Шупашкарти Алькеш поселокӗнче пурӑнакан чикансем РФ Президентӗнчен Владимир Путинран пулӑшу ыйтнӑ. Хула администрацийӗ вӗсене хӑваласа ярса ҫурчӗсене ишсе антарасшӑн-мӗн.
Чикансем ӗнентернӗ тӑрӑх, суйлавччен вӗсене шыв туса пама шантарнӑ. Суйлав иртсен вара колонкӑсене илнӗ, вӗсем халӗ ҫук.
40 ҫул каялла хула администрацийӗ баронсене ҫӗр тара панӑ. Халӗ вара килӗшӳ срокӗ тухнӑ. Ҫавна май чикансене ҫав лаптӑка пушатма ыйтнӑ, вӗсен ҫурчӗсене ишсе антарасшӑн-мӗн.
Президент патне ҫырнӑ ҫырура чикансем вӗсене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫуртсенчен кӑларса янине ҫырнӑ. 500 ҫын урамра тӑрса юлӗ. Вӗсенчен 300-шӗ - ачасем.
"Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вырӑна пушатмасан пире 50-100 пин штраф ҫырса параҫҫӗ. Ачасем шкула ҫӳреҫҫӗ, вӗсен пурӑнмалли вырӑн пулмӗ. Эпир нумай ыйтмастпӑр, пире хамӑр ҫуртсенчех хӑварччӑр ҫеҫ. Эпир кунта ӳснӗ, кунтах ватӑлнӑ..." - теҫҫӗ чикансем.
Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑр хӗрачана пӗр талӑк шыранӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 16 сехетре ҫухалнӑ. Вӗсем урамра асламӑшӗпе /е кукамӑшӗпе/ уҫӑлса ҫӳренӗ. Тӑрук хӗрача унран тарнӑ.
Хӗрачана йӗрке хуралҫисем кӑна мар, нимеҫӗсем те шыранӑ. Ӑна пӗр талӑкран ҫеҫ тупнӑ.
Ирхине Шупашкар еннелле каякан водитель ҫул хӗрринче хӗрача ларнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Хӗрачана пульницӑна вырнаҫтарнӑ. Унӑн кӑмӑлне лӑплантармалла.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача тӗлӗшпе нимӗнле преступлени те туман.
Шупашкар хулинче общество транспорчӗпе ҫӳреме хакланӗ. Ку хыпара паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ.
Ҫынсен транспортпа ҫӳренӗшӗн тӳлемелли хак пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен ӳсме пултарӗ.
Троллейбусра ҫул укҫине карттӑпа тӳлесен 25 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, аллӑн укҫа тыттарсан – 28 тенкӗ. Автобусра хак 26 тата 29 тенкӗ (мӗнле майпа тӳленине кура) пулӗ. Троллейбусра проезднойпа ҫӳреме кӑмӑллакансен асӑннӑ билета туянма уйӑхсерен 1135 тенкӗ тӳлеме тивӗ, студентсемпе шкул ачисен – 820 тенкӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧС председателӗ пулма Сергей Павлова шаннӑ. Ку пукана шанса париччен вӑл председателӗн заместителӗ – территори оборонин тата мобилизаци ӗҫӗн секторӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.
Сергей Павлов 51 ҫулта. Унччен вӑл Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Участковӑй, дознаватель пулса тӑрӑшнӑ. 2009 ҫулта ӑна Шупашкарти Ленин районӗнчи милицин 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пыма тытӑннӑ, 2013 ҫултанпа — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти уйрӑмне.
Шупашкарта хӗрарам маршруткӑра банк картти тупнӑ та унпа усӑ курма шутланӑ. Куншӑн явап тыттарассине чухламан-ши вӑл?
Ку пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм 41-мӗш маршруткӑра банк картти тупнӑ. Хайхискер лавккана тавар туянма кайнӑ. Вӑл "Магнит" тата "Магнит косметик" лавккасенче 3 443 тенкӗлӗх япала туяннӑ.
Паллах, ют ҫын карттипе усӑ курнӑ хӗрарӑма тупса палӑртнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл карточка хуҫине тӑкака саплаштарнине шута илсе суд ӑна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне ирттернӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса мухтава тивӗҫнӗ ентешсене халалланӑ чӑвашла мероприятисен сценарийӗсене виҫӗ номинаципе йышӑннӑ: «Класс сехечӗн сценарийӗ», «Уроксем хыҫҫӑнхи мероприятисен сценарийӗ», «Ача садӗнче ирттермелли уяв сценарийӗ».
Конкурса пурӗ 174 сценари килнӗ. Чи хастаррисен шутӗнче Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Патӑрьел, Тӑвай, Шупашкар, Элӗк районӗсенче, Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ӗҫлекен педагогсем пулнӑ. Жюри 75 ҫӗнтерӳҫӗпе призёра палӑртнӑ.
Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ Юрий Шакеев пӗлтернӗ.
Арҫын виллине 15 сехет ҫурӑра асӑрханӑ. Вӑл Гузовский урамӗнчи 14-мӗш ҫуртри тӑваттӑмӗш хутри балкон ҫинчен ӳкнӗ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу бригади ҫитнӗ.
Мӗн пулнӑ-ха? Следстви комитечӗ халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Вӑл 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал 104 ҫул тултарнӑ. Сӑмах – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Федор Рыбкин пирки.
Ветеран халӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Ленинграда ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Куншӑн ӑна «Лениграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Фронтран таврӑнсан Федор Рыбкин ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, Тутарстанри Ҫырчаллӑри совхоза ертсе пынӑ, зоотехник тата ветеринар пулнӑ. Вӑл 80 ҫулта кӑна ӗҫ пӑрахса тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.
Ӗнер Шупашкарта "Ҫӗрулми" курав пӗрремӗш кун ӗҫленӗ. Тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫ ҫынсем унта черет тӑрсах ҫак пахча ҫимӗҫе туянни пирки пӗлтерчӗҫ. Черечӗ самаях пысӑк пулнӑ.
Пӗр кунра куравра ҫынсем 35 тонна вӑрлӑх ҫӗрулми туяннӑ. Танлаштармашкӑн: иртнӗ ҫул икӗ кунра 35 тонна ҫимӗҫ сутнӑ.
Курав паян та ӗҫлет. Унта ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 5 сехетчен ҫӗрулми туянма пулать.
Ҫынсем ҫӗрулми нумай туяннине кура курава ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче те ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Шупашкарта кӑна мар, районсенче те йӗркелесшӗн.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул хӑҫан пулӗ? Унта пурӑнакансем пӗлӳ ҫурчӗ уҫӑласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Микрорайонти шкул алӑкӗсене ҫулталӑк вӗҫӗнче уҫмалла. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев нумаях пулмасть канашлура пӗлтернӗ.
Шкулта 1650 ача валли вырӑн пулмалла. Малтан ӗҫленӗ подрядчик вӑхӑтра ӗлкӗрсе пырайманран теприне шанса панӑ. Шкул валли 1,1 млрд тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ, анчах стройматериалсем хакланнӑран, проект улшӑннӑран тепӗр ҫур миллиард хушма пултараҫҫӗ.
Шкулӑн кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫӑлмаллаччӗ. Анчах вӑхӑта каярах куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |