
Шупашкар округӗнче паян велосипедпа пынӑ 67 ҫулти хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх автоинспекцийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» машинӑпа пынӑ 58 ҫулти водитель ҫул хӗррипе кайнӑ чухне велосипедистка ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм аманнӑ, ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу больницине илсе ҫитернӗ.
Водитель акӑ епле ӑнлантарса панӑ: хӗрарӑм кӗтмен ҫӗртен машина еннелле пӑрӑннӑ. Ун ҫине пырса тӑрӑнас мар тесе водителӗн хирӗҫ ҫул ҫине тухма тивнӗ. Анчах пур-пӗрех водитель велосипеда кӑштах пырса ҫапнӑ. Хӗрарӑм асфальт ҫине ӳкнӗ.

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Электросамокатпа ярӑннӑ арҫын ача машина айне лекнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварире автомашина водителӗ айӑплӑ. Руль умӗнче 33 ҫулти арҫын ларнӑ.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионерсен урамӗнче пынӑ чухне электросамокатпа пынӑ 11 ҫулти арҫын ачана асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Аманнӑ ачана Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиника больницине илсе кайнӑ.

Ӗнер ирхине Шупашкарта шыв турттаракан ГАЗель водителӗ ҫынна таптаса кайнӑ. Ку инкек Мир проспектӗнче автовокзал патӗнче пулнӑ.
ГАЗель рулӗ умӗнче 29 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл ҫуран утакансем ҫӳрекен вырӑнта каялла каялла чакнӑ чухне 75 ҫулти арҫынна асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Арҫын ӳксе машина айнех пулнӑ.
Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман – вӑл темиҫе сехетрен вилнӗ.

Паян ирхине Муркаш округӗнче 86 ҫулти водитель аварие лекнӗ. Ку инкек 6 сехет те 40 минутра пулнӑ.
Ватӑ арҫын машинӑпа пынӑ чухне руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Вӑл – 3-мӗш ушкӑнри сусӑр, водитель стажӗ – 68 ҫул. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ.
Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем унӑн инсульт пулнине палӑртнӑ, ӑна Шупашкара Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

Красноармейски округӗнче ҫӗрле 40-ри хӗрарӑм ҫул варрипе утнӑ чухне машина айне пулнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ.
Ку инкек авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 23:30 сехетре «Кетра» савут патӗнче пулнӑ. «Киа» машинӑпа пынӑ 23-ри водитель ӑна асӑрхаса ӗлкӗреймен, ун ҫине пырса кӗнӗ.
Хӗрарӑм Красноармейски салинче пурӑннӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл ҫӗрле кӳршӗ ялтан хӗр тусӗ патӗнчен таврӑннӑ.
Инкек умӗн кӑшт маларах иртсе кайнӑ машина регистраторӗнчен ҫакӑ паллӑ: водитель тӗлӗнмелле майпа хӗрарӑм ҫине пырса кӗмен, ӑна ҫул ҫинчен ҫавӑтса тухас тесе чарӑннӑ. Анчах... кая юлнӑ. Ӑна хыҫра пынӑ машина ҫапса кайнӑ.

Шел те, Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗнче аварире шар курнӑ 9 ҫулти хӗрача пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Тухтӑрсем Софийӑн пурнӑҫӗшӗн ултӑ кун кӗрешнӗ. Анчах пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман – вӑл аварире йывӑр суранланнӑ ҫав.
Ку инкек нумай пулмасть пулнӑ. Велосипедпа пынӑ хӗрача ҫине ВАЗ-2115 машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 18-ти каччӑ ларнӑ, унӑн права та ҫук. Ҫак кунсенче унӑн автошкулта экзамен тытмалла пулнӑ. Вӑл килти машинӑна амӑшӗнчен ыйтмасӑрах тапратса кайнӑ.

«Университет — Кӳкеҫ» маршрутпа хутлакан 153-мӗш автобус сехетре пӗр рейс тӑвӗ.
Асӑннӑ маршрутпа ҫӳреме республикӑн Транспорт министерстви Мари Элти «Фортуна» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӗве авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ирхи пӗрремӗш рейс 6 сехет те 50 минутра ҫула тухмалла, каҫхи юлашки рейс — 19 сехет те 50 минутра. Пӗтӗмпе 12 рейс пулӗ.

Шупашкарти дальнебойщик Новосибирскран Мускава кайнӑ чухне ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫта пулнине ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.
Евгений Кудряшов М-5 ҫул ҫинче ҫухалнӑ. Мускава кайнӑ чухне вӑл ирхине аварие лекнӗ – унӑн фури кювета тухса кайнӑ. Иртен-ҫӳрен водитель чарӑнса ӑна пулӑшу сӗннӗ, анчах вӑл хирӗҫленӗ. Тепӗр 20 минутран ҪҪХПИ ӗҫченӗсем килнӗ, анчах унта никам та пулман. Докуменчӗсем, банк карттисем ҫавӑнтах юлнӑ.
3-4 кунран водителе шырама пуҫланӑ. Арӑмӗ каланӑ тӑрӑх, авариччен 2 сехет маларах вӑл упӑшкипе телефонпа калаҫнӑ, унӑн кӑмӑлӗ аванах пулнӑ.
Ҫывӑхри вӑрманта йӑлтах шыранӑ. Авари вырӑнне арӑмӗ те килнӗ. Анчах водителе тупайман. Арӑмӗн шухӑшӗпе, упӑшкине укҫа ыйтса илес тӗлӗшпе вӑрланӑ.

Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗнче, «Волжанка» санатори тӗлӗнче пулса иртнӗ ҫул ҫинчи инкекре тӑваттӑн аманнӑ.
«Лады Калина» машинӑпа пыракан 20 ҫулти качча хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Вӑл «Мазда» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. «Маздӑн» 45 ҫулти водительне, «Калинӑра» пулнӑ 19-ти икӗ хӗре пульницӑна ӑсатнӑ.
«Калина» водителӗ уйрӑмах хытӑ аманнӑ. Вӑл водитель правине 2023 ҫулта илнӗ иккен, хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн кӑҫал кӑна ӑна административлӑ майпа 10 хутчен явап тыттарнӑ.

Мускавра пилотсӑр ҫӳрекен трамвайсем пуҫласа ҫула тухнӑ. Вӗсем 10-мӗш маршрутпа, «Щукинская» метро чарӑнуран пуҫласа Таллин урамӗ пуҫланнӑ ҫӗре ҫитеҫҫӗ.
Проектшӑн яваплисем ӗнентернӗ тӑрӑх, пилотсӑр трамвай чарӑнӑва аякранах тата таҫтанах курать, алӑк уҫмаллине, чарӑнмаллине, хӑвӑртлӑха ӳстерсе чакармаллине тата ыттине самантрах ӑнланса илет. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑхӑнать. Маршрута сантиметр таран пӗлет.
