехелӗ» пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри кӗнеке — 2012» республика конкурсне хутшӑнать. Кӗнекене «Ҫыру мехелӗ», «Хрусталь ваза», «Награда хуҫине тупать» повеҫсем тата ытти хайлав кӗнӗ.
Мероприятире «Учитель. Спортсмен. Писатель» хӑтлав кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 60 ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарта унта хутшӑннисен пухӑвне ирттернӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫӗршыва апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме самай пулӑшнӑ. Кӗске вӑхӑтра 43 миллион гектар ҫӗре сухаласа акса-лартма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫӗре уҫма Чӑваш Ен ҫыннисем те хутшӑннӑ.
Савӑнӑҫлӑ пухура вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ, «ҫӗре чунтан юратнӑшӑн» тав тунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Михаил Васильевич паян та ҫӗр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑнине, унпа тӗллевлӗ усӑ курмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Куславккара ветерансем Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне паллӑ тунӑ. «Вулаканран тав сӑмахне йышӑн» ятпа иртнӗ мероприятие ятарлса ҫак куна халалланӑ.
Ҫак мероприятире вулакансен тав сӑмахне Людмила Алексеевна Васильева йышӑннӑ. Вӑл — «Чӑваш Ен литератури: чи нумай вуланакан кӗнеке — 2011» конкурс лауреачӗ. Кунсӑр пуҫне Людмила Алексеевна психолог тата медик специальноҫне вӗреннӗ, вӑл РФ сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ те. Людмила Васильева хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл тахҫантанпах ҫырать. «Комсомольская правда» хаҫатра, «Лик Чувашии» журналта пичетленнӗ, чӑваш радиовӗнче калаҫнӑ. Вӑл ачасем, аслисем валли ҫырать. 2011 ҫултанпа кӗнекесем кӑларма тытӑннӑ. Халӗ унӑн 6 кӗнеке. Анчах вӑл хӑйӗн чи пӗрремӗш кӑларӑмне — «Когда цвела сирень» (чӑв. «Сирень ҫеҫке ҫурнӑ чух») кӗнекине — ытларах килӗштерет.
Тӗлпулу ӑшӑ кӑмӑллӑн иртнӗ. Мероприятие хутшӑнакансем кӗнекесем пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.
Вӑрнарти тӗп вулавӑшра пултаруллӑ ачасемпе тӗлпулу иртнӗ. «Культурӑна сыхласа Чӑваш Ене аталантарар» темӑпа йӗркеленӗ мероприятие Культура ҫулталӑкне халалланӑ.
Уява Вӑрнар районӗнчи пултаруллӑ ҫамрӑксене чӗннӗ. Вӗсем пурте — Олимпиада ҫӗнтерӳҫисем, сӑвӑ-калав, юмах ҫыракансем. Ачасем хӑйсем пирки, пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, малашлӑхра мӗн тӑвассипе паллаштарнӑ. Ҫак мероприятире кашниех хӑйӗн литературӑри пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ.
Уява Вӑрнар районӗнчи общество деятелӗ, журналисчӗ, поэчӗ Михаил Васильева чӗннӗ. Вӑл ачасене хӑйсен пултарулӑхне малалла аталантарма ӑнӑҫу суннӑ. Тӗлпулу вӗҫӗнче Юрий Ялавин сӑввисем янӑранӑ. Вӗсем кӑҫал «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулхи кӗнеке» конкурса хутшӑнмашкӑн списока кӗнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ачасене «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулхи кӗнеке» куравпа паллаштарнӑ, ҫак конкурсри «Вулав лидерӗ», «Чи лайӑх буктрейлер» номинацисенче хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче шапӑрлансем «Верить в чудеса», «Веселая карусель» кӗнекесен авторӗпе Светлана Гордеевӑпа тӗл пулнӑ.
Светлана Гордеева сӑвӑсем, калавсем ҫырать, хӑш-пӗр кӗнекене хӑйех илемлетет. Унӑн «Верить в чудеса» кӗнеки авторӑн ӳкерчӗкӗсемпе пичетленнӗ, «Чи нумай вуланакан кӗнеке — 2008» конкурсра ача-пӑча литератури йышӗнче 2-меш вырӑна тивӗҫнӗ. Светлана Гордееван пултарулӑхне Раҫҫей шайӗнче те палӑртнӑ. 2011 ҫулта ача-пӑча литературин «Пегас» конкурсӗнче вӑл 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Светлана Гордеевапа «Кӗнекене чӗререн вула!» девизпа ачасен тӗл пулӑвне республикипех ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |