Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ ҫывхарса пынӑ май паян Шупашкар хулинчи «Спартак» стадионта массӑллӑ вӑйӑ карти иртмеллеччӗ. Анчах кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр лӳшкенине кура мероприятие пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ.

«Ҫанталӑк япӑххине кура уяв мероприятийӗсен программине улшӑнусем кӗртнӗ: «Спартак» стадионти пысӑк вӑйӑ карти иртмест», — тенӗ мэри.

Вӑйӑ картине «Ясна Музыка» пӗтӗм тӗнчери этнофестивальпе килӗшӳллӗн ирттерме палӑртнӑ пулнӑ. Фестиваль вара иртет, вӑл стадионта 14 сехетре пуҫланнӑ. Унта этно-костюмсене кӑтартаҫҫӗ, фолк-ушкӑнсем тата симфони коллективӗсем юрлаҫҫӗ. Каҫхи 8 сехетре гала-концерт пулӗ. Кунӗпех гастрономи лапамӗсем ӗҫлӗҫ, унта наци кухнин ҫимӗҫӗсене тутанса курма пулать.

Сӑмах май, вӑйӑ картине тӑма 1 пин ҫурӑ ытла ҫын регистрациленнӗ пулнӑ.

 

Хулара
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Шупашкар хулинчи Шумилов урамӗнчи 28-мӗш ҫурт стени ҫинчи мурала ӳкерсе пӗтернӗ. Кайса курма пултаратӑр!

Ӑна Алексей Чернов ӳкернӗ. Вӑл Атӑлҫи федераци округӗнчи «ФормаАРТ» фестивале хутшӑнать. Вӑл хатӗрленӗ мурал «Лаша – пӗрлӗх символӗ» ятлӑ. Ку ӗҫе вӑл утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫӑннӑ. Малтан проектор пулӑшнипе эскиза хатӗрленӗ, кайран сӑрланӑ.

Алексей палӑртнӑ тӑрӑх, лаша уншӑн ахаль чӗрчун мар. Вӑл – халӑхсене пӗрлештерекен сӑнар.

Сӑмах май, Алексей Чернов 2022 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн стени ҫине «Пултарулӑх» ятлӑ мурал ӳкернӗ.

 

Сывлӑх

Шупашкар хулинче ӗнер, каҫхи пилӗк сехет ҫитеспе, икӗ ача самокатпа машина урапи айне лекнӗ.

Арҫын ачапа хӗрача пӗр самокат ҫине тӑрса урам тӑрӑх вӗҫтерсе пынӑ. Инкек Кӑкшӑм урамӗнчи 11-мӗш ҫурт патӗнчи картишӗнче пулса иртнӗ.

Пӑтӑрмах сӑлтавне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем палӑртӗҫ-ха. Ҫуртсен картишӗнче машинӑсен те хӑвӑртлӑха чакармалла-ха, тепӗр тесен ачи-пӑчи те питӗ тимсӗр.

«Haval M6» автомобиль рулӗ умӗнче 57 ҫулти водитель пулнӑ. 11 ҫулти арҫын ача самокат рулӗ умӗнче пулнӑ, унпа пӗрле 16 ҫулти хӗрача тӑрса пынӑ.

Инкеке ҫакланнӑ хыҫҫӑн суранланнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Ачасем ҫине пырса кӗнӗ машина водителӗ инкек вӑхӑтӗнче урах пулнӑ.

Халӗ ку пӑтӑрмаха йӗрке хуралҫисем малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтра илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтра илнӗ сӑнӳкерчӗк

Таиландра Шупашкарти хӗр ҫухалнӑ. 19 ҫулти Анна Горшкова Чулхулара вӗреннӗ, ҫу уйӑхӗнче вӑл кӗтмен ҫӗртен хамӑр ҫӗршывран тухса кайнӑ. Кун пирки пике никама та каламан-мӗн.

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл «Мускав-Пекин» рейспа вӗҫсе кайнӑ. Китайри Раҫҫей посольствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланда билет туяннӑ. Унтан вӑл ӑҫта ҫул тытни паллӑ мар.

Каяс умӗн хӗр амӑшӗ патне каярах вуламашкӑн ҫыру янӑ, унта вӑл хӑй хӑрушсӑрлӑхра иккенне, ӑна никам та тытса чарманнине, пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шырама тухса кайнине пӗлтернӗ. Ҫывӑх ҫыннисене хӗр шӑв-шав ҫӗклеме кирлӗ мар, полицие ан хыпарлӑр тесе ыйтнӑ.

Унтанпа Анна ӑҫтине никам та пӗлмест. Хӗр 170 сантиметр ҫуллӗш, 55 килограмм таять, куҫӗ симӗсрех-сарӑрах тӗслӗ иккен.

 

Сывлӑх
botkin.pro сайтри сӑн
botkin.pro сайтри сӑн

Чӑваш Республикинчи икӗ ҫын Африкӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн сив чирпе (выр. малярия) чирленине палӑртнӑ. Икӗ тӗслӗхӗ те кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ. Ҫапла пӗлтерет Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ.

Чирлекеннисенчен пӗри – Шупашкар хулинчен, тепри — Муркаш округӗнчен. Иккӗшӗ те Африка ҫӗршывӗнче пулнӑ.

Сӑмах май, ют ҫӗршывран сив чирпе чирлесе килни унччен те пулнӑ: 2024 тата 2025 ҫулсенче. Вырӑнта, ниҫта тухса кӗмесӗр, чирленӗ тӗслӗх вара 1958 ҫултанпа пулман.

Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тропика сив чирӗ вӑрӑм туна ҫыртсан ерет. Шел те, унран ҫынсем вилме те пултараҫҫӗ. Аптӑранӑ ҫын вӑй ҫуккине, пуҫ вӑйлӑ ыратнине туять, ӑна шӑнтса пӑрахать. Ӳт температури 40 градус таран хӑпарать, вӑл темиҫе сехет анмасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.cge21.ru/news/10627
 

Культура

Ҫак кунсенче Шупашкарта Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн «Ҫиле хирӗҫ. Е ҫиҫӗм пек ҫиҫсе иртни» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пурӗ 384 страница. Асӑннӑ кӗнекере сӑмах мӗн пирки пынине унти хӑшпӗр уйрӑм сыпӑксен ячӗсем те уҫса параҫҫӗ: «Анне», «Шкул алӑкӗ яри уҫӑлсан», «Историпе филологи факультечӗ», «Иосиф Дмитриев», «Геннадий Айхи», «Аркадий Айдак», «Андриян Григорьевич Николаев», «Писательсен союзӗ. Пропаганда бюровӗ», «ГИТИС» т.ыт.те.

Ҫак кӗнекене ҫырнӑ чухне сӑвӑҫ 1980 ҫултанпа хӑй кунсерен тенӗ пек тултарса пыракан кун кӗнекипе анлӑн усӑ курнӑ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Чӑваш Республики хула урамӗсемпе ҫӳреме троллейбус-гармошка туянни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна тӗрӗслес тӗллевпе ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫула кӑларнӑ. Вӑл малтан 60-мӗш маршрутпа Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче ҫӳренӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара троллейбуса Шупашкарти 1-мӗш маршрут ҫине куҫарнӑ. Унта пассажирсем ытларах ҫӳреҫҫӗ.

Троллейбус-гармошкӑна 150 ҫын таран кӗме пултарать. Вӑл электролинисӗр 30 ҫухрӑм ытла ҫӳрет.

Тестировани акӑ мӗн кӑтартнӑ: ҫак троллейбусра, ахаль троллейбуспа танлаштарсан, пассажирсем ҫӳресси 1,5 хут ӳснӗ. Эппин, тухӑҫлӑ ӗҫлет ку транспорт.

«Пуласлӑхра ҫакнашкал пысӑк 4-5 троллейбус туянни Шупашкар хула агломерацинче транспорт аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ утӑм пулӗччӗ», — тенӗ Чӑваш транспорт управленийӗн директорӗ Евгений Мореплавцев.

 

Пӑтӑрмахсем
/max.ru/channel_chuvashia_21 каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем
/max.ru/channel_chuvashia_21 каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем

Мускавра Чӑваш Енри 21 ҫулти хӗре пусмӑрланӑ. Пӑтӑрмах хулари пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре те мар, хӑна ҫуртӗнче пулса иртнӗ.

Хӗр лаунж-отельте ҫӗр каҫнӑ. Пӳлӗм алӑкӗ уҫҫине курса ун патне ашшӗ ҫулӗнчи арҫын кӗрсе выртнӑ. 47 ҫулти арҫын Удмурт Республикинчен иккен. Саранскран ҫӗршывӑн тӗп хулине укҫа ӗҫлесе илме тухса кайнӑскер унта «муж на час» (чӑв. пӗр сехетлӗх упӑшка) пулса тӑрӑшнӑ. Ун пек арҫынсем кил-тӗрӗшри вак-тӗвеке пурнӑҫласа параҫҫӗ. Хайхи пирки каласан, вӑл сӗтел-пукан юсаса пурӑннӑ иккен.

Отельти пӗчӗк пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫҫине курсан сӗмсӗр арҫын пике патне кӗрсе выртнӑ. Хӗр ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ.

Арҫынна йӗрке хуралҫисем часах тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе Мускаври тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫӗнӗ маршрут уҫӑлӗ. Ку хула ҫыннисемшӗн меллӗ пулассинче иккӗленӳ ҫук.

Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫитес тунтикун, спутник хулара 58-мӗш маршрут ҫула тухӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрах, вӑл хулари пӗлтерӗшлӗ вырӑнсене ҫыхӑнтарӗ: Чумкасси ялӗпе Атӑл ҫыран хӗррине. Маршрут Хӗвелтухӑҫ, 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх, Тӗкӗрҫ, Винокуров, Пионер, Совет тата Парк урамӗсем урлӑ иртӗ. Автобус «Теплица», «Орион» ҫурт», «Ача-пӑча музыка шкулӗ», «Искусствӑсен шкулӗ», «Ача-пӑча хули», «Тӗкӗрҫ рашчи», «Библиотека», «Ҫӗнтерӳ тӳремӗ« тата «Стадион» ятлӑ чарӑнусенче чарӑнӗ.

Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта 23-мӗш автобус ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл Энергетиксен поселокне «Груша» микрорайонпа ҫыхӑнтарать.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята камсене парасси паллӑ. Тӳрех палӑртар: кӑҫал ӑна харӑсах икӗ ҫын тивӗҫнӗ. Иккӗшӗ те – тухтӑр.

Сасӑлав вӗҫленнӗ, депутатсем йышӑну тунӑ. Ҫапла «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп тухтӑрне Николай Николаева тата Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрне, Хулан тӗп пульницине 25 ҫул ытла ертсе пынӑ Валентина Теллинӑна пама йышӑннӑ.

Сӑмах май, кӑҫал ҫак ята илессишӗн 9 ҫын тупӑшнӑ. Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисене чыслас йӑла 1983 ҫултанпа пырать. Хальччен ку ята 59 ҫын тивӗҫнӗ, ҫав йышра 15-шӗ – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Пӗлтӗр ку ята Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Михаил Резников тивӗҫнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, ... 1148
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 30

1908
118
Алатырцев Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1918
108
Хусанти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ.
1926
100
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
80
Спиридонов Григорий Спиридонович, пӗрремӗш профессионаллӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш скульпторӗ вилнӗ.
2005
21
Ефимов Георгий Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
2007
19
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси вилнӗ.
2010
16
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй