
Чӑваш Енре газ кӗртес ыйтупа ӗҫлекен регионти штаб туса хума йышӑннӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ӗҫлӗ хутра 2021-2025 ҫулсенче Чӑваш Енри уйрӑм ҫын ҫурчӗсене газ кӗртесси пирки пырать. Ун пек йышӑнӑва маларах ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑччӗ. Федераци саккунӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен вӑя кӗчӗ.
Пирӗн республикӑра ҫитес вӑхӑтра 63 пин ытла ҫуртра кӑвак ҫулӑм ҫунма тытӑнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Газ пӑрӑхне ҫурт вырнаҫнӑ ҫӗр патне ҫитернӗшӗн кил хуҫисен тӑкакланма тивмӗ, киле кӗртнӗшӗн кӑна тӳлеттерӗҫ.
Заявкӑсене «Газпром газораспределение Чебоксары» обществӑн филиалӗсемпе газ участокӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче тата МФЦсенче йышӑнмалла тӑвас ыйтӑва та татса парасшӑн.

ЧР Транспорт министерствине 20 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Кун пирки Правительство сайтӗнче хыпарланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков 2021 ҫулта Чӑваш Енри резерв фончӗн пӗр пайне, 20 миллион тенке, Транспорт министерстви валли транспорт реформи йӗркелеме уйӑрасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Тӳре-шара пӗр операторпа тата пӗрлехи билетсемпе сет йӗркелесшӗн, парка ҫӗнетесшӗн, брутто-килӗшӳсем тӑвасшӑн.

Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене ҫеҫ мар, хисепе тивӗҫ организацисене те чыслаҫҫӗ.
Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Строймаш» акционерсен обществине Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ.
Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, организаци регионӑн промышленность аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать.
Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Строймаш» акционерсен обществи Шупашкарти Канаш шосси урамра вырнаҫнӑ. Предприятин сайтӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, акционерсен обществинче автомашинӑсемпе тракторсем, пӑрахут-карапсемпе чукун ҫул техники валли «пысӑк пахалӑхлӑ резина тата резинатехника хатӗрӗсене» 2001 ҫултанпа кӑлараҫҫӗ, «предприятие Раҫҫейӗпе пӗлеҫҫӗ».

Республикӑра паракан Амӑшӗн капиталӗпе ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах ку ҫӗнӗлӗх 2022 ҫултан кӑна вӑя кӗрӗ.
Аса илтерер: ӑна виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене параҫҫӗ. Унӑн виҫи 150 пин тенкӗпе танлашать. Унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ.
Ку укҫапа ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах пурӑнмалли условисене лайӑхлатмалла мар пулсан ҫеҫ ҫемьесем машинӑллӑ пулайӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Етӗрне хулинче – карантин. Ҫакна урнӑ чире пула йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Хушура палӑрнӑ тӑрӑх, Етӗрне хули тӑрӑхӗнче карантин ятарлӑ хушу тухиччен тӑсӑлӗ. Урнӑ чир ҫӑлкуҫне Тимирязев урамӗнчи 20-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап контейнерӗнче тупнӑ.
Карантин вӑхӑтӗнче хуларан чӗрчунсене илсе тухма, вӗсене илсе килме, тӑватӑ ураллӑ туссен куравне, ытти мероприятие йӗркелеме юрамасть. Ҫавӑн пекех тискер чӗрчунсене зоопарк валли тытма чарнӑ.

Паянтан Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗнӗ. Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма Илья Ионочкина шаннӑ. Илья Олеговича министерствӑри пысӑк пукана шанса парасси ҫинчен калакан хушӑва утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Олег Николаев Элтепер алӑ пуснӑ.
Илья Ионочкин камне пӗлес тесе тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ уҫӑ ҫӑлкуҫра хыпар шырарӑмӑр. Эпир асӑрханӑ ҫавӑн пек ятлӑ ҫын «Раҫҫей ертӳҫисем 2020» пӗтӗм Раҫсейри конкурсра ҫӗнтернине пӗлтӗмӗр. Вӑл «Россети Северный Кавказ» ятлӑ организацире ятарлӑ проектсен дирекцийӗн директорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Анчах вӑл министр ҫумӗ тесе ҫирӗплетсе калаймӑпӑр.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе чару мерисем йышӑннӑ. Хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку юлашки вӑхӑтра каварлӑ вирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ.
Унпа килӗшӳллӗн, кафесемпе ресторансене ҫур ҫӗр иртни 1 сехетрен пуҫласа ирхи 6-чен ӗҫлеме чарнӑ. Ҫав вӑхӑтра апата урама илсе тухса пама ҫеҫ юрать.
Ҫавӑн пекех кафесемпе ресторансенче кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ е чирлеменнине ӗнентерекен справка илнӗ клиентсен зонисене тума палӑртнӑ.

Чӑваш Енре казаксен обществисен уставӗсемпе ҫирӗплетес йӗркене йышӑннӑ. Кун пек ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушӑва, ытти ҫавӑн йышши документ пекех, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хушу ӑна алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 10 кунран вӑя кӗрӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута пурнӑҫа кӗртессишӗн республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви яваплӑ пулӗ.

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри хӑш-пӗр ҫынна чысласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Хальхинче ку списока халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракансем тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе икӗ ҫынна чысланӑ: Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрӑн уйрӑмӗн специалистне Людмила Буковининӑна тата Чӑваш Республикин ӗҫлӗх центрӗн пайӗн пуҫлӑхне Елена Горбатовӑна.
«Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шӑмӑршӑри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Светлана Павлова, РФ Пенси фончӗн Вӑрнар районӗнчи управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Ирина Семенова тата Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн Вӑрмар районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Семёнова тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енре экологи аталанӑвӗ тата климат улшӑнӑвӗ енӗпе ӑслӑлӑхпа техника программи пурнӑҫа кӗрӗ. Ку енӗпе республикӑра яваплӑ ҫынсене палӑртнӑ. Программӑна 2021-2030 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле.
Ӗҫлӗ ушкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе республикӑн виҫӗ вице-премьерне: экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Д.И. Краснова, ял хуҫалӑх министрне С.Г. Артамонова, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне А.Л. Салаевӑна; ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Э.Н. Бедертдинова, промышленность тата энергетика министрне Е.Р. Герасимова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ректорне А.Ю. Александрова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ректорне В.Н. Иванова тата Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорне А.Е. Макушева; Экологипе ҫутҫанталӑкӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорне О.С. Александрова кӗртнӗ.
