
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Сергей Геннадьевич 1977 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнчен, 2013 ҫулта Раҫҫей потребкоопераци университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Ӗҫ биографине тӑван районӗнчи «Пашьел» ял хуҫалӑх эртелӗнчи агрономран пуҫӑннӑ. Каярах Куславккари ҫу заводӗнче коммерци директорӗнче, директорта, Шупашкарти «Букет Чувашии» сӑра вӗретекен фирмӑра суту-илӳпе хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче, «Вкус» обществӑра директорта, финанс директорӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ те пулнӑ. 2014 ҫулта Сергей Артамонова Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацине ӗҫлеме йыхравланӑ. Унта вӑл Администраци Ертӳҫин пӗрремӗш
ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ял хуҫалӑх министрӗ пулма шаннӑ.
Сергей Артамонов тӗрлӗ Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Вӑл – Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни. 2019 ҫулта ӑна « Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Чӑваш Енри икӗ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята пама йышӑннӑ. 178-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шупашкарти художество училищин (техникумӗн) преподавательне Юлия Бубновӑна тата Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтри ача-пӑча халӑх пукане театрӗн режиссёрне Вера Кузнецовӑна пама йышӑннӑ.
Вера Бубнова преподаватель пулса 2002 ҫултанпа ӗҫлет, 2019 ҫултанпа вӑл — декоративлӑ-прикладной ӳнерӗн тата халӑх промыслисен уйрӑмӗн ертӳҫи.
Вера Кузнецова Сӑкӑтри вӑтам шкулта пионервожатӑй пулса ӗҫленӗ май театр кружокне 1986 ҫултах йӗркеленӗ. 2004 ҫултанпа пукане театрӗ Сӑкӑтри культура ҫуртӗнче ӗҫлет.

Чӑваш Енри музейсене, вулавӑшсене тата архивсене те QR-кодсӑр е ятарлӑ справкӑсӑр кӗртмӗҫ. Ҫапла хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ учрежденисене кӗрес тесен е ковидран вакцинациленнине ҫирӗплетсе памалла, е кӑшӑлвируспа чирленӗренпе ҫур ҫул иртменнине кӑтартса паракан справка кирлӗ пулӗ, е ковид ерменнине ӗнентерекен ПЦР-тест ыйтӗҫ.
Хальлӗхе ун пек документсене кафесемпе ресторансенче, бассейнсемпе мунчасенче тата ытти ҫавӑн пек организацисенче ыйтма тивӗҫ.
Хушнине итлеменнисене штрафлама юрать. Уйрӑм ҫынсене — 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене — 10 пинрен 50 пин тенкӗ таран, усламҫӑсене — 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене — 100 пинрен 300 пин тенкӗ таран.

Чӑваш Енри тата тепӗр сцена ӑсти халӑх артисчӗ ята тивӗҫнӗ. Республикӑри сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен калакан черетлӗ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хисеплӗ ҫынсен списокӗнче Ольга Дикина (Лукова) артистка та пур. Шӑпах ӑна «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята пама йышӑннӑ.
Ольга Владимировна — Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артисчӗ. 2009 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят парса хавхалантарнӑ. Пултарулӑхне вӑл Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче туптанӑ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫӗнӗ йышӑну хатӗрленӗ. Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса патшалӑх тата муницпалитет слущащийӗсен, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав, соцаллӑ хӳтлӗх кӳрекен тата халӑха тивӗҫтерекен сферӑра ӗҫлекенсен кӑшӑлвирусран прививка тутармалла.
Такси водителӗсен, общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче, илем салонӗсенче, мунчасемпе саунӑсенче, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсенче, фитнес-клубсенче, бассейнсенче, музейсенче, вулавӑшсенче, кинотеатрсенче тата ытти ҫавӑн пек вырӑнта ӗҫлекенсен вакцинациленмелле.
Вакцинаци тутарманнисене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса е ӗҫрен хӑтарӗҫ, е инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттермелле тӑвӗҫ. Профилактика прививкине тума тухтӑрсем хушманнисене ҫеҫ «тӗкӗнмӗҫ».

2022 ҫулта Республика кунне Шупашкарта тата Куславкка районӗнче уявлӗҫ. 165-мӗш номерлӗ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Документа муниципалитет пӗрлешӗвӗсене социаллӑ экономика енчен аталантарма, район-хулана укҫа-тенкӗ илӗртме хавхалантарас тӗллевпе йышӑннине пӗлтернӗ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Республика кунне ирттерессипе ҫыхӑннӑ мероприятисен планне хатӗрлемелле, Куславкка районне республика ертӳҫин укҫине уйӑрса памалла.

Раҫҫейре те, Чӑваш Енри пекех, Ашшӗн кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, уява юпа уйӑхӗнчи виҫҫӗмӗш вырсарникун паллӑ тӑвӗҫ.
Кӑҫал Ашшӗн кунӗ юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗ ҫине лекӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре уява пӗлтӗр паллӑ тума тытӑннӑ. Анчах пирӗн патра ӑна юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Пӗлтӗр пӗрремӗш хутчен паллӑ тунӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула ачасем унта хутшӑнман.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков урӑх ӗҫе куҫма пултарасси, ӑна РФ Президенчӗн полпречӗн пуканне парасси пирки сас-хура пирки пӗлтернӗччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 158-мӗш хушупа килӗшӳллӗн, Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ тата РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пулса тӑнӑ. Хушу вӑя кӗнӗ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Петр Чекмарева полпред должноҫӗнчен кӑларнӑ, унта вӑл 2018 ҫултанпа ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Ладыкова администраци пуҫлӑхӗнчен вӑхӑтран маларах кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.

Чӑваш Енӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӑш-пӗр ҫынна республика Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва ӗнер, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
153-мӗш номерлӗ хушура асӑннӑ ҫынсем пурте Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗнче тимлеҫҫӗ.
«Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе асӑннӑ телерадиокомпанин директорне Екатерина Канюкӑна чыслама палӑртнӑ.
Асӑннӑ МИХра телевиденипе радиовещанин информаци программисен службин радиовещани пайӗнче программӑсене ертсе пыракан Олег Авельев тата Светлана Позднякова продюсер «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине пула массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарасшӑн. Ку уҫӑ сылӑшра иртекен мероприятисене те пырса тивет. Хушу проектне «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта пичетленӗ.
Тин кӑна «Нацисен кросӗ» иртсе кайрӗ. Халӗ вара массӑллӑ мероприятисене йӗркелеме чарасшӑн. Ку ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ.
Хушу проектне оперативлӑ штаб ларӑвӗн пӗтӗмлетӗне шута илсе ЧР Культура министерстви хатӗрленӗ. Ӑна халӗ сӳтсе яваҫҫӗ, коррупципе кӗрешекен экспертизӑна янӑ. Ку юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
