Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев-Трер 70 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ ҫыннӑн юбилейне кӗркунне, театрта черетлӗ сезон уҫӑлсан, чыслӑн уявлама палӑртнӑ.
Вӑлах — поэт, вӑлах — куҫаруҫӑ, вӑлах — актер, вӑлах — режиссер, вӑлах — драматург. Пӗр сӑмахпа, тӗлӗнмелле нумай енлӗ тата тӗлӗнмелле пултаруллӑ ҫын. «Саншӑн кам вӑл Иосиф Дмитриев-Трер?» ыйтӑва пиртен кашни расна хуравлать пулӗ.
«Кил умӗнчи лаштра йӑмра
Пуҫне сулларӗ тухӑҫа,
Ял хушшинчи ват куками
Пил пачӗ ӗмӗр манайми.
Ҫут сывлӑмпа ура йӗпенчӗ,
Килтен тухсан хӗвел хӗрелчӗ», — тахӑҫан вуланӑ сӑвӑ йӗркисемпе кӗрсе юлнӑ асӑма Иосиф Дмитриев. Е тата «Килен-каян, яту ят пултӑр, иртен-ҫӳрен, ҫулу ҫул пултӑр. Мана пӗччен хӑварӑр» йӗркесем. Йӑнӑшмастӑп пулсан, вӑл та унӑн. Арпаштартӑм пулсан айӑп ан ту, вулаканӑм тата хисеплӗ Иосиф Александрович.
Иосиф Трер Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинче ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институтӗнче актер уйрӑмне, каярах Мускаври А. В. Луначарский ячӗллӗ театр искусствин институтне вӗренсе пӗтернӗ.
Куҫма Чулкаҫ шухӑшласа кӑларнӑ сӑнара, Лапшу Ҫтапанне, пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ. Чулкаҫ Жюль Верн, Свифт, Мамин-Сибиряк, Гайдар хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ.
Ҫак ятпа Литература музейӗнче уяв йӗркеленӗ. Куҫма Чулкаҫ чӑваш литературинче «Лапшу Ҫтаппанӗ», «Упа тытни», «Кӗтӳ ачи», «Хӑвӑл каска», «Пулӑҫӑ халапӗсем» тата ытти хайлавпа палӑрнӑ. Унӑн сӑнарӗсем кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫухалса каймаҫҫӗ. Ҫыравҫӑ хӑй те йывӑр пурнӑҫа шӳтпе ҫемҫетме пӗлнӗ.
Куҫма Чулкаҫ выҫлӑх ҫулӗсенче Чулхулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ, ӑна вырӑссем пулӑшнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасра ҫуралнӑ. Унта унӑн ятне манмаҫҫӗ. Литература каҫне унӑн ентешӗсем, ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем килнӗ, Куҫма Чулкаҫа аса илнӗ.
Паян Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн, РСФСР тата ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РФ хисеплӗ ҫӗр йӗркелӳҫи, Етӗрне районӗн тата Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Аркадий Айдак ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ, асӑннӑ тӑрӑхри «Лениская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоза чылай ҫул ертсе пынӑ ҫын В. Давыдов-Анатри сӑввипе А. Асламас (вӑл та Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ) кӗвӗленӗ «Чупрӑм тухрӑм кӳлӗ хӗррине» юрра питӗ килӗштернине пурте илтмен пулӗ.
Аркадий Айдака ҫывӑх пӗлнӗ Валентин Григорьев журналист паян «Хыпар» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи паллӑ аграрин сасси уҫӑ та янӑравлӑ пулнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «мӑнаҫлӑн тулли сасӑпа юрланӑран хӑшӗ: «Айдак юрлама пуҫласан ялтан курак тухса тарать пуль», — тенӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкарта пурӑнакан икӗ ветеран пӗрле 60 ҫул пурӑннине палла тунӑ. Шабаровсем ЗАГСӑн хисеплӗ юбилярсен кӗнекинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура алӑ пуснӑ.
Алексей Никонович — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑл Ҫӗнтерӗве Хӗвелтухӑҫ Украинӑра кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен службӑра юлнӑ. Вӗсем бандеровецсене хирӗҫ кӗрешнӗ. Алексей Никонович тӑван тӑрӑха 1951 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Пулас мӑшӑрне Роза Петровнӑна вӑл театрта тӗл пулнӑ.
Ҫамрӑксем тепӗр тӑватӑ ҫултан ҫеҫ пӗрлешнӗ. Вӗсем хӗрпе ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. Ачисем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ: мусӑкҫӑ пулнӑ.
Мӑшӑр юратупа хисепе мӗнле упраса хӑварнӑ-ха? Роза Петровна вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: кунне пӗр-пӗрне 4 хутран кая мар ыталамалла. Шабаровсем пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, 60 ҫул шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнаҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Фаина Александрова 1922 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Ункӑҫумри пуҫламӑш шкулта, кайран Тракри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче Красноармейскинчи вӑтам шкулта кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. 1945–1948 ҫулсенче райпланра плановикра ӗҫленӗ.
1943 ҫулта Афанасий Михайловпа ҫемье ҫавӑрнӑ. 5 ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 1948 ҫулта пурнӑҫ кинемее Шор-Пусай ялне илсе ҫитернӗ. Унта вӑл 75 ҫула ҫитичченех колхозра ӗҫленӗ.
Халӗ Фаина Тимофеевна пӗчченех пурӑнать. Ветеран сурӑхсем, чӑхсем усрать.
95 ҫулхи юбилей ячӗпе Фаина Тимофеевнӑна Элӗк район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Павлов тата Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Сорокин саламланӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫак кунсенче Федор Мадуровӑн «Вӑрҫӑ ачисем» куравӗ ӗҫлет. Унта художникӑн скульптурипе, графикипе тата живопиҫӗпе паллашма пулать. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн 75 ҫулхине халалласа йӗркеленӗ.
Курава уҫма республикӑри тӳре-шара: культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен «Пехил» общество организацийӗн правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ, художник ҫуралнӑ Шӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинчен тухнӑ ентешлӗхӗн пайташӗ Анатолий Ухтияров тата ыттисем хутшӑннӑ.
Вячеслав Ориновпа Юрий Исаев юбиляра курав уҫӑлнӑ ятпа саламласа республикӑн ӳнер ӗҫне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав хучӗпе чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Леонид Порфирьевич Петровӑн «Кайӑк-кӗшӗкӗн чӑвашла ячӗсене танлаштаруллӑ-историллӗ тӗпчесе пӑхни» электронлӑ ӑслӑлӑх кӑларӑмне хӑтларӗҫ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче институт директорӗ Петр Краснов, институтӑн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Геннадий Николаев, наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗн пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн филологи кафедрин доценчӗ Анна Егорова, институтӑн филологи енӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Геннадий Дегтярев, педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ Татьяна Денисова, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ Василий Кервен тата ыттисем пулчӗҫ.
Калас пулать, паян Леонид Порфирьевич Петровӑн ҫуралнӑ кунӗ — вӑл 60 ҫул тултарчӗ. Электронлӑ кӑларӑм хӑтлавӗнче вӑл хӑй те сӑмах илчӗ, ӑслӑлӑх ҫулне ӑна валли ачалӑхри «Дефис» ятлӑ лаша уҫни пирки каласа пачӗ. Леонид Порфирьевич пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл лашана, иккен, хӑй вӑхӑтӗнче колхоз чикансенчен тӑватӑ сурӑхла ылмаштарса илнӗ. Лаши хӑрах куҫлӑ пулнӑ, ҫавах та питӗ патвар та вӑйлӑскер.
Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Васильевич Васильев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑ, мӑшӑрӗпе пӗрле 7 ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ.
Иван Васильевич 1917 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл салтака тухса кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан каччӑ III Украина фронтне лекнӗ. Чӑваш каччи фронтра кун кӗнекине ҫырса пынӑ. Халӗ вӑл — ҫемьен чи хаклӑ тупри. Ветеранӑн кун кӗнекипе ӳсекен ӑрӑва паллаштараҫҫӗ. Иван Васильевич вӑрҫӑран лейтенант званийӗпе таврӑннӑ.
Ветеран халӗ хӗрӗ патӗнче, Шупашкарта, пурӑнать. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен шкулта истори тата географи предмечӗсене вӗрентнӗ.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Космоса парӑнтарнӑ хӗрарӑм» савӑнӑҫлӑ мероприяти иртет. Ӑна Совет Союзӗн паттӑрӗ, тӗнчери пӗрремӗш космонавт-хӗрарӑм Валентина Терешкова 80 ҫул тултарнине халалласа йӗркелӗҫ.
Мероприяти 16 сехетре пуҫланать. Унта кирек кама та тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Аса илтерер: Валентина Владимировна Терешкова пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш космонавт-хӗрарӑм 80 тултарнӑ май Шупашкарта мероприятисем тата ирттерме палӑртнӑ.
Валентина Терешкова — Андриян Николаев космонавтӑн арӑмӗ пулнӑ. Вӗсем 1963 ҫулта пӗрлешнӗ. 18 ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ. Вӗсен хӗр Елена ҫуралнӑ. Вӑл тухтӑр профессине суйланӑ.
Республика шайӗнче тухса тӑракан обществӑпа политика хаҫачӗсенчен пӗри, «Советская Чувашия», паян пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Сумлӑн, тивӗҫлипе. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ҫутӑ та илемлӗ залне пуҫтарӑнса.
Юбилея халь ӗҫлекенсене ҫеҫ мар, унччен ҫав тытӑмра тӑрӑшнисене, хаҫата вулакансемпе тӳре-шарана пуҫтарнӑ. Сцена ҫине тухса калаҫнисем хаҫата ырланӑ, унӑн пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланине палӑртнӑ.
Самана таппипе тан пыма хӑтланса хаҫат ята пӗрре ҫеҫ мар ылмаштарнӑ. Африкан Соловьев редактор вӑхӑтӗнче вӑл «Газета, с которой советуются» слоган тупса идеологи сӗмӗнчен пӑрӑннӑ та бреэнда ҫаврӑннӑ «Советская Чувашия» ятпах юлма пултарнӑ. Паян кӑларӑм слоганӗ — «Газета на все времена».
Ҫи-пуҫа кура кӗтсе илеҫҫӗ тетпӗр-ха, ҫапах та чи кирли — тӗшши. Пичет кӑларӑмӗ вулаканшӑн чун апачӗ пулсан ӑна ҫын алӑран ямӗ. Ҫавна суннӑ та уява пуҫтарӑннисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |