Ҫитес эрнере те шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ-и? Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе 5-8 мӗш классем ҫавӑн пекех дистанци мелӗпе ӑс пухӗҫ. Ку Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисене пырса тивет. 1-4-мӗш тата 9-11-мӗш классем шкула ҫӳреме пуҫлӗҫ. Хальлӗхе йышӑннӑ тӑрӑх, ку нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пулӗ.
Шупашкарти хушма пӗлӳ паракан учрежденисем дистанци мелӗпе малалла ӗҫлӗҫ. Шкулсенче вара санитари мерисене ҫирӗп пӑхӑнмалла: ӳт температурине виҫмелле, пӳлӗмсенче сывлӑша дезинфекцилемелле, тусана шӑлсах тӑмалла.
Аса илтерер: кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем икӗ эрне дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Хӑш-пӗр муниципалитетра та ачасем нумаййӑн чирленӗ тӗк дистанци мелӗпе вӗрентме ирӗк пулнӑ.
Чӑваш Енре крематори пулатех тесе Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Унран та ытларах. 5 ҫул каялла крематорие 2020 ҫулта уҫассине хыпарланӑччӗ. «Крематорие Шупашкар районӗнчи Атайкасси ял тӑрӑхӗн 10 пин тӑваткал метр лаптӑкӗнче туса лартӗҫ. Тӳрех палӑртса хӑварар, ку ҫӗр Явӑш ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ», — пӗлтернӗччӗ ун чухне Никита Сурский.
Анчах тем сӑлтава пула ҫав ӗҫе вӗҫлеме май килмен. Халӗ вара Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Декнис Спирин крематори валли 10 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫӗре тара парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ иккен. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ общество транспорчӗн икӗ чарӑнӑвӗн ятне улӑштарма сӗнет. Ку тӗллевпе «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав иртет.
«Ҫыхӑну техникумӗ» чарӑнӑва «Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ» теесшӗн. «Металлист» савута вара «Шупашкарти МГЭУ институт /филиал/ ят пама сӗнеҫҫӗ.
Ку пуҫару – Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Евгений Петровӑн. Ун патне чарӑнусен ятне улӑштарсси пирки сӗнӳсем килнӗ-мӗн. Сӑмах май, Ҫыхӑну техникумӗ халӗ ҫук ӗнтӗ.
Шупашкарти Гузовский паркӗнче ҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян ирхи 10 сехетре «Гузовский ращи» паркра арҫын виллине асӑрханӑ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл 60 ҫулсенче. Вырӑна полицейскисем тата следовательсем ҫитнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна пусмӑрласа вӗлермен, вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкрати Павлов мичман урамӗнчи 62-мӗш ҫуртра лифтсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Йӑлтах вӑрӑсене пула.
Такамсем 2-мӗш, 3-мӗш тата 4-мӗш подъездри лифтсен пайӗсене вӑрласа кайнӑ. Вӗсем вара йӳнӗ тӑмаҫҫӗ. Ҫавна май лифтсем хӑҫан ӗҫлесе каясси паллӑ мар-ха. Палӑртмалла: ҫуртра пӗтӗмпе тӑватӑ подъезд.
Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӗсем палламан ҫынсене, хӑйсене урӑхла тытакансене, курсан кун пирки полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем кирлӗ. Чебоксары.рф сайтра 30 ытла ваканси вырнаҫтарнӑ.
Хула администрацийӗн структура подразделенийӗсенче специалистсем тата ертсе пыракансем кирлӗ.
Ӗҫне кура укҫи темелле-тӗр. Шалу виҫи тӗрлӗрен. 20 пин те тӳлеҫҫӗ, 30 пин те, 65 пин те. Ку вӑл епле тивӗҫе пурнӑҫланинчен килет.
Хула администрацийӗн пресс-служби вакансисем пуррине Инстаграмри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Сӑмах май каласан, малтанласа кадр резервне те заявка хӑварма пулать.
Нумаях пулмасть ирттернӗ пресс-конференцире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хӑйсен ӗҫне критиклекенсене ӗҫе чӗннӗччӗ.
⠀
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Гузовский урамӗнчи ҫуртра пушар пулнӑ. Пушарнӑйсем унта шкул ачине ҫӑлнӑ.
Ҫак урамри 36-мӗш ҫурта 1973 ҫулта хута янӑ. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, 4-мӗш хутри хваттерте розеткӑран ҫулӑм тухнӑ. Килте вара 11 ҫулти арҫын ача пулнӑ.
Ача розетка ҫунма тытӑннине курсан ҫухалса кайман, кухньӑри алӑка /пушар унта пулнӑ/ хупнӑ та пӳлӗме кайнӑ, унта чӳречене уҫса пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Иртсе пыракан хӗрарӑм пушарнӑйсен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем 4 минутран ҫитнӗ. Вӗсем тимӗр алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ, хваттерте ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Алексей Емельянов аслӑ прапорщик ачана хваттертен илсе тухнӑ та тухтӑрсен аллине панӑ. Пушара вӗсем хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Чӑваш Енри предприятисем Мускаври курава хутшӑннӑ. «Продэкспо» — Раҫҫейри тата Хӗвелтухӑҫ Европӑри чи пысӑк куравсенчен пӗри. Унта апат-ҫимӗҫпе тата тӗрлӗ сӗткенпе паллаштарнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери курава тӗнчери 73 ҫӗршыври 2,5 пин ытла предприяти пырса ҫитнӗ. Экспозицие 100 пин ытла тӑваткал метр лаптӑк ҫинче вырнаҫтарнӑ.
Сумлӑ куравра пирӗн республикӑри предприятисем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса илнӗ) стенд аякранах курӑнса тӑнӑ. Унта Шупашкарти ликерпа водка завочӗн, Етӗрнери сӗт завочӗн, «АККОНДӑн», Етӗрнери спирт завочӗн, «Мелилотус», «Приволжские колбасы», «Деревенский дворик» предприятисен тата ыттисен продукцийӗпе паллаштарнӑ.
Кӑҫал Республика кунӗ хӑш районта иртессине палӑртнӑ. Вӑл – Куславкка районӗ. Паллах, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта та уяв пулӗ.
Республика кунӗнче 30 ытла мероприяти иртмелле. Ҫав йышра, паллах, фейерверксен «Асамат» фестивалӗ те. Анчах юлашки икӗ ҫулта пандемие пула уяв ячӗпе салют яман.
Аса илтерер: 2019 ҫулта Республика кунӗ 2019 ҫулта - Улатӑр районӗнче, 2020 ҫулта – Хӗрле Чутай районӗнче, 2021 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнче иртнӗ.
Ватӑ хӗрарӑм хӗрне ҫӑлас тесе ултавҫӑсене чутах 700 пин куҫарса паман. Ку Шупашкарта пулса иртнӗ.
75 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килти телефонӗ ҫине хӗрӗ шӑнкӑравланӑ имӗш, ҫул ҫинче аварие лекни пирки, ыйтӑва татса пама 700 пин кирли ҫинчен каланӑ.
Хӗрарӑм хӗрне пулӑшас тесе банка кайнӑ, укҫине илнӗ те ӑна куҫарса пама тӑнӑ. Анчах ун патне хӗрӗ шӑнкӑравланӑ – унпа нимӗн те пулса иртмен иккен. Кун хыҫҫӑн ватӑскер укҫана каялла счет ҫине хунӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ.
71 ҫулти хӗрарӑм вара ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хӗрне ҫӑлас тесе вӑл палламан арҫынна хӗрӗн япалисене, пухнӑ пӗтӗм укҫине – 500 тенке – парса янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |