Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Вӗренӳ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри пултаруллӑ каччӑ Данил Тарасов компьютер спорчӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче финала тухнӑ.

Данил кӑҫал Комсомольскинчи 1-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ. Унӑн вӗрентекенӗ – «Точка роста» центрти Петр Родионов. Ун патӗнче вӑл иккӗмеш ҫул ӑсталӑхне туптать. Сӑмах май, Данил чемпионата пӗлтӗр те хутшӑннӑ, ун чухне 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Финал утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускавра иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_14262
 

Спорт
 Надежда Лаврентьева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Надежда Лаврентьева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан 61 ҫулти Надежда Лаврентьева тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ.

Китайри Тайбэй хулинче ҫу уйӑхӗн 17-30-мӗшӗсенче Ветерансен пӗтӗм тӗнчери вӑййи иртнӗ. Унта 107 ҫӗршыври 25 пин ветеран хутшӑннӑ.

Пирӗн ентешӗмӗр унта икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Надежда Лаврентьева 5 тата 10 километра утассипе мала тухнӑ. Ӑна 30 градус шӑрӑх та хӑратман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/8363
 

Спорт
Тамара Дербушева. championat.com сӑнӳкерчӗкӗ
Тамара Дербушева. championat.com сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейӗн битатлонистсен союзӗ ҫӗнӗ, 2025-2026 ҫулти, ӑмӑртусен календарь планне ҫирӗплетнӗ. Хальхинче биалтонистсем 40 хутчен ӑмӑртӗҫ. Иртсе кайнӑ тапхӑрта календарьти плана 45 ӑмӑрту кӗртнӗччӗ. Спортсменсене ун чухлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнма ҫӑмӑл мар. Иртсе кайнӑ тапхӑрта пӗртен-пӗр спортсмен, Тамара Дербушева, ҫеҫ кашнине хутшӑнса пынӑччӗ. Арҫынсем те сиктерннӗччӗ.

Пирӗншӗн, Чаваш Республикишӗн, ырӑ хыпар та пур. Раҫҫейӗн битатлонистсен союзӗн президенчӗ Виктор Майгуров 2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва пирен патра ирттерессине пӗлтернӗ. Унта Сочире иртекен Содружество кубокӗн Альфа-Банк тапхарне кайманнисем килӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-636950_776134
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Тӗнче класлӑ спорт мастерӗн Мальвина Петрова тин кӑна Хусанти марафонра ҫӗнтерни пирки пӗлтернӗччӗ. Спортсменка ав тепӗр ылтӑн медаль те ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ!

Вӑл Чулхулара иртнӗ «Чуп, паттӑр» ыр кӑмӑллӑх ҫурма марафонӗнче финиша чи пӗрремӗш ҫитнӗ. Мальвина дистанцие 1 сехет те 27 минут та 17 ҫеккунтра чупса тухнӑ.

Палӑртса хӑварар: Мальвина – 3 ача амӑшӗ, вӗсене чӑн чӑвашла ят панӑ: Пинерпи, Асамат тата Савир.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13419
 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулти Кирилл Александров ҫак кунсенче Раҫҫей чемпионатӗнче палӑрнӑ. Вӑл Калуга хулинче иртнӗ ӑмӑртура 100 метр дистанцие ишсе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Палӑртмалла: Кирилл – спорт мастерӗн кандидачӗ, Раҫҫейӗн юниорсен пӗрлештернӗ командин резервӗн пайташӗ. Вӑл Мускавра Сергей Жилкин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Халӗ Кирилл 2028 ҫулта иртекен Паралим вӑййисене хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21614
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри спорт гимнастки Елена Герасимова студентсен хушшинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.

Пирӗн ентеш Краснодар крайӗнче иртнӗ турнирта чи вӑйлисен хушшинче палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 15 аслӑ шкулти 100 яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.

Елена тӗрлӗ ҫӳллӗшри бруссем ҫинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех пӗрене ҫинче хӑнӑхтарусем туса тата командӑпа тупӑшса кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21383
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри спортсменка Вера Крылова Чулхулара ишессипе иртнӗ «Ока-Атӑл» ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Турнира Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пирӗн ентеш 2,7 ҫухрӑма пуринчен малтан ишсе тухса пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Палӑртса хӑварар: Вера Крылова «Аквайспорт Чӑваш Ен» федерацире ӑсталӑхне туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21347
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьел округӗнче рысак лашасен «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

«Солнечный» ипподромра иртнӗ тупӑшӑва республика округӗсенчи 21 лаша хутшӑннӑ. Тӗп парнене – Ҫӗнтерӳ кубокне – «Чацкий» ятлӑ тиха ҫӗнсе илнӗ. Унӑн хуҫи – Шӑмӑршӑ округӗнчи Илья Хлюкин.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_432725
 

Спорт
Мальвина Петрова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Мальвина Петрова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Анастасия Красильникова 10 километра чупассипе Хусанти марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва Чӑваш Енри Мальвина Петрова та хутшӑннӑ.

Хусанта ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче иртнӗ ӑмӑртӑва 35 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.

Чӑваш хӗрарӑмӗ 35-39 ҫулсенчи спортсменсем хушшинче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/15781?single
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Анастасия Красильникова 10 километра чупассипе Хусанти марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Михаил Кузнецов тренерӑн вӗренекенӗ 10 ҫухрӑма 32 минут та 29 ҫеккунтра чупса тухнӑ.

Анастасия Красильникова 3 пин километра чупассипе — ҫамрӑксем хушшинче Раҫҫейӗн рекордсменки.

«Ирхине ҫумӑр ҫӑватчӗ, кайран вӑл чарӑнчӗ, чупма ҫӑмӑл пулчӗ, ҫил те вӑйлӑ марччӗ», – каласа кӑтартна спорстменка.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 81
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 20

1843
183
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
137
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
131
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть