Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: экономика

Экономика

Кӑҫал пирӗн республикӑра патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи 22 пурлӑха приватизацилесшӗн. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх министерстви пӗлтернӗ. Ҫав шутра унитарлӑ предприяти пӗрре иккен, акционерсен уҫӑ обществисен акцисен тӑхӑр «хутаҫне» сутса яма шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑх пурлӑхне сутнипе хыснана 188 миллионран кая мар тенкӗлӗх тултарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Муниципалитетсен харпӑлӑхӗнчи пурлӑх та сутлӑха тухӗ. Ун пеккисем 200 яхӑн объект-мӗн.

Сӑмах хӑш обьект пыни пирки каласан, республикӑн приватизаци планне Ҫӗрпӳри ветсанутильзавод кӗнине палӑртмалла. Акционерсен уҫӑ обществисенчен тӑххӑрӑшӗн акцийӗсене сутлӑха кӑларасшӑн. Вӗсенчен иккӗшӗн: «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗн» тата Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн акцийӗсене 100 проценчӗпех сутасшӑн. Приватизаци списокӗнче «Чӑвашкредитпромбанк» та, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ те, «Чувашская» ҫупа сыр бази те, «Чӑвашметалл» та, «Чувашия» санатори те пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр икӗ аптека та ҫӗнӗ хуҫа тупма пултарӗҫ.

 

Экономика

Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑри 31 предприяти пӗр миллиард тенкӗ ытлалӑх продукци туса илнӗ. Кун йышшисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать иккен. 2011 ҫулта хайхисен шучӗ 25-пе танлашнӑ, пӗлтӗр — 27.

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, «миллиардҫӑсен клубне» хальхинче республикӑри икӗ стройорганизаци — «СУОР» тата «9-мӗш ЖБК» тата тӑватӑ промышленноҫ предприятийӗ — «Чӑвашторгтехника», ИЦ Бреслер, «Элинокс» тата ЧЭТА — кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах миллиардҫӑсен списокӗнчен туха ӳкнисем пуррине те пӗлтерет Regnum информаци агентстви. Вӗсем — «Молочное дело» тата «Перкарбонат» обществӑсем. Пӗлтӗр вӗсем продукцие миллиард тенкӗлӗхех кӑларайман.

Миллиардҫӑсен шутӗнче республикӑри промышленноҫ предприятийӗсенчен 57 проценчӗ кӗнӗ-мӗн. Ҫак шутра пурте пӗлекен «Акконд», «Химпром», «Элара», Промтракторӑн темиҫе подразделенине (вӗсем халӗ кашниех уйрӑм обществӑсем шутланаҫҫӗ), ВНИИР, Чапаев ячӗллӗ савут, «Букет Чувашии» савут, «Дорисс», «Чӑвашавтоҫул» тата ыттисем пур.

 

Экономика

Республика тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха усӑ курни хыснана тупра кӳрет. Кун пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви ӗнентерет. Республикӑн пӗрлештернӗ бюджетне пӗлтӗр, акӑ, ҫапла майпа 2,4 миллиард ытла тенкӗ пырса кӗнӗ. Ҫак тупрана виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан вӑл 27 процент хушӑннине пӗлтерет.

Республика хыснине кӑна 1 миллиард тенкӗ ытларах пырса кӗнӗ. Ҫак хисеп вара икӗ хута яхӑн, тӗрӗсрех, 1,9 хут пысӑкланнӑ.

Муниципалитетсем те хӑйсен харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха усӑ курса «кӗмӗл» тӑваҫҫӗ. Вӗсен тупӑшӗ иртнӗ ҫул 1,4 миллиарад яхӑн пухӑннӑ. Тупӑш уйрӑмах Шупашкарта самай пухӑннӑ. Тӗп хулана мӗнпур муниципалитет пухнин 57 проценчӗ тивет.

 

Экономика

Паян Китайра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен визичӗ пуҫланнӑ. Унта Чӑваш Ен элчисем те тухса кайнӑ. Чӑваш Ен Аньхой, Цзянси, Хунань, Сычуань провинцийӗсемпе тата Чунцин хулипе промышленноҫпа ял хуҫалӑх, вӗренӳ, туризмпа культура енчен килӗштерсе ӗҫлесшӗн иккен. Пӗр-пӗр хулапа туслашас шухӑш-ӗмӗт те пур-мӗн.

Аса илтеретпӗр, маларах Китай делегацийӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑччӗ. Чулхулари тӗлпулу вӑхӑтӗнче енсем суту-илӳпе экономика тата гуманитари енпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки протокола алӑ пуснӑ.

 

Раҫҫейре

Халӑха кредит парассин хисепӗ кӑҫал пирӗн ҫӗршывра пӗлтӗрхинчен 3,1–3,3 процент чакмалла тесе шухӑшлать иккен ҫӗршывӑн Тӗп банкӗ. Потребительсене кивҫен панин хисепӗ ӳссе пынин калӑпӑшӗ 2014–2016 ҫулсенче 20–22 процент таран чакма пултарать-мӗн. Ҫапах та ҫӗршывӑмӑрта экономика тӑрӑмӗ лайӑхланнӑ май уйрӑм ҫынсене банксем кивҫен парасси, тен, кӑштах ӳсме те пултарӗ-и тесе те пуҫ ватаҫҫӗ иккен.

Социаллӑ программӑсемпе пӗрлехи оператор аппаланмалла-мӗн.

 

Экономика

Паян Шупашкарта малашлӑхлӑ инноваци проектсене шыраса тупас тӗллевпе, пуррисене аталанма пулӑшас тӗллевпе роуд-шоу иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхи те ют чӗлхе сӑмахӗсемпе ҫӳпӗленсе кайрӗ те, пур сӑмаха словарьсӗр ӑнланса та пӗтме йывӑр. Роуд тени, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр тенине пӗлтерет.

Ҫак проект пирки Раҫҫейри калӑпӑшлӑ проект тесе хыпарлать республикӑн Экономика министерстви. Хайхи роуд-шоуна тӗрлӗ шайри тӳре-шара та хутшӑннӑ. Вӗсемсӗр пуҫне ӑсчахсем, тӗпчевҫӗсем, технологи усламҫисем, технопарксемпе бизнес-инкубатор пайташӗсем, техника енӗпе аслӑ пӗлӳ паракан шкулсенче аслӑ курссенче вӗренекенсем, пурӗ 200 ҫын ытла, пухӑннӑ.

Мероприятире тухса калаҫнӑ Иван Моторин премьер-министр мероприяти ҫӗнӗ шухӑшсемпе проектсене палӑртма кӑна мар, авторсемпе заказчиксене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнма май парасса та шаннине палӑртнӑ.

 

Экономика

Уйрӑм ҫынсем кӑна мар, регионсен те кивҫен илме тивет. Ӑна вӑхӑтра татса пымалли те сӑмахсӑрах паллӑ ӗнтӗ.

Пирӗн республика пӗлтӗр патшалӑх парӑмне вӑхӑтра тата кирлӗ пек чакарнӑ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн финанс министерстви. Ҫакна вӑл цифрӑсемпе кӑтартса парать: обязательствӑсене 4,8 миллиард тенке яхӑн пурнӑҫланӑ. Ҫав шутран 1 миллиарчӗ — патшалӑх облигацийӗ, 86,1 миллионӗ — федераци хыснинчен илнӗ хысна кредичӗ, 2,9 миллиарчӗ — кредит тата пӗтӗм тӗнчери финанс учрежденийӗсенчен илнӗ кивҫен. Республика гарант евӗр пулнипе организацисем илнӗ кредита 276,7 миллион тенкӗлӗх татнӑ.

2013 ҫул пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан республикӑн патшалӑх парӑмӗ 381,5 миллион тенкӗлӗх чакнӑ. Процент ҫине куҫарсан ҫакӑ 3,74 процент чакнине пӗлтерет. Кӑҫалхи кӑрлачӑн пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм 9,8 миллиард тенкӗ ытларах юлнӑ. 2013 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫав хисеп 10 миллиард тенкӗрен иртнӗ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейӗн регионӗсен ҫынсем ҫутӑпа усӑ курассин виҫине пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртмалла иккен. Кун пирки Раҫҫейӗн тариф службин электроэнергетика отрасльне йӗркелесе тӑракан управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Светлана Гудкова каланӑ.

«Ку вӑл социаллӑ нормӑсене ҫирӗплетнӗ пилотлӑ реионсене пырса тивет», — тенӗ иккен вӑл. Калаҫӑва пилотлӑ регионсенче ҫутӑн социаллӑ нормине пӗлтӗр усӑ курнине тишкерме йӗркеленӗ «ҫавра сӗтел» вӑхӑтӗнче пуҫарнӑ.

Ҫутӑшӑн нормӑна Раҫҫейре кӑҫалтан кӗртме палӑртнӑ, шыв виҫине — ҫитес ҫултан. Социаллӑ виҫерен ытларах усӑ курсан пысӑкрах тарифпа тӳлеттерӗҫ. Ун хакне регионсем хӑйсем ҫирӗплетӗҫ.

 

Раҫҫейре

Ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви патшалӑх пурлӑхне приватизацилес йӗркене ансатлатма шут тытнӑ. Ҫӑмӑллатас тени ҫавӑн пек тӑвасси ҫинчен пичет кӑларӑмӗсенче хыпарлас йӗркене пӑрахӑҫлассипе ҫыхӑннӑ.

«Пурне те пӗлтересшӗн мар», — тесе пӗтӗмлетме кирлӗ мар-ха. Приватизацилеме шухӑшланӑ патшалӑх пурлӑхӗ пирки информацие тӗнче тетелӗнче пичетлӗҫ. Ҫавсенчен пӗри вӑл суту-илӳ пирки систерекен ятарлӑ сайтсенчен пӗри — torgi.gov.ru. Кунсӑр пуҫне информацие сутуҫӑн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.

Ҫапла йышӑнни хысна туприне перекетлеме тата суту-илӳ вӑхӑтне кӗскетме пулӑшмалла иккен. Ятарлӑ саккун проектне РФ Патшалӑх Думине ҫулталӑк вӗҫӗччен илсе ҫитересшӗн.

 

Экономика

Иртнӗ ҫул республикӑн пурлӑхне тара панипе хыснана 1 миллиард тенкӗ ытла кӗнӗ иккен. ЧР Пурлӑх министерстви ҫак цифрӑна 2012 ҫулхипе танлаштарса кӑтартнӑ та, хисеп 1,9 хут ӳснине асӑрханӑ.

Тупӑшӑн ытларах пайӗ патшалӑх пурлӑхне тата ҫӗре тара панипе килет-мӗн. Налук мар тупӑшсенчен чӗрӗк пайне яхӑн, тӗрӗсрех, 24 проценчӗ, ҫапла майпа кӗнӗ.

Маларах асӑннӑ ведомство мӗн чухлӗ ҫӗрпе ытти пурлӑха тара панине цифрӑсемпех кӑтартса парать. Ҫулталӑк тӑршшӗпе куҫман пурлӑха 76,7 пин тӑваткал метр тара парасси пирки килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫӗр лаптӑкӗсене илсен, 7,34 пин гектар тара пама 231 килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 92,6 проценчӗ, — ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр лаптӑкӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, [63], 64, 65, 66, 67
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 02

1928
97
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
57
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын