Шупашкарта ҫӗнӗ троллейбуссемпе автобуссенче урай питӗ шуҫлак тесе пассажирсем питӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Халӗ ав 40 троллейбусра урая улӑштарнӑ. Кун пирки троллейбус управленийӗн директорӗ Андрей Васильев пӗлтернӗ.
Халӗ улӑштарнӑ троллейбуссем тӗрӗслев витӗр тухаҫҫӗ. Автобуссенче лару-тӑру мӗнлерех? 35-мӗш маршрут ав Шупашкарти троллейбус управленийӗн опытне сӑнанине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑна 60 ҫӗнӗ троллейбус илсе килнӗ. МАЗ ҫумӗнче туса кӑларнисен урайӗ уйрӑмах шуҫлак-мӗн.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Александр Захаров ӗнер, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 7о ҫулта пулнӑ. Унпа ыран, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Иоанн Кронштадтский чиркӗвӗнче (вӑл Шупашкарти Коммуналлӑ слобода урамӗнчи 28-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ) 11 сехетре сывпуллашӗҫ.
Александр Иванович 15 ҫул хушши — 1985-2000 ҫулсенче – Республикӑн ача-пӑча клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрӑмне ертсе пынӑ. Сывлӑх сыхлав тытӑмӗнче вӑл 47 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл ача-пӑчан анестезиологипе реанимаци службине пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ тесен те йӑнӑш мар.
Александр Захаров Горькинчи (халӗ — Чулхулари) медицина инстиутӗнче педиатри факультетӗнче тата Хусанти патшалӑх медицина унивеситетӗнчи аспирантурӑра анестизиолог-реаниматолога вӗреннӗ.
Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, хӑш-пӗр самолета вӗҫме чарни пирки пӗлтернӗччӗ. Чару пушӑн 2-мӗшӗччен пулмаллаччӗ.
Шупашкартан Краснодара вӗҫме чарнӑ. Хальлӗхе – пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗччен. Аса илтерер: эрнекунсерен Шупашкартан Краснодара «ИрАэро» самолет вӗҫетчӗ. Рейс ҫине илнӗ билет укҫине каялла тавӑрса парӗҫ е самолет вӗҫме тытӑнсанах унпа усӑ курма пулать.
Сӑмах май, Анапӑна, Белгорода, Брянска, Воронежа, Геленджика, Краснодара, Курска, Липецка, Дон ҫинчи Ростова, Симферополе, Элистӑна самолетсем вӑхӑтлӑх вӗҫмеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 8 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи йӑлтах хӑйӗн пулман: пӗр пайне кредит илнӗ, тепӗр пайне кивҫен ыйтнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулта авӑн уйӑхӗнче ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе финанс компанийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи майра арҫынна укҫана инвестицие хывма ӳкӗте кӗртнӗ. Кунта ним хӑрушши те ҫук-мӗн: компани Раҫҫей саккунӗсемпе килӗшӳллӗн ӗҫлет имӗш.
Арҫын ӗненнӗ. Вӑл 5 уйӑхра ултавҫӑсен счечӗсем ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 8 миллион тенкӗ ытла. 4 миллион тенкине вӑл пӗлӗшӗсенчен кивҫен илнӗ, 2 миллион яхӑн тенкине 5 ҫуллӑха кредит илнӗ. Ытти – хӑйӗн укҫи.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакансем, пуҫаруллӑ ҫынсем, Опикасси ращинче чиркӳ тума сӗннӗ. Хула мэрӗ Олег Кортунов ку шухӑша ырланӑ.
Мэр шухӑшӗпе, Кӑнтӑр поселокӗнче ҫӗнӗ чиркӳ кирлех, унта халӑх йышлӑ ҫӳрӗ. Вӑл кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен воспитани паракан вырӑн пулӗ.
Ӗнер Олег Кортунов ку ыйтӑва пуҫару ушкӑнӗпе, Чӑваш митрополийӗн элчисемпе, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗпе Федор Степановпа сӳтсе явнӑ. Мэр чиркӳ валли ҫӗр уйӑрас ыйтупа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Денис Спиринпа калаҫма шантарнӑ.
Сӑмах май, каҫал Опикасси ращине хӑтлалатас ӗҫ пуҫӑнать. Анчах проекта чиркӗве кӗртсе хӑварман.
Иртнӗ эрнере Шупашкарта пӗр хӗрарӑм Анисимов урамӗнчи 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пынӑ чухне пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Ӑнсӑртран ун ҫине пӑрпа юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ.
Юрать-ха, хӗрарӑм вӑйлах аманман. Унӑн ӳчӗ кӑштах суранланнӑ. Вӑл Васкавлӑ медпулӑшу пульницине пырса пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна тухтӑрсем пӑхнӑ та ҫав кунах киле янӑ.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта хӗрарӑмпа икӗ ача юр айне пулнӑ. «Три поросенка» хупах патӗнчен иртсе пынӑ чухне вӗсем ҫине юр йӑтӑнса аннӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Донбаса Чӑваш Енрен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Пурӗ 20 тонна. Ҫав шутра – сакӑр тонна ҫӑнӑх, икӗ тонна кӗрпе. Асӑннӑ апат-ҫимӗҫе Чӑваш Енри аграрисем туса илнӗ тыр-пултан хатӗрленӗ.
Унсӑр пуҫне тепӗр вунӑ тонна ытти апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар ӑсаннӑ.
Калӑпӑшлӑ пулӑшӑва «Чӑвашҫӑкӑрпродукт», «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ», «Букет Чувашии», «Химпром» предприятисем, «Пике» фабрика уйӑрса панӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, уйрӑм ҫынсем те май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти Дмитрий Швечков хӑй укҫипе тӗрлӗ тавар туянса Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен хулари центра пырса панӑ. Унтисем тавара адресатсем патне ӑсатма пулӑшӗҫ.
Шупашкарта каллех ҫемье газ сӗрӗмӗпе чутах наркӑмӑшланса вилмен. Нарӑс уйӑхӗнче кун пек тӗслӗх иккӗмӗш хут пулнӑ. Виҫӗ эрне каялла Патрис Лумумба урамӗнчи пилӗк хутлӑ ҫуртра ҫынсем газ сӗрӗмӗнчен шар курнӑччӗ.
Хальхинче – Афанасьев урамӗнче. Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 9 сехет хыҫҫӑн ҫак урамри 4-мӗш ҫуртра 1978 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тата унӑн 13-ри, 4 ҫулти ачисем наркӑмӑшланнӑ. Газ колонкин сӗрӗме туртмалли хатӗрӗ ӗҫлемен. Хӗрарӑмпа ачасене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: пилӗк хутлӑ ҫурт 1968 ҫулта хута янӑскер. Ӑна «Ниди» управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать.
Паян Чӑваш Енри 11 вӗренӳ учрежденири ачасене эвакуацилеме тивнӗ. Мина хуни ҫинче калакан хыпар Шупашкарти 91 вӗренӳ организацине ҫитнӗ. Шупашкар районӗнчи 20 шкулпа ача пахчине те ҫавӑн пек майпа хӑратнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача пахчисен администрацийӗсем ятарлӑ службӑсене ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Ачасемпе ӗҫченсене ҫывӑхри учрежденисене эвакуациленӗ. Шкулсемпе ача пахчисенче паян право хуралӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ.
Чӑвш Енре йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсем валли тепӗр центр уҫӑлӗ. Сӑмах май, унашкалли Шупашкарта пур ӗнтӗ.
ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене пулӑшакан уйрӑм Канашри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта пепке кӗтекен хӗрарӑмсем, ачаллисем, упӑшкинчен хур куракансем килме пултараҫҫӗ. Центрта вӗсем валли хӑтлӑ та ӑшӑ вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмсемпе психологсем, тухтӑрсем ӗҫлӗҫ. Кирлӗ пулсан юристсем те пулӑшӗҫ.
Канашри уйрӑм пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче уҫӑлӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарти кризис центрне ҫулсерен 1 пин хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пырать. Вӗсенчен 20-шне вырӑнпа тивӗҫтереҫҫӗ. Пулӑшу ыйтма аякри районсенчен те килеҫҫӗ. Пӗлтӗр унашкал центр Улатӑрта уҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |