
Шӑмӑршӑ районӗнче Африка мурӗпе чирленӗ хир сыснине тупса палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май унта карантин пулнине йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Карантин – «Исток» агрофирмӑн «Шӑмаршӑ» сунар вырӑнӗнче. Унта Ветеринари йӗркипе килӗшӳллӗн меропряитисем ирттерӗҫ.
Аса илтерер: Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснине сунарҫӑ тытнӑ.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ патшалӑх наградисене парасси ҫинчен калакан черетлӗ хушӑва алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Ольга Тимофеева тивӗҫнӗ.
Хушури кӗске информаци тӑрӑх хакласан, Ольга Александровна – «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) офицерсен юлташлӑхӗн регионти общество организацийӗн пайташӗ.
Эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, кунта сӑмах Ольга Оболенская-Тимофеева пирки пырать. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускавра пурӑнать. Ҫав хӗрарӑм концертсемпе хӗрӳ точкӑсенче те пулнӑ.

Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ космонавта орден пама йышӑннӑ.
Николай Бударин — Раҫҫей Геройӗ, Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗн пайташӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Хушӑва вӑл иртнӗ эрнере, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑччӗ.
Николай Михайлович 1953 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшенче Улатӑр районӗнчи Киря посёлокӗнче ҫуралнӑ.
Вӑл пуҫласа тӗнче уҫлӑхне 1995 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшнче хӑпарнӑ. «Мир» орбита комплексӗн бортинженерӗ пулса Николай Бударин тӗнче уҫлӑхӗнче ҫавӑн чухне 75 талӑк ирттернӗ.
Пӗтӗмпе вӑл тӗнче уҫлӑхне виҫӗ хутчен улӑхнӑ, уҫӑ космоса сакӑр хутчен тухнӑ.

Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене вӗҫтерме чарнӑ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, хушӑва РФ Президенчӗн 2022 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшенчи хушӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ мерӑсене пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе йышӑннӑ.
Пилотсӑр ӗҫекен аппаратсене сывлӑша хӑпартас тесен ятпалӑ органсенчен ирӗк илмелле.
Асӑннӑ хушу республикӑра вӑйра тӑракан никӗс шайӗнче хатӗр режима пӑрахӑҫличченех вӑйра пулӗ.
Аса илтерер: ун пек аппаратсемпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тӗрлӗ объекта пӗрре ҫеҫ тапӑннӑ.

Чӑваш Республикин Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе Чӑваш Енри икӗ библиотекаре тава тивӗҫлӗ ятсем панӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Улатӑрти тӗп вулавӑш тытӑмне кӗрекен хулари библиотекӑра пай пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Михаил Скрипина тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Ҫымапуҫ ял библиотекин заведующине Надежда Титовӑна пама йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршыври Библиотекӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ун пирки калакан хушӑва хӑй вӑхӑтӗнче Борис Ельцин Президент алӑ пуснӑ. Документра Раҫҫейри вулавӑшсем халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ датӑна Раҫҫейре халӑх валли пӗрремӗш библиотекӑна 1795 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уҫнӑран суйласа илнӗ.

«Фармаци» патшалӑх унитари предприятийӗн директорне ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: асӑннӑ предприятире Юрий Бабаев 2020 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче тӗп директор пулса ӗҫлеме тытӑннӑччӗ, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл ҫемҫе пукана пушатнӑччӗ.
«Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине ӳлӗмрен Евгений Куксов ертсе пырӗ.

ЧР спорт министрӗн халӗ икӗ ҫум кӑна тӑрса юлнӑ. Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Алексей Чернова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Алексей Чернов асӑннӑ ведомствӑра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Халӗ спорт министрӗн Василий Петровӑн икӗ ҫум юлнӑ: Татьяна Рябинина тата Ольга Смирнова.

Чӑваш Ен ҫыннисене вӑрмана кӗме чарасшӑн. Вӑхӑтлӑха кӑна.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви ҫынсене вӑрмана 3 эрнелӗхе кӗме чаракан хушу проектне хатӗрлет. Унпа килӗшӳллӗн, ҫу уйӑхӗн 2-23-мӗшӗсенче вӑрмана кӗме юрамӗ. Ку пушар тухас хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ.
Вӑрманпа ӗҫлекен ҫынсене кӑна пырса тивмӗ ку чару. Ҫавӑн пекех пурте усӑ куракан ҫулпа ҫӳреме чармӗҫ.

Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн управлени пуҫлӑхӗн заместителӗнче — пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Марат Михайлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Марат Сергеевич — полици полковникӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Полицин подполковникне Владимир Петрова вара Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Владимир Александрович – Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин «Гром» спецназӗн пайӗн пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан муниципалитетсен ертӳҫисене ӗҫрен кӑларса яма пултарӗ. Ку вӑл сити-менеджерсене (тепӗр майлӑ каласан, Депутатсен пухӑвӗсен председателӗсене — вӗсем муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсем шутланаҫҫӗ) тата муниципалитет округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене пырса тивет.
Ятарлӑ хушӑва Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ. Тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламан ҫынна малтан асӑрхаттарӗҫ е выговор парӗҫ. Пӗр уйӑхра вӑл юсанмасан ӑна Элтепер ӗҫрен кӑларма пултарӗ.
