
Алла Салаева РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ вице-премьер пуканне республикӑн сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова шанса панӑ. Хушӑва Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Малашне Владимир Геннадьевич сывлӑх сыхлавӗшӗн ҫеҫ мар, вӗрентӳ, культура, спорт тата ӗҫ отраслӗсемшӗн те яваплӑ пулӗ.
Республикӑн правительствинче хальхи вӑхӑтра 6 вице-премьер. Пӗрремӗш ҫум, вӑлах финанс министрӗ те – Михаил Ноздряков, премьер-министрӑн заместителӗсен шутӗнче ҫавӑн пекех – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов, Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ Пётр Чекмарев, строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов тата маларах эпир асӑннӑ Владимир Степанов.

Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне Алла Салаевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. 150-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Алла Салаевӑна должноҫран хӑтарни вӑл РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар. Алла Салаева – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.
Алла Леонидовна 1979 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен историка вӗренсе тухнӑ, 2002 ҫулта — Патшалӑх службин Атӑл-Вятска академийӗнчен. Педагогика наукисен кандидачӗ. Чылай ҫул Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшнӑ.

Шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидоровӑна тата унӑн тренерне Светлана Абрамовӑна Чӑваш Енӗн Хисеп грамотине пама йышӑннӑ. Хушӑва авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Анжелика Токиора иртнӗ Олимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Куншӑн ӑна Чӑваш Ен 1,2 миллион тенкӗ преми памалла. Тренерне Светлана Абрамовӑна – 600 пин тенкӗ.
Унччен спортсменкӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Мускав правительствинчен вӑл 2,5 миллион тенке тивӗҫӗ. Раҫҫей правительствинчен те ҫавӑн чухлех парӗҫ. Вӑл ӑмӑртусенче Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет.

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ. 139-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн директорӗн вӗренӳпе воспитани тата социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Жанна Трофимова тивӗҫнӗ, «Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята — «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ҫамрӑксен реаблитаци центрӗ» хысна учрежденийӗн медицинӑпа социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн сиплев физкультурин врачӗ Ольга Герасимова, «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен службин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята — Ҫӗрпӳри «Эгида» обществин директорӗ Владимир Румянцев.

Паян Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем пулса иртнӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш статйин 6-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулма Эмир Бедертдинова ҫирӗплетнӗ. Эмир Нуртдиновича министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче шаннӑччӗ.
Эмир Бедертдинов Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Мари Элти политехника институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӑсчах степенӗ пур. Вӑл — техника наукисен кандидачӗ. 2016 ҫулччен Мари Элта тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Кайран Мари Элта Вӑрманпа усӑ куракансен союзӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулма вара Елена Дымзӑна ҫирӗплетнӗ.

Чӑваш Енри тата тепӗр пултаруллӑ сӑвӑҫ халӑх поэчӗ ялта тивӗҫнӗ.
Хальхинче ҫак ята Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташне Светлана Асамата (Смирновӑна) пама йышӑннӑ.
Светлана Васильевна – сӑвӑҫ та, композитор та. Вӑл юрлама та ӑста.
Светлана Асамата чӑваш литературине тата культурине аталантарас, ӑна халӑхра сарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата пултарулӑх енӗпе нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята парасси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Чӑваш Енри 9 вӗрентекен 200 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫакна РФ Ҫутӗҫ министерствин хушӑвӗнче палӑртнӑ. Ку укҫана вӗсене кӑҫал педагогикӑра тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн панӑ.
Премие Шупашкарти 44-мӗш лицейри хими вӗрентекенӗ Екатерина Александрова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ Надежда Алексеева, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулти технологи учителӗ Оксана Васильева, Шупашкарти 1-мӗш гимназири математика вӗрентекенӗ Ксения Коллэ, Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнчи истори учителӗ Артем Максимов, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи математика вӗрентекенӗ Ольга Маряхичева, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гиназири истори учителӗ Алена Тимофеева, Шупашкарти 20-мӗш шкулти музыка вӗрентекенӗ Светлана Турбина, Шупашкарти 61-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ Надежда Федотова тивӗҫнӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, республикӑри икӗ ҫемьене тата тӑхӑр амӑшне патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Ҫемье институтне ҫирӗплетессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Владимир Михайловичпа Галина Михайловна Ижедеровсене тата Елчӗк районӗнчи Петр Николаевичпа Марфа Михайловна Падуевсене чыслама йышӑннӑ.
Ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн «Анне» амӑш мухтавӗн паллипе Красноармейски районӗнчи пилӗк ача амӑшне Елена Леонидовна Владимировӑна, Куславкка районӗнчи пилӗк ача амӑшне Нина Павловна Кирилловӑна, Тӑвай районӗнчи пилӗк ача амӑшне Светлана Анатольевна Константиновӑна, Вӑрнар районӗнчи пилӗк ача амӑшне Людмила Геннадьевна Ксенофонтовӑна, Ҫӗнӗ Шупашкарти сакӑр ача амӑшне Ольга Викторовна Матлаша, асӑннӑ хулари пилӗк ача амӑшне Валентина Михайловна Мешковӑна, Ҫӗмӗрлери пилӗк ача амӑшне Татьяна Юрьевна Мотовӑна, Канаш районӗнчи пилӗк ача амӑшне Елена Николаевна Наумовӑна, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пилӗк ача амӑшне Валентина Николаевна Плисовӑна чыслӗҫ.

Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесова тата хула администрацийӗн ертӳҫине Алексей Ладыкова награда парасси пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутаче Леонид Черкесов «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Алексей Ладыков вара «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫемшӗн» орден медальне илме тивӗҫ пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ Евгений Кадышев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ЖКХ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Герман Александров наградӑна тивӗҫнӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Олимп вӑййисенче Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗленӗ Анжелика Сидоровӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Олимп вӑййисенче шӑчӑпа сиксе кӗмӗл медаль илнӗшӗн спортсменкӑна орденӑн пӗрремӗш степенӗпе чыслама йышӑннӑ. Токиора иртнӗ ӑмӑртусенче ҫӑмӑл атлетикӑра унӑн медалӗ пӗрремӗш пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Анжелика кӗмӗл медальшӗн 1,2 миллион тенкӗ преми илӗ, унӑн тренерӗ – 600 пин тенкӗ.
