Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.1 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Экономика

Кӑҫал пӗрремӗш хут Беларуҫрен Чӑваш Ене ыраш кӳрсе килнӗ. Ӑна Россельхознадзорӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ.

Пӗтӗмпе 24 тонна ыраш кӳрсе килнӗ. Ӑна транспортпа илсе ҫитернӗ. Ведомство инспекторӗсем проба илсе ӑна Шупашкарти «ВНИИЗЖ» лабораторие тӗрӗслеме ӑсатнӑ.

Унта вара йӗркене пӑснӑ нимӗнле тӗслӗх те тупса палӑртман. Тивӗҫлӗ документсем хатӗрленӗ ӗнтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене пула шар курнисен тӑкакӗсене республика саплаштарӗ.

Чӑваш Енре инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑннӑ хыҫҫӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев канашлу ирттернӗ. Унта шар курнисене пулӑшасси, сиенленнӗ ҫуртсене юсасси пирки калаҫнӑ. Юлашки хыпарсем тӑрӑх, хулара БПЛАсене пула нумай хваттерлӗ 40 ҫурт сиенленнӗ.

Олег Николаев кӗске вӑхӑтра ҫурт-йӗр фондне тата социаллӑ инфратытӑма юсаса ҫӗнетме хушнӑ. Хальхи вӑхӑтра сиенленнӗ вырӑнсене йӗркене кӗртеҫҫӗ.

Кунсӑр пуҫне шар курнӑ ҫынсем матпулӑшу, ҫухатнӑ пурлӑхшӑн тӳлев тата сывлӑх сиенленнӗшӗн пособи илме пултараҫҫӗ. Заявленисене «Госуслуги» урлӑ е МФЦра йышӑнаҫҫӗ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем ветерансене хӑйсем ӳстернӗ чечексене парнелеҫҫӗ. Ку «Ветерана – чечек» акципе килӗшӳллӗн иртет.

Ачасем ҫак чечексене хӑйсем темиҫе эрне ӳстернӗ. Халӗ вара вӗсене ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене парнелеҫҫӗ.

Акципе килӳшӗллӗн ачасем 170 ытла ветерана чечек парнелесе саламлама палӑртнӑ.

 

Культура
МАХри "Хыпар-Вести Чувашии" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри "Хыпар-Вести Чувашии" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

«А зори здесь тихие» спектакле чӑвашла кӑтартӗҫ (16+). Кун пирки МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.

Спектакле ыран, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче кӑтартӗҫ. Ӑна И.С. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ Чӑваш халӑх театрӗн артисчӗсем лартӗҫ.

Спектакль Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи саманинчи ҫамрӑксен пурнӑҫне сӑнласа парать. Ҫамрӑк хӗрсем: Рита, Женя, Лиза, Галя, Соня – алла пӑшал тытаҫҫӗ, Васков старшина ертсе пынипе нимӗҫ диверсанчӗсене хирӗҫ тӑраҫҫӗ, вилӗмрен хӑрамасӑр ҫапӑҫаҫҫӗ.

«Ку спектаклӗн хӑйне евӗрлӗхӗсенчен пӗри – ӑна чӑвашла лартни. Ун пеккине кашни кун кураймӑн. Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кӑтартни те пӗлтерӗшлӗ», — пӗлтернӗ маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫра.

Спектакль 14 сехетре пуҫланӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Елчӗкре Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм йӑлкӑшма пуҫланӑ. Вӑл республикӑра – 14-мӗш ҫулӑм.

Мероприятие ЧР культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫулӑмӑн пайне Елчӗке Шупашкарти Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑмран илсе ҫитернӗ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм Вӑрнарта, Комсомольскинче, Сӗнтӗрвӑрринче тата Улатӑрта йӑлкӑшма тытӑнӗ.

Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм Раҫҫейри 12 регионта ҫутӑлнӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗпе ҫыхӑннӑ массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ.

Управлени пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пӗтӗм вӑя ӗнер пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ӳкнӗ хыҫҫӑнхи пӑтӑрмахсене пӗтерме ярӗҫ, ҫынсене пулӑшӗҫ.

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ, салют пулмассине, «Вилӗмсӗр полк» онлайн майпа кӑна иртессине пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

 

Ҫул-йӗр
commons.wikimedia.org сӑнӳкерчӗкӗ
commons.wikimedia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен кӳршӗллӗ Белоруҫ ҫӗршывне самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫул ҫӳреме юратакансемшӗн тата асӑннӑ ҫӗршывпа ӗҫпе ҫыхӑну тытакансемшӗн ку чӑннипех те ырӑ хыпар. Шупашкартан Минска каяс тесен малашне хамӑр ҫӗршыври пысӑк хуласем урлӑ ҫӳреме тивмӗ.

Ҫӗнӗ авиарейс утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Минска пассажирсене «Аэрофлот» компани турттарӗ. Лоукостерсемпе танлаштарсан унӑн хакӗ кӑшт пысӑкрах та, апла пулин те тӳрӗ рейс уҫни питех те паха.

«Аэрофлот» компанин самолечӗсем Шупашкартан Минска эрнере икӗ хутчен вӗҫӗҫ: тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен. Самолет ҫула ирхи 6 сехет те 15 минутра тухӗ. Апла пулсан асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулине иртерех ҫитсе унта кунӗпех курса ҫӳреме май килӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ39hsSDc2E
 

Республикӑра
Пелегейӑн архивӗнчи сӑн
Пелегейӑн архивӗнчи сӑн

Республика кунӗнче Шупашкара Пелагея килӗ. Вырӑс юррисене юрлаканскер Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивалӗн гала-концерчӗ хыҫҫӑн сцена ҫине тухӗ. Концерт Хӗрлӗ тӳремре пулӗ.

Кӑҫал та «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Руҫ ӑстисем» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртӗҫ. Ҫавӑн пекех ытти мероприятисем пулӗҫ.

Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Шупашкар округӗнче иртӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑн тӗп уявне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Татьяна Кортукова килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ гаражра 14 ҫулти каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн вилӗмӗшӗн Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна айӑпласшӑн.

Ку инкек пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Гараж хуҫи машинӑна юсанӑ, ҫав вӑхӑтрах 15-ри ывӑлне тата унӑн 14 ҫулти тусне сӑнанӑ. Вӗсем гаража мотоцикл юсама килнӗ.

Арҫын, ӳсӗрскер, машина двигательне ӑшӑтма ҫутнӑ. Хӑй вара алӑка хупса тухса кайнӑ. Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. 14 ҫулти ача вырӑнтах вилнӗ.

Гараж хуҫи айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн судне пӑхса тухма панӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсенчен шар курнӑ ҫынсене виҫӗ общежитире вырӑн уйӑрса панӑ. Кун пирки Шупашкар мэрӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.

Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара 28 ҫурт сиенленнӗ. Камӑн ниҫта каймалли ҫук – общежитисенче ҫак адрессемпе йышӑнаҫҫӗ: Кременский урамӗнчи 34-мӗш ҫурт, Магницкий урамӗнче 5-мӗш ҫурт, Ленин проспектӗнчи 48-мӗш ҫурт.

Паян пӗлтернӗ тӑрӑх, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене пула 2 ҫын вилнӗ, 32 ҫын аманнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ... 1127
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 31

1986
40
Евстафьев Николай Филиппович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем