
Шупашкарта вокзал умӗнчи лапама юсаса хитрелетме палӑртнӑ. Иртнӗ эрне вӗҫӗнче юсав ӗҫе епле пынине хаклама тӳре-шара пырса ҫитнӗ.
Асӑннӑ ӗҫе «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ-мӗн. Контракт хакӗ – 318,45 миллион тенкӗ. Проектра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекенсем валли брусчаткӑран тата плиткӑран тротуар сарса парӗҫ, йӗри-тавра ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарса тухӗҫ, тӗрлӗ кӳлепе пулӗ, территорие йывӑҫ-тӗм тата чечек лартса илемлетӗҫ. Унсӑр пуҫне видеосӑнав камерисем те пӑхса хӑварнӑ.
Хальхи вӑхӑта илсен инженери коммуникацийӗсен ҫӑлӗсене юсанӑ, ытти хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫласа ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Владимир Максимов каланӑ тӑрӑх, вокзал умӗнчи лапама йӗркене кӗртме хула ҫыннисем хӑйсем ыйтнӑ. Ҫавӑншӑн 34 пин ытла ҫын сасӑланӑ.

«Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен чи лайӑх учитель» Раҫҫейри V конкурса Шупашкарти Роза Морозова хутшӑнӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку конкурс педагогсемшӗн сумлӑ ӑмӑрту шутланать.
Роза Анатольевна — аслӑ категориллӗ учитель. Вӑл Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлет.
Педагогсен конкурсӗн финалӗ Липецк хулинче ҫурла уйӑхӗн 7-11-мӗшӗсенче иртӗ. Унта ҫӗршыври 87 субъектри 131 педагог пырса ҫитӗ.
Роза Анатольевна каланӑ тӑрӑх, ача чухне вӑл шкулта ӗҫлеме шухӑшламан, сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ. Анчах паян унӑн кураканӗсем — ачасем. Тӑван халӑх культурине юратнӑран вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренме кӗнӗ. Ачасене чӑваш чӗлхипе вӑйӑ, чӗрӗ калаҫу, пултарулӑх урлӑ кӑсаклантарса яма тӑрӑшать.

Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программа пурнӑҫа кӗрет. Ӑна аякри ялсене культура ӗҫченӗ пулса ӗҫлеме ярас тесе шухӑшласа кӑларнӑ. Программӑна хутшӑнакансене шалусӑр пуҫне хушма укҫа парса хавхалантараҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал вӑл программӑпа 20 специалиста суйласа илессине пӗлтернӗччӗ.
Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпа ялӗнче Юрий Петухов юрӑҫ ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Петухов — композитор та. Культура сферинче 25 ҫула яхӑн ӗҫлет иккен. «Тайпи» тата «Сударушки» фольклор ансамблӗсене ертсе пырать. Куракансем унӑн пултарулӑхне ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ. Пултаруллӑ арҫын Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче концерт пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ.

Шупашкар хула кунӗнче дизайнерсен конкурсӗ иртнӗ. Пӗтӗм тӗнчери дизайнер ӑсталӑхӗн тата наци тумӗн I пӗтӗм тӗнчери конкурсне «Этно‑диалог — 2026» ят панӑ. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен ассамблейин Чӑваш Енри уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Конкурса хутшӑнакансем хулари «Пехет» агромаркетра (халӗ чылай мероприятире унта ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ) тӗрлӗ культурӑпа паллаштарма пухӑннӑ.
Дизайнер ӑсталӑхӗн тата наци тумӗн конкурсне Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑх туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Дизайнерсем халӑхӑн пуян эткерлӗхне паянхи кун ыйтнине кура кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.
Чӑваш эрешӗллӗ тум ҫӗлекенсем те ку конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑ.
Пултарулӑх мероприятине юрӑ-ташӑ ӑстисем те илем кӳнӗ.

Чӑваш Енре кӑҫал ҫине-ҫинех тӗрлӗ фестиваль иртет: Сӑра фестивалӗ, Ҫырла фестивалӗ, Пыл фестивалӗ. Кусем – эпир ҫак самантра аса илнисем. Кусемсӗр пуҫне ыттисем те пурччӗ-ха.
Халӗ тата авиамоделировани фестивалӗ ирттернӗ. Ӑна Анатолий Игумнова халалланӑ. Мероприятие «Кванториум» ача-пӑча технопаркӗнче пуҫтарӑннӑ.
Хулари уҫӑ фестивале технопарка ҫӳрекенсем ҫеҫ мар, хулари шкулсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те ывӑл-хӗрне курма пынӑ. Пурӗ 50 ҫын ытла.
Малашне ку фестивале ирттерессине йӑлана кӗртесшӗн.
Анатолий Александрович Игумнов хулана чылай ҫул ертсе пынӑ. Авиаци енӗпе те ӑста пулнӑ. Хӑй вӑл 1946 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1969 ҫулта Балашиха хулинче летчиксен аслӑ ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ. Полковник званиллӗскер ӗҫрен пӑрахсан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ.

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ 56 ҫулти хӗрарӑма шырать.
Лилия Сергеевна Шуленина (Старицина) килтен ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ иккен.
Шырав отрядне хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл е Шупашкарта пулма пултарать, е Мускав облаҫӗнчи Бронницы хулинче.
56 ҫулти хӗрарӑм икӗ туя ҫине таянса утать иккен. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗксӗм ҫырӑ тӗслӗ ҫӳҫӗ кӑштах кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ.
Тухса кайса ҫухалнӑ чухне вӑл симӗс тӗслӗ платье, хӗрлӗ кофта, шурӑ сандали тӑхӑннӑ.
Пӗлекенсене, курнисене «Лиза Алерт» шырав отрядне 8-800- телефон номерӗпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Е йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравласа та калама пулать.

Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 12 сехет те 44 минутра Шупашкар хулинче Мускав кӗперӗ ҫинче 47 ҫулти хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ. Шел те, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен вырӑнтах вилнӗ.
«Лада Гранта» машина рулӗ умӗнче 18 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хӗрарӑм ҫул ҫинчех утса пынӑ. Мӗншӗн унта утнӑ вӑл – паллӑ мар.
Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑк водитель пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ, «Элара» савут патӗнчех машинӑсенчен хӑваласа иртсе кайнӑ, «шашкӑлла» вылянӑн пынӑ. Хӗрарӑма таптаса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл 100 метртран кӑна чарӑннӑ. Хӗрарӑм вара айккинелле вӑркӑннӑ.
Палӑртмалла: ҫав вырӑнта сехетре 40 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме юранине кӑтартакан паллӑ ларать. Водитель медосвидетельствовани витӗр тухнӑ: вӑл урӑ пулнӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан 17 ҫулти Тимофей Петров «Ну-ка, все вместе!» шоуна хутшӑнса жюри пайташӗсене тӗлӗнтернӗ.
Нумаях пулмасть пирӗн ентеш «Россия 1» каналпа кӑтартакан музыка проектне хутшӑннӑ, вӑл Benson Boone — "In the Stars" ятлӑ юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: жюрисенчен пӗри вӑл ӑна оригиналтан та лайӑхрах юрланине палӑртнӑ.
Каласа хӑварар: Тимофей Мускав хулинче Гнесинсен ячӗллӗ училищере 2-мӗш курсра «Эстрадӑпа джаз юрласси» специальноҫпе ӑс пухать. Кунсӑр пуҫне вӑл ташлать, ку енӗпе ӑсталӑха 9 ҫул туптать. Тата, тӗлӗнмелле те, арҫын ача пулсан та вӑл десертсем хатӗрлеме юратать.

Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫыннӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Йӑлтах – йывӑҫ каснӑшӑн.
Улатӑр округӗнче 26 хурӑн тункатине асӑрхасан йӗрке хуралҫисем ҫакна кам тунине шырама тытӑннӑ. Йӗрсем вӗсене Суйкӑн ялӗнчи пӗр ҫурта илсе ҫитернӗ. Кайран иккӗленӳ юлман – картишӗнче тин каснӑ йывӑҫсене асӑрханӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл йывӑҫсене касса патшалӑха 152 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Йӗпреҫ районӗнче те хурӑнсем каснӑ тӗслӗхе асӑрханӑ. Унта 3 тунката пулнӑ. Йывӑҫсене Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын каснине палӑртнӑ. Вӑл «Урал» машинӑпа йывӑҫсем турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлет.
Йывӑҫ каснӑшӑн иккӗшӗн те суд сакки ҫинче явап тытма тивӗ.

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ ҫывхарса пынӑ май паян Шупашкар хулинчи «Спартак» стадионта массӑллӑ вӑйӑ карти иртмеллеччӗ. Анчах кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр лӳшкенине кура мероприятие пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ.
«Ҫанталӑк япӑххине кура уяв мероприятийӗсен программине улшӑнусем кӗртнӗ: «Спартак» стадионти пысӑк вӑйӑ карти иртмест», — тенӗ мэри.
Вӑйӑ картине «Ясна Музыка» пӗтӗм тӗнчери этнофестивальпе килӗшӳллӗн ирттерме палӑртнӑ пулнӑ. Фестиваль вара иртет, вӑл стадионта 14 сехетре пуҫланнӑ. Унта этно-костюмсене кӑтартаҫҫӗ, фолк-ушкӑнсем тата симфони коллективӗсем юрлаҫҫӗ. Каҫхи 8 сехетре гала-концерт пулӗ. Кунӗпех гастрономи лапамӗсем ӗҫлӗҫ, унта наци кухнин ҫимӗҫӗсене тутанса курма пулать.
Сӑмах май, вӑйӑ картине тӑма 1 пин ҫурӑ ытла ҫын регистрациленнӗ пулнӑ.
