
Санитари вертолечӗ Улатӑр хулинчи арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
70 ҫултан иртнӗ арҫынна малтан васкавлӑ медпулӑшупа районти пульницӑна илсе пынӑ. Унӑн чӗре таппи 35 кӑна пулнӑ. Тухтӑрсем канашланӑ та пациента Шупашкар хулине ӑсатма йышӑннӑ, санитари вертолечӗ чӗнме заявка панӑ. Ҫапла вертолет арҫынна 180 ҫухрӑм аякри хулана 40 минутран илсе ҫитернӗ.
Юрать-ха, вертолет борчӗ ҫинче пациентӑн юн таппи кӑшт лайӑхланнӑ. Шупашкарти пульницӑра ӑна ЭКГ, УЗИ тунӑ, анализ илнӗ. Кайран тухтӑрсем операци туса кардиостимулятор вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын хӑйне аванрах туйма пуҫланӑ.

Вӑрмар районӗнче Вӑтам Енӗш юханшывӗ урлӑ кӗпер тума палӑртнӑ. Ӗҫе 2027-2028 ҫулсенче пурнӑҫламалла. Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн тариф службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗллевпе 266 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Ӗҫе пурнӑҫлакан строительство организацине пурнӑҫлама конкурса Республикӑн закупкӑсен центрӗ ирттернӗ. Кӗпере Вӑтам Енӗш юханшывӗ урлӑ «Атӑл» – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр ҫул ҫинче тӑвӗҫ.
Уҫӑ конкурс ҫӗнтерӳҫине кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртмалла.
Кӗпере 2027 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен тата 2028 ҫулхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче тумалла. Кӗпер тунӑ вӑхӑтра вӑхӑтлӑх ҫӳремелли ҫул пулӗ. Кайран, ӗҫе вӗҫлесен, ӑна малтанхи евӗр йӗркене кӗртсе хӑвармалла, юханшыва кӳнӗ сиене те саплаштармалла.

Улатӑр хули 474-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Уяв мероприятийӗсене Чӑваш Ен Правительствин делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Ҫак кун Улатӑрта А.Г.Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулне тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн уҫнӑ. Ӑна ҫӗнетме тата хальхи йышши спорт инвентарӗсемпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 72,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Шкулта ачасем валли пӗтӗм условие туса панӑ: спорт гимнастикипе, ирӗклӗ кӗрешӳпе, бокспа тата футболпа туслашма йӑлтах пур халӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов улатӑрсем ӗҫлеме, чемпионсене воспитани пама пӗлнине палӑртнӑ, малашне те пулӑшассине каланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2027 ҫулта хулара футбол уйӗ тума палӑртнӑ. Унта искуственнӑй курӑк, чупмалли ҫулсем, ГТО лапамӗсем тата канмалли зонӑсем пулӗҫ.

Улатӑр хулин хисеплӗ ҫынни Раида Петровна Прусиновская 100 ҫулхи юбилейне паян паллӑ тунӑ.
Вӑл Улатӑрта автоматчик профессине алла илнӗ пӗрремӗш хӗрарӑм. Раида Петровна «Электроавтомат» савутра 20 ҫул ытла ӗҫленӗ, ҫамрӑк специалистсемшӗн наставник пулнӑ. Вӑл хула пурнӑҫне яланах хастар хутшӑннӑ, икӗ хутчен депутата суйланнӑ.
Раида Петровна Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавне тата «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медале тивӗҫнӗ. 1997 ҫулта ӑна «Улатӑр хулин хисеплӗ ҫынни» ята панӑ.
Саламлатпӑр юбиляра!

Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ. Сума сусан, тӑрӑшнине шута хурсан ҫын хавхаланать, унӑн тата тӑрӑшсарах тар тӑкас килет.
Чӑваш Енри икӗ ҫынна культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ. Кун пирки калакан хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хисеплӗ ята тивӗҫнисенчен пӗри — Людмила Статкевич. Людмила Александровна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн культура колледжӗнче преподаватель пулса тӑрӑшать.
Хисеплӗ ята ҫавӑн пекех Ирина Хромченко (сӑнӳкерчӗкре) тивӗҫнӗ. Ирина Викторовна Улатӑртан. Вӑл унти Культура ҫуртӗнче халӑх ташӑ ансамбльне ертсе пырать.

Кӗҫех Улатӑр хулинче историри пулӑмсене курма пултарӑпӑр. Ҫурла уйӑхӗн 28- мӗшӗнче хула хӗрринче 1812 ҫулхи пулӑмсене кӑтартӗҫ.
Авалхи тумтир тӑхӑннӑ ҫӗр ытла реконструктор Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсене кӑтартӗҫ. Ҫакна пирӗн паллӑ ентеш Петр Кикин ҫуралнӑранпа 250 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Вӑл Бородино ҫывӑхӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, Мускаври Ҫӑлавҫӑ Христос храмӗн строительствине пысӑк тӳпе хывнӑ.
Ҫак кун Улатӑрта артиллеристсемпе пехотинецсем вырӑс ҫарӗсен хӑватлӑ контратакине кӑтартӗҫ. Тӗтӗм эффекчӗ ҫав тапхӑра тата лайӑхрах туйма май парӗ.
Ҫапӑҫу хыҫҫӑн курма килнисене пӑтӑпа сӑйлӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫапӑҫу туса кӑтартнисемпе сӑн ӳкерӗнме май пулӗ.

Республикӑра санитари вертолечӗ малалла ӗҫлет, пациентсен пурнӑҫне ҫӑлать. Нумаях пулмасть вертолетпа Улатӑр хулинчи 77 ҫулти арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ. Унӑн инфаркт пулнӑ.
Вертолет Улатӑрта утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине анса ларнӑ. 77 ҫулти арҫыннӑн миокард инфаркчӗ тепӗр хутчен пулнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Улатӑрти пульницӑна илсе килнӗ. Пациент кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине пӗлтернӗ, тухтӑрсем сатураци пӗчӗк пулнине палӑртнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫын 10 ҫул каялла инфаркт чӑтса ирттернӗ. Ун чухне ӑна коронароангиографи тунӑ. Ҫитменнине, унӑн урӑх чирсем те пур, ку вара сывлӑхне пушшех те япӑхлатать.
Улатӑрти тухтӑрсем пациентӑн сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртнӗ те санавиаци валли заявка янӑ. Вертолет арҫынна Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унти хирургсем ӑна часрах операци тунӑ.

Улатӑр юханшывӗнче 38 ҫулти пулӑҫ путса вилнӗ. Ку инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мешӗнче, пулнӑ.
Арҫын Тверь облаҫӗнчен Чӑваш Ене хӑнана килнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, вӑл тусӗпе, хӗрарӑмпа, тата унӑн шӑллӗпе пулӑ тытнӑ. Арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗме шухӑшланӑ, шыва кӗме юраманни пирки асӑрхаттарса ҫырса ҫакнӑ табличкӑсем пулни те ӑна тытса чарман. Анчах вӑл темиҫе метр ишнӗ те путма пуҫланӑ. Ҫыран хӗрринчисем ӑна пулӑшма хӑтланнӑ, анчах усси пулман.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Унӑн виллине водолаз тупнӑ.

Улатӑр хулинче Ҫветтуй Матрона Московскаян ҫӗрмен ӳтне илсе килнӗ. Вӑл – Турӑ Амӑшӗн Ивера турӑшӗ ячӗпе лартнӑ храмра.
Ку – тӗне ӗненекенсемшӗн сайра пулакан пулӑм. Православири ҫветтуя пирӗн тӑрӑха тӑтӑшах илсе килмеҫҫӗ. Ҫветтуй Матронӑн ҫӗрмен ӳчӗн ковчегӗ Улатӑр хулинче тӑватӑ кун пулӗ. Храм кашни кун ирхи 7 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен ӗҫлет.
Сӑмах май, малтан ковчег Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче пулнӑ.

Улатӑр хулинче ӳсӗр хӗрарӑм хапхана пырса тӑрӑннӑ. Машини хӑйӗн те мар, ют ҫыннӑн.
К.Иванов урамӗнче 66 ҫулти арҫын УАЗ «Патриот» машинине питӗрмесӗр хӑварнӑ, уҫӑ салонра пулнӑ. Ҫак самантпа вара иртсе пыракан хӗрарӑм усӑ курма шутланӑ. Унӑн водитель прави те пулман. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Ку хӑратман ӑна. Тытнӑ та тапратнӑ машинӑна. Анчах инҫех каяйман — ҫурт хапхине пырса тӑрӑннӑ. Иртен-ҫӳрен ҫакна курнӑ та ӑна малалла кайма паман, часрах полицие чӗннӗ.
Палӑртса хӑварар: ҫак хӗрарӑм криминалпа ҫыхӑннӑ, судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ ав каллех явап тытма тивӗ: машина тапратса кайнӑшӑн тата руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн. Куншӑн 5 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
