Чӑваш Енре уйрӑмах сыхламалли территорисемпе объектсен хакне палӑртнӑ. Ун пирки Министрсен Кабинечӗ ҫурлан 12-мӗшӗнче йышӑну тунӑ.
Асӑннӑ категорие кӗрекен пурлӑхӑн кадастр хакне палӑртассипе Новосибирск облаҫӗнчи «Экопрогноз» СНЦ» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Унта ҫитмесӗр урӑх тупайман-шим текенсене ҫакна пӗлтерни ытлашши пулас ҫук: халӗ патшалӑх тата муниципалитет органӗсен мӗнпур ӗҫе ирттерекенсене конкурс урлӑ суйламалла-ҫке. Кадастр хакне палӑртассипе «Экопрогноз» ҫӗнтернӗ…
«Экопрогноз» хаклавӗ каярах Кӑнтӑр федераци округӗнчи никама пӑхӑнман хаклавҫӑсен ассоциацийӗн «али» витӗр тухнӑ.
Кадастр хакӗ ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Ҫапла вара уйрӑмах сыхламалли территорисемпе объектсене вӑл вӑхӑтран тытӑнса ҫӗнӗ кадастр хакне кура налук хума тытӑнӗҫ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫурҫулта Чӑваш Енӗн тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен 8,8 процент чакнӑ-мӗн. Тавар ҫаврӑнӑша долларпа илсе кӑтартнӑ та, пӗтӗмпе вӑл 210,47 миллион долларпа танлашнӑ-мӗн.
Суту-илӳ балансне илсен, ют ҫӗршывран пирӗн пата килекен тавар калӑпӑшӗ кунтан каяканнинчен 79,69 миллион долларлӑх нумай иккен. Ҫапах та ют ҫӗршыва каякан продукци калӑпӑшӗ 6,4 процент ӳснине, импорт вара 14,3 процент сахалланнине палӑртмалла. Тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнче экспорт 31 процент йышӑнать, ыттине — импорт.
Пирӗн республикӑна продукцин ытларах пайӗ Китайран (37%), Италирен (10%), Германирен (9,7%), Бельгинчен (6,2%), Украинӑран (5,6%) килет иккен. Чӑваш Енри предприятисем вара чылай чухне Украинӑна (46,5%), Словакине (7,6%), Молдавине (5,4%), Швейцарине (5%), Венесуэлӑна (3,7%) ӑсатаҫҫӗ.
Халӗ вара мӗн сутса туяннине тишкерер. Урӑх ҫӗре ӑсатаканни шутӗнче хими промышленноҫӗн таварӗ 70 процента яхӑн йышӑнать, 24,8% — машин тумалли пайсем. Маларах каланин калӑпӑшӗ кӑҫал пӗлтӗрхи ҫурҫулхинчен 51 процент таран нумайланнӑ иккен. Сӑмах май, пирӗн пата та хими продукцийӗ самай килет. Ҫав енӗпе пӗтӗмӗшле тавар ҫаврӑнӑшӗнче вӑл 52,3 процент йышӑнать.
Республикӑри тӗрлӗ харпӑрлӑх хурмиллӗ предприятисем рабочисем ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ӗҫ тата ӗҫлев федерацин службин ертӳҫин ҫумӗпе Иван Шкловцевпа тӗл пулсан асӑнса хӑварнӑ иккен. Предприятисене 20 пин ҫын таран рабочи кирлӗ-мӗн, ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗх центрӗсенче 5 пин ҫын кӑна шутра тӑрать иккен.
Сӑнавҫӑсем ҫак лару-тӑрӑва епле хаклани пирки калама хӗн те, анчах, ман шутпа, кунта темиҫе сӑлтав. Ҫав шутра вӑй питтисенчен чылайӑшӗ ют региона ӗҫлеме ҫӳрени те пурах. Уйрӑмах — Мускава. Пӗлнӗ тӑрӑх, Питӗр, Сочи хулисене, Урал тӑрӑхне ҫитекенсем те ҫук мар.
Ҫапла Чӑваш Ен Правительстви йышӑннӑ. Кунта сӑмах пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе пирки пырать. ЧР Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ҫав виҫене кӑҫалхи иккӗмӗш кварталшӑн ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗнчисенчен ӑна 4 процент хӑпартнӑ. Эсир пӗлетӗр пулӗ ӗнтӗ, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ҫынсен категорине кура кӑштах уйрӑлса тӑрать. Ачасем валли ҫав виҫене, акӑ, уйӑхсерен 6 пин те 162 тенкӗ кирлӗ тесе йышӑннӑ, пенсионерсене — 5 пин те 167 тенкӗ, вӑй питтисене — 6 пин те 603 тенкӗ.
Экономика преступленийӗсем тунисене нумаях пулмасть пирӗн ҫӗршывра каҫарма йышӑнчӗҫ. Анчах пурне те мар. Саккуна хирӗҫле ҫак ӗҫе хӑратса, вӑйпа усӑ курса тунӑ тӑк каҫарасса кӗтсе илеймӗн. Амнисти ҫур ҫуллӑха пырать. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Ҫак вӑхӑтра Раҫҫейӗпе пурӗ 10 пине яхӑн ҫын ирӗке тухмалла. Ҫав шутра Чӑваш Енри икӗ усламҫӑ та пур-мӗн. Кун пирки усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Владимир Иванов Regnum информаци агентствине пӗлтернӗ. Ыттисене, айӑплав вӑхӑтне тӗрмере лармасӑр ирттерекенсене, — ун пеккисем вӑтамран пӗр 100 ҫын таран — каҫарас шанчӑк пур-мӗн.
Раҫҫейре экономика каҫарӑвӗ ҫинчен калакан йышӑну вӑя кӗнӗ. Вӑл ҫур ҫуллӑха пырӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӗршыври тӗрмере ларакансене 10 пин ҫын таран ирӗке кӑларӗҫ. Анчах пурне те мар. Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ преступлени тунисене. Сӑмахран, автор прависене пӑснипе тимӗр карта леш енне ҫакланнисене, банк ӗҫ-хӗлӗпе саккуна пӑсса аппаланнисене, кредита саккунлӑ мар майпа илнисене, тавар паллине саккунлӑ мар майпа усӑ курнисене, кредит парӑмне е татам налука тӳлес марришӗн пӑрӑнса ҫӳренисене...
Ҫапах та ирӗке пули-пулми кӑлармӗҫ. Экономика амнистине лекес тесен хайисен хӑйсем шар кӑтартнисен умӗнчи парӑма е татмалла, е татма шантаракан хутсемпе ӗнентерсе памалла. Анчах преступление тунӑ чух вӑйпа усӑ курнӑ е унпа усӑ курассипе хӑратнисене вара ку «ачашлав» пырса тивмӗ.
Чӑваш Ен промышленноҫ предприятийӗсен кӑҫалхи пилӗк уйӑхри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ. Шел те, анчах, пӗтӗмӗшле илсен, асӑннӑ отраслӗн хальхинче хӑпартланмалли ҫукрах. Иртнӗ ҫулхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенчипе танлаштарсан производство калӑпӑшне вӑл 15 процент чакарнӑ. Ҫакӑ «Промтрактор-Вагон», «Промтрактор», «Промтрактор-Промлит», «Химпром» предприятисенче, Шупашкарти агрегат тата электроаппаратура савучӗсенче уйрӑмах вӑйлӑ сисӗннӗ иккен.
Ташлама пӗлменнине темӗскер чӑрмантарни пирки калать те чӑваш, ҫапах та сӑлтавне тишкерес пулсан продукцие туянакансем сахалланнипе, илекенсем таваршӑн вӑхӑтра татӑлманнипе тата ыттипе ҫыхӑнтараҫҫӗ иккен. Тата ҫаврӑнӑша ярса пымалӑх укҫа ҫитсе пыманнипе, промышленноҫ предприятийӗсене вара вӑрах вӑхӑтлӑх кредит лекменнипе те сӑлтавлаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑх продукцине туса илессин, ваккӑн тавар ҫаврӑнӑш калӑпӑшӗ, халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳресси ӳснӗ.
Ҫак кунсенче Республика кунне халалласа Чӑваш Енре тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫакӑн пек хӗрӳ график вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери экономика формуне ҫитсе килме вӑхӑт тупнӑ.
Унта Михаил Васильевич «Сименс» компанин Раҫҫейри тата Вӑтам Азинчи президенчӗпе Дитрих Мёллерпа тӗл пулса калаҫнӑ. Усламҫӑ Чӑваш Енре регионсем хушшинчи сервис центрӗ тӑвас шухӑшлине палӑртнӑ иккен. Предприяти медицина оборудованине юсассипе специализациленмелле иккен. Калаҫу вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех «Сименс» производствине Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче йӗркелес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Компани элчисем ҫитес уйӑхӑн 8-9-мӗшӗсенче Шупашкара килме шухӑшлаҫҫӗ имӗш.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Георгий Полтавченко суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, социаллӑ тата культура пурнӑҫ енӗпе 2013-2014 ҫулсенче килӗштерсе ӗҫлесси пирки икӗ енлӗ килӗшӳ тунӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта Мускав хулинче экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫлекенсем пулнӑ. «Бизнес-Марафон 2013» проекта пурнӑҫланӑ май пирӗн пата килсе килсе ҫитнӗскерсем тӗрлӗ министерствӑра пулнӑ, хӑйсем тӗллевӗпе паллаштарнӑ.
Курнӑҫу ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинчен пуҫланнӑ. Асӑннӑ ведомство ертӳҫи Алексей Табаков Чӑвашри предприятисем пирки каласа кӑтартнӑ.
Министерствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, мускавсем икӗ енлӗ 80 килӗшӳрен кая мар алӑ пусма палӑртаҫҫӗ-мӗн.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри ҫынсен кӑҫалхи кӑрлачпа авӑн уйӑхӗсенчи вӑтам ӗҫ укҫи 16 503,90 тенкӗпе танлашнӑ. Атӑлҫи федераллӑ округри тӑрӑхсемпе танлаштарас пулсан ҫак кӑтарту Мӑкшӑпа (13 816,70) Мари Эл (15 405, 10) республикӑрисенчен тата Киров облаҫринчен (16 078,90) пысӑкрах. Чи пысӑк вӑтам ӗҫ укҫи вара — Тутарстанра, вӑл 22 295,80 тенкӗпе танлашать.
Ыттисенчен ытларах республикӑра укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнче (23 916 тенкӗ) ӗҫлекенсем, ҫурт-йӗр тӑвакансем (19 914) пулнине кӑтартать Чӑвашстат. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан ӗҫ укҫи пӗтӗмӗшле 12,4% ӳснӗ. Ҫак кӑтарту Перӗм енӗпе Чулхула облаҫӗнче сахал пулнине пӗлтернӗ — 7,4% тата 7,5% кӑна. Пенза облеҫӗпе Тутарстанра вара — самай ӳснӗ: 13,9 тата 13,2%.
Вӑхӑтра тӳлемен ӗҫ укҫи калӑпӑшӗ паянхи куна 62 245 пин тенкӗпе танлашать иккен, кӑрлач уйӑхӗпе пӑхсан 21,4% чакнӑ.
Пӗлме: 1970 ҫулта Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 87 тенкӗпе танлашнӑ, вӑл вӑхӑтрах Мари Элте 96 тенкӗ, Мӑкшӑ Республикинче — 91 тенкӗ тӳленӗ. 1975 ҫулхи кӑтартусем: Чӑваш Енре — 113 тенкӗ, Мари Элпе Мӑкшӑ республикисенче — 124 тата 122 тенкӗ. 1985 ҫулта вӑтам ӗҫ укҫи 160 тенке ҫитнӗ, маларах асӑннӑ республикӑсенче — 168 тата 169 тенкӗне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |