Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.9 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӲре-шара

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти управляющи компанийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна суд явап тыттарнӑ.

Директора РФ Пуҫиле кодексӗн 238-меш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тата суд ҫав ҫын ертсе пыракан компани пулӑшу кӳнӗ чух ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗпе сывлӑхӗ пирки тивӗҫлипе шухӑшламаннине палӑртнӑ.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче асӑннӑ управлющи компани тытса тӑракан нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫивиттийӗ юр айне пулнӑ. Балконсенчен пӗрин карнизӗнчен юрпа пӑр ҫӗре ӳксе машинӑна сиенленӗ.

Суд управляющи компани директорне 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Политика
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре виҫӗ министрӑн ҫӗнӗ заместителӗсене ҫирӗплетнӗ.

Ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумӗ Анатолий Такмаков пулса тӑнине, вӗренӳ министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫне Марина Лежнинана шанса Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата физкультурӑпа спорт министрӗн те ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнине пӗлтӗмӗр. Кун пек хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку ӗҫре Оксана Андреева тӑрӑшӗ.

Оксана Валерьевна 2003 ҫултанпа финанс сферинче ӗҫленӗ-мӗн, 2023 ҫулта вара ӑна Ҫӗрпӳ округӗнче пуҫлӑхӑн экономикӑпа финанс енӗпе заместитель пулма шаннӑ.

 

Политика
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян ЧР вӗренӳ министрӗн ҫӗнӗ пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Йышӑнӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Малашне министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн вырӑнӗнче Марина Лежнина ӗҫлӗ. Ведомствӑра вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен Марина Лежнина министрӑн ҫумӗ пулнӑ.

Унӑн кун-ҫулне илес тӗк, вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн биологипе хими факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл – биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Министерствӑна ӗҫлеме киличчен Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ. 2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн — ҫӗнӗ ҫум. Йышӑнӑва республика премьер-министре Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Ку должноҫе Анатолий Такмаков йышӑннӑ. Вӑл ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче 10 ҫул ӗҫлет. Унта Анатолий университет пӗтернӗ хыҫҫӑн килнӗ, тӗп специалист-экспертран пуҫласа консультант тата сектор заведующийӗ таран ӳснӗ.

Палӑртса хӑварар: министрӑн унчченхи ҫумне Ленар Балтаева 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шӑмӑршӑ округӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин отставкӑна каясшӑн. Ӑна вӑхӑт ҫитиччен маларах хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кӑларас ыйтӑва ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вырӑнти депутатсем пӑхса тухӗҫ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Сергей Галкин ҫынна ҫапнӑшӑн штраф тӳленӗ. 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче округ пуҫлӑхӗ сунар сезонӗ пирки пуху ирттернӗ. Ҫавӑн чухне Сергей Галкин 70 ҫулти сунарҫӑпа вӑрҫӑнса кайнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах, алӑ ҫӗклесси патнех ҫитнӗ. Пуҫлӑх 70-ти ҫынна ҫапнӑ. Миравай суд пуҫлӑх айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна 25 пин тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре беспилотниксене тупса вӗсене тӗп тӑвакан БАРС подразделенисене йӗркелӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев РФ ВС Тӗп штабӗн Тӗп йӗркелӳ-мобилизаци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Сергей Побирохин генерал-лейтенантпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ.

БАРС подразделенийӗсем хальхи хӳтӗлев системине вӑйлатма пулӑшӗҫ – ҫапла палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкара Украинӑн беспилоникӗсем массӑллӑ тапӑннӑ, 3 ҫын вилнӗ, 40 ытла нумай хваттерлӗ ҫурт сиенленнӗ.

 

Тӗн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Кӗҫех Шупашкар хулинче Православи музейӗ уҫӑлӗ.

Вӑл тӗп хулари Воробьев композиторсен урамӗнчи ҫуртра вырнаҫӗ. Ӑна 19-мӗш ӗмӗрте ҫӗкленӗ.

Шӑпах ҫак ҫуртра Православи музейӗ уҫма Чӑваш Ен тата Шупашкар митрополичӗ Савватий сӗннӗ. Ку шухӑша Чӑваш Республикин премьер-министрӗ Сергей Артамонов та ырланӑ.

Ҫапла республика Правительстви ҫурта епархие 2072 ҫулччен тӳлевсӗрех усӑ курма панӑ.

Палӑртса хӑварар: хӑй вӑхӑтӗнче унта тӗн училищи пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_18779
 

Политика
Илья Царевскин халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Илья Царевскин халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ ҫын Чӑваш Ен Элтеперӗн Ҫамрӑксен политикин управленине ертсе пырӗ. Кунта сӑмах Илья Царевский пирки пырать.

Асӑннӑ управлени пӗтӗмпе те виҫӗ ҫул ӗҫлет иккен, ҫав вӑхӑтра унта халӗ пиллӗкмӗш пуҫлӑх ӗҫе кӳлӗннӗ.

Илья Царевский 2020 ҫулхи пуш-юпа уйӑхӗсенче республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса пӑхнӑ. Кайран вӑл Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче воспитани, ҫамрӑксен политики тата социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен проректорта тӑрӑшнӑ.

 

Политика
orum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
orum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шӑмӑршӑ районӗнчи депутатсем пуҫиле ӗҫпе явап тыттарнӑ район пуҫлӑхне преми пама йышӑннӑ. Кун пирки КПРФ партин регионти уйрӑмӗ Телеграмра пӗлтернӗ.

Коммунистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун пек пуҫлӑха ӗҫрен кӑлармалла, Шӑмӑршӑри депутатсем вара Сергей Галкин пуҫлӑха ӗҫрен кӑларас темен.

Сергей Галкина унччен ҫын сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе пуҫиле кодекспа явап тыттарса штрафлама йышӑннӑ. Депутатсем вара район пуҫлӑхне ӳҫтерсе паракан коэфициентпа усӑ курса преми пама йышӑннӑ.

Аса илтерер: 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Сергей Галкин сунарҫӑсемпе канашлу ирттернӗ чухне 70 ҫулти сунарҫӑпа хирӗҫе кайсан ун ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах суд тенкелӗ ҫинче вӗҫленнӗ. Пуҫлӑха миравай суд 25 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Политика

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председательне Сергей Артамонова II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Наградӑна ӑна ӗҫре ӑнӑҫусем ҫӗнсе илнӗшӗн тата чылай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн панӑ тесе палӑртнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Сергей Артамонова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарьне суйланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_504804
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 297
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри улшӑнусене кӗтсе илме хатӗрленӗр. Пулӑмсем кӑштах пӑшӑрхантарӗҫ, килти ӗҫсене вара сирӗн тимлӗх кирлӗ. Туссемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе канма вӑхӑт тупӑр — канмалли кунсем тухӑҫлӑ пулаҫҫех.

Ҫӗртме, 30

1898
128
Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ.
1923
103
Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ