Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗр ӗмӗр чиккине ҫитнӗ милици лейтенантне Ксения Редькована юбилейпа саламланӑ. 100 ҫулхи кинемей — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ те. Ҫуралнӑ кунпа салам хутне ӑна РФ Президенчӗ те ярса панӑ.
Михаил Игнатьев Владимир Путин саламне ватӑ патне ҫитернӗ май Ксения Редькова ӑрӑвӗ ҫӗнтерӳҫӗсен легендарлӑ тапхӑрӗ тесе палӑртнӑ.
Унтан Элтепер Ксения Редькована ӗҫшӗн тав тунӑ, унпа пӗрле тӑрӑшнисем ӑна ырӑпа палӑртнине асӑнса хӑварнӑ.
Ксения Редькова вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче фельдшер пулнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе те чысланӑ.
Юбиляра Элтеперсӗр пуҫне республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин, Валерий Филимонов спикер тата ыттисем саламланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян 55 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1962 ҫулта Шупашкар районӗнчи Тӑманакассинче (халӗ вӑл Кӗҫӗн Турхан ялӗн урамӗ шутланать) ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче «Агрономи» специальноҫне алла илнӗ, тепӗр ҫичӗ ҫултан вӑл юриспруденци дипломӗллӗ пулса тӑнӑ. Михаил Васильевич ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ шутланать.
Ӗҫ биографине Михаил Игнатьев «Химпром» акционер обществинче электромонтертан пуҫланӑ. Каярах вӑл тӑван «Прогресс» колхозра уй-хир бригадирӗнче, производство участокӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. 25 ҫула ҫитсен ӑна хуҫалӑха ертсе пыма шаннӑ. 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑка районти Депутатсен пухӑвне суйлани те — Михаил Васильевичӑн биографийӗнчи сумлӑ йӗрсенчен пӗри. 1996 ҫулта Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тимлеме тытӑнать. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулма шанаҫҫӗ. 2002 ҫулта вара ял хуҫалӑх министрне лартаҫҫӗ. 2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Михаил Игнатьев Чӑваш Ене ертсе пырать.
Ӗнер Чӑваш Енӗн ваттисен канашӗн пайташне Петр Ивантаева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченӗсенчен пӗри 75 ҫул тултарнине халалласа ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ.
Юбиляра Михаил Игнатьев Элтепер, РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, ЧР Патшалӑх канашӗн ытти депутачӗсем, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева саламланӑ.
«Мана сирӗн юбилейра пулма пысӑк чыс», — тенӗ Михаил Игнатьев Петр Ивантаева сума суса. Унтан вӑл юбиляр республика аталанӑвӗшӗн хӑй вӑхӑтӗнче нумай ырӑ ӗҫ тунине, ҫав вӑхӑтрах иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче профсоюзра ӗҫленӗ чух та халӑхшӑн нумай тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Наум Урхи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш литература чӗлхин норми тата хальхи пуплев практики» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пуласси пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Конференци институтӑн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче пулчӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Эдуард Лебедев (вӑл чӑваш чӗлхи тӗпчевҫин ӗҫӗсем пирки каласа пачӗ), Николай Егоров, Виталий Сергеев, Атнер Хусанкай, Олег Студенцов, Юрий Виноградов, Владимир Иванов (Наум Урхин «Фауст» куҫарӑвӗ пирки каласа пачӗ), Александр Кузнецов тата ыттисем пулчӗҫ.
Конференцие ҫавӑн пекех Наум Урхин тӑванӗсем, ачи тата мӑнукӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем чӑвашла пӗлменрен конференци вырӑсла иртрӗ. Халӗ Украинӑра ӗҫлесе пурӑнакан Наум Андреевичӑн мӑнукӗ Елена Дегтярёва хӑйӗн аслашшӗ ун асӗнче мӗнпе асра юлнине каласа пачӗ. Вӑл уйрӑмах чӑваш чӗлхине пӗлменнишӗн куллянчӗ — хӑй вӑхӑтӗнче шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентмен иккен. Халӗ, 60-тан каҫнине пула, шел пулин те вӗренейместӗп тесе палӑртрӗ. Ҫавах аслашшӗ ҫырнӑ кӗнекесене (чӑвашлисене) питӗ вулас килни пирки пӗлтерчӗ.
Паян Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри паллӑ скульпторсенчен пӗри Владимир Нагорнов (Тутимӗр Сувар) 60 ҫул тултарнӑ. Ӑна чылайӑшӗ пысӑк монументсен авторӗ пулнипе пӗлет-тӗр. Портретсен галерейи те унӑн пуян. Атӑл кӳлмекӗ хӗрринчи Амӑш палӑкӗн авторӗ те — Владимир Нагорновах. 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫнӑскере хӑшӗсем халӗ Шупашкарӑн элемӗ кӑна мар, Чӑваш Енӗн те тесе хаклаҫҫӗ.
Скульпторӑн ытти паллӑ ӗҫӗ шутӗнче, тӗслӗхрен, Пушкӑртстанри Слакпуҫӗнче (1991 ҫулта) тата Шупашкарта (1995 ҫулта), Шупашкарта Петӗр Хусанкая, Чӗмпӗрте Иван Яковлева, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи шкулта ҫунса вилнисене чысласа лартнӑ палӑксене асӑнма пулать.
Владимир Нагорнов Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнче ҫуралнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Шупашкарти Литература музейӗнче Уйӑп Мишши ҫурланӑранпа 105 ҫул ҫитнине асӑнса литература каҫӗ иртмелле.
Михаил Шумилов 1911 ҫулта чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Мӑштавӑшра ҫуралнӑ. Шупашкарти коммуна шкулӗнче, унти педагогика техникумӗнче тата Чулхулари педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Вӗрентекенте те ӗҫленӗ, «Сунтал» журналта редакторӑн ҫумӗ тата яваплӑ секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Чӑваш Енри писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗнче тимленӗ, «Тӑван Атӑл» литература альманахӗнче тӑрӑшнӑ.
Уйӑп Мишшин пӗрремӗш сӑввисем 1925 ҫулта «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатсенче тата Мускаври «Ӗҫлекен сасси» журналсенче ӗҫленӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан унӑн пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ.
Юбилея халалланӑ каҫра «Илӗртӳллӗ инҫет» курав уҫмалла.
Ӗнер республикӑри авалхи концерт учрежденийӗ — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ — 80 ҫулхине уявланӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятине Михаил Игнатьев Элтепер тата чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов та хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтри хореографин ташӑ ушкӑнӗн артистне Ирина Гавриловӑна, Кристина Игнатьева хореографа, «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗн вокалистне Александр Ильина Михаил Игнатьев алла ҫыхмалли сехет парнеленӗ.
Филармони пуҫлӑхӗ Николай Казаков республика Правительствине пулӑшса пынишӗн тав тунӑ май артистсене те ырланӑ: «Паян эпир курни – пултарулӑхӑн анлӑ ҫулӗн пуҫламӑшӗ кӑна, ҫавӑнпа та эпӗ пирӗн тӗлӗнмелле пултаруллӑ артистсем пуррипе мӑнаҫланатӑп", — тенӗ ӑста композитор.
Савӑнӑҫлӑ уяв пысӑк концертпа малалла тӑсӑлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан мӑшӑр кевер туя паллӑ тунӑ. Феликс Мееровичпа Галина Николаевна Нисневичсем пӗрле 60 ҫул пурӑнаҫҫӗ.
Мӑшӑра загс ӗҫченӗсем саламланӑ. Вӗсем Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран та салам сӑмахӗсем илсе килнӗ.
Нисневичем 60 ҫул пӗрле пурӑнсан та ӑшӑлӑхпа юратӑва ҫухатман, пӗрле йывӑрлӑхсене ҫӗнтернӗ. Халӗ те вӗсем пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ.
Мӑшӑр пӗр хӗре кун ҫути кӑтартнӑ. Евгения ашшӗ-амӑшне виҫӗ мӑнукпа савӑнтарнӑ. Мӑнукӗсен виҫӗ ачипе те Нисневичсем савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тепӗр икӗ ҫултан пӗр ӗмӗр тултарать. Тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи театрне 1918 ҫулта Иоаким Максимов-Кошкинский Хусанта йӗркеленӗ. Репертуарти пӗрремӗш спектакль — Алексей Островскин «Не так живи, как хочется»(чӑв. Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн) пьеси тӑрӑх лартнӑскер. Паян театра СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев режиссер илемлӗх ертӳҫи пулса ертсе пырать.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Чӑваш академи драма театрне хатӗрленсе ирттермелли мероприятисем ирттересси пирки 163-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Вӗсене 2017—2018 ҫулсенче йӗркелемелле. ЧР Министрсен Кабинечӗн ку енӗпе ӗҫ ушкӑнӗ тата план хатӗрлемелле, муниципалитетсене тата кирек епле харпӑрлӑхлӑ организацисен те мероприятисене хутшӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 85 ҫулхине уявлать.
Асӑннӑ хулара выльӑх-чӗрлӗх техникумӗ уҫма 1931 ҫулта Чӑваш АСССРӗн Ҫӗрӗҫ халӑх комиссариачӗ йышӑннӑ. Унта вӗренме пынисем сӗт-ҫу выльӑх-чӗрлӗхӗн, сысна туса илессин тата выльӑх апачӗ хатӗрлессин вӑрттӑнлӑхне шӗкӗлченӗ. 1934 ҫулта унтан пуҫласа специалистсем вӗренсе тухнӑ. 1934 ҫулта унта агрономсене вӗрентме тытӑннӑ, 1947-мӗшӗнче ял хуҫалӑх механизацийӗ валли специалистсем хатӗрлеме пуҫланӑ.
Аграрипе технологи техникумӗ ятпа вӗренӳ заведенийӗ 2008 ҫултанпа пурӑнать. 5-мӗш професси училищипе пӗрлештернӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пек пулса тӑнӑ вӑл.
Юбилей чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра акт залӗнче пуҫланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |