Пуш уйӑхӗнче Роспотребнадзор специалисчӗсем Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ шкулӗнче тӗрӗслев ирттернӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Ҫавна май шкула виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: ку шкулта 100 ытла ача вӗренет. Вӗсене вӑхӑтлӑха кӳршӗ ялсенчи шкулсене турттарӗҫ.
Арапуҫ шкулӗнче апатлану блокӗнче стени нӳрелнӗ, тӑррипе иккӗмӗш хут хушшинче кӑвакарнӑ вырӑнсене тупнӑ. Кунсӑр пуҫне ачасене пӗрремӗш е иккӗмӗш апат ҫеҫ панӑ, менюра салат, пылак ҫимӗҫ пулман. Апат-ҫимӗҫе вара ятарлӑ документацисӗр упранӑ. Пуҫламӑш классен тата информатика пӳлӗмӗсенче ҫутӑ ҫителӗксӗр, сӗтел-пукан вара ачасен ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑман.
Ҫак ҫитменлӗхсемшӗн шкул директорне 29 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, повара – 1,2 пин тенкӗлӗх. Вӑрмар районӗн сучӗ Арапуҫ шкулӗн ӗҫӗ-хӗлне санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пӑхӑнманшӑн 90 талӑклӑха чарса лартнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ пушар тухас хӑрушлӑх пуҫланакан сезон хӑҫан тытӑнассине палӑртнӑ: ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен. Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнче Атӑли федераци округӗнче сывлӑш температури ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран пысӑкрах пулӗ, ҫумӑр вара сахалрах ҫӑвӗ. Эппин, вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.
Правительство 9 муниципалитетри 13 ялта вӑрман пушарӗ тухас хӑрушлӑх пуррине палӑртнӑ. Ҫак списока Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Пӑрачкав, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш районӗсем кӗнӗ.
Вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамӗ. Ҫак тата ытти йӗркене пӑхӑнманшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Ахаль ҫынсен – 1500-3000, должноҫри ҫынсен – 10000-20000, юридици сӑпачӗсен 50000-200000 тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Чулхулари «Парӑмсене пӗтерекен агентство» тулли мар яваплӑ обществӑран 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Организацие парӑма кӗнӗ ҫын тата унӑн тӑванӗсем патне хӑратса шӑнкӑравланӑшӑн штрафланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 31 ҫулти арҫын микрозаймран укҫа илнӗ, анчах парса татайман – парӑма кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама, хӑратма тытӑннӑ. Ҫитменнине, тӑванӗсене те тапӑннӑ. Арҫын суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Приставсем тӗрӗслев ирттернӗ. Чӑнах та, коллекторсем йӗркене пӑснӑ. Вӗсем шӑнкӑравсен лимитне те пӑхӑнман – ытлашшипех шӑнкӑравланӑ. Агентствӑна штрафлама йышӑннӑ. Унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснине шута илсе организацие 200 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫын ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, арҫын суд штрафне — 40 пин тенке — ҫеҫ тӳленӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче ҫак арҫын ҫырмара 12 метр ҫӳллӗш йывӑҫ каснӑ, анчах вӑл ӑҫталла ӳкессине шутласа илеймен — йывӑҫ 46 ҫулти арҫын ҫине персе аннӑ. Лешӗ ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Ҫывӑхра ӗҫлекен ентешӗсем йывӑҫ ҫумӗнче ҫын пурри пирки асӑрхаттарнӑ, ку вара шута илмен.
50-ри арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланман, вилнӗ арҫыннӑн ывӑлне компенсаци тӳленӗ. Ҫавӑнпа пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, ӑна суд штрафӗ кӑна тӳлеттернӗ.
Хӑш-пӗр усламҫӑ штрафсене, ытти тӳлеве вӑхӑтра парса татмасть, ҫапла майпа хыснана укҫа сахалрах кӗрет. Суд приставӗсем ӗнер Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» пасара рейда тухнӑ, парӑмҫӑсем патне ҫитнӗ.
Усламҫӑсенчен чылайӑшӗ пурлӑха арестлессинчен хӑраса ҫывӑхри банкомат патне кайса парӑмсене татнӑ. Темиҫе сехетре приставсем 600 пин тенке яхӑн шыраса илнӗ. 13 усламҫӑн пурлӑхне вара арестленӗ, пӗтӗмпе – 830 пин тенкӗлӗх пурлӑха. Вӗсен парӑма 10 кунра татмалла, унсӑрӑн арест хунӑ пурлӑхне сутӗҫ.
Рейд вӑхӑтӗнче пӗр машина хуҫи 600 пин тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнине тупса палӑртнӑ. Унӑн машинине арест хунӑ. Халӗ машина ятарлӑ стоянкӑра тӑрать.
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӗрле Елчӗк районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ ашшӗ-амӑшӗн машинине ыйтмасӑрах тапратнӑ та тусӗпе пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарти каҫхи клуба вӗҫтернӗ. Хайхискерӗн права та пулман.
Анчах каччӑсем клубра ташлайман – машинӑна ҪҪХПИ инспекторӗсем асӑрханӑ. Пакунлисем вӗсене чарӑнма темиҫе хутчен те ыйтнӑ, анчах лешсем хӑнк та туман. Ҫапах каччӑсене тытса чарнӑ.
Водитель алкоголь тесчӗ витӗр тухма килӗшмен (ӑна 15 талӑклӑха арестлеме е 30 пин тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ). ҪҪХПИ инспекторӗсем ыйтнипе чарӑнманшӑн 500-800 тенкӗ штраф парӗҫ. Ҫитменнине, водитель светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне пилӗк хутчен чарӑнман. Куншӑн та штрафлӗҫ.
Штрафсене вӑхӑтра тӳлеме сӗнеҫҫӗ. Унсӑрӑн… Унсӑрӑн пурлӑхсӑр та тӑрса юлма пулать. Ав 40 ҫулти арҫыннӑн та иномаркӑсӑр тӑрса юлас хӑрушлӑх пур.
Суд приставӗсен федераци службин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакскер ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн килнӗ штрафсене пухса пынӑ, тӳлемен. Парӑм 62,5 пин тенке ҫитнӗ.
Парӑм пысӑккине кура суд приставӗсем унӑн иномаркине арестленӗ. Арҫынна штрафсене 10 кунра тӳлесе татма вӑхӑт панӑ. 62,5 пин тенкӗсӗр пуҫне унӑн исполнительнӑй сборшӑн 83 пин тенкӗ тӳлемелле.
10 кунра арҫын парӑма татмасть тӗк унӑн машинине аукцонра сутӗҫ.
Шупашкарта икӗ мигрант массажистра ӗҫленӗ. Вӗсем Раҫҫее килнӗ чухне урӑх тӗллев пулнине палӑртнӑ, хӑйсен вара тепӗр план пулнӑ.
Ҫак икӗ ҫын Шупашкарти пӗр фирмӑра, пациентсене реабилитациленме пулӑшаканскерте, массажистра тӑрӑшнӑ. Ҫапла майпа вӗсем саккуна пӑсса ӗҫленӗ.
Мигрантсене йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ: кашнине 4 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Халӗ вӗсене Раҫҫее пилӗк ҫул таран килме чарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗнӗ саккун алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, малашне тӗнче тетелӗнче влаҫа хиспелемесӗр каланӑ ҫынсене пуҫран шӑлмӗҫ. Унашкаллисене пысӑк штраф тӳлеттерӗҫ е административлӑ майпа арестлӗҫ.
Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, обществӑна, патшалӑх символӗсене тата Раҫҫейри влаҫ институчӗсене сӑмахпа кӳрентернисене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Саккуна пӗрремӗш хут пӑссан 30-100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Каллех ҫак айӑппах лексен штраф ӳсӗ: 100-200 пин тенкӗ.
Кунсӑр пуҫне саккуна пӑснӑ ҫынсене 15 талӑклӑха арестлеме пултарӗҫ. Рецедивистсене вара ҫирӗпрех айӑплӗҫ: 200-300 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ е 15 талӑклӑха арестлӗҫ.
Паянтан пуҫласа Алексей Шурчанов депутат мар. Депутатсем куншӑн пӗр саслӑн сасӑланӑ.
Ҫакӑ Алексей Шурчанов ҫынна ултланипе ҫыхӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ӑна айӑплӑ тесе палӑртнӑ, 200 пин тенкӗ штаф тӳлеттерме йышӑннӑ. Шурчанов приговорпа килӗшмесӗр Аслӑ суда та ҫитнӗ, анчах кӑлӑхах.
Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ ун чухне: 2015 ҫулхи кӗркунне Шурчанов кӗҫӗнни «Благодать» фирма директорне Игорь Нарышкина Патшалӑх Канашӗн депутатсен суйлавӗпе тӗп списока кӗртме шантарнӑ, унран 574 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӑй шантарнине пурнӑҫламан.
Палӑртмалла: Алексей Шурчанов РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |