
Алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Александров спортра ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Нумаях пулмасть вӑл Японирен виҫӗ медальпе таврӑннӑ.
Кирилл ишесси енӗпе палӑрать. Спортӑн ку тӗсӗпе вӑл пӗчӗк чухнех кӑсӑкланма тытӑннӑ, ашшӗ-амӑшӗ ӑна бассейна илсе кайнӑ. Кирилл Японири Фудзи-Сидзуока хулинче иртнӗ ӑмӑртура арҫын спортсменсемпе ӑмӑртса виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ: икӗ «ылтӑн» тата пӗр «кӗмӗл».
Сӑмах май, нумаях пулмасть Кирилл Александров Калуга хулинче иртнӗ чемпионатра Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Палӑртса хӑварар: Кирилл – 14 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать.

Пирӗн ентешсем, спортсменсем, Раҫҫей чемпионатӗнче пирӗн республика чысне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ.
Ӑмӑрту ҫивӗч пулнӑ: 300 ытла спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн ентешсем 3 медаль ҫӗнсе илнӗ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Фарход Рахмоналиев (52,2 килограмм таран) финалта выляса ярса кӗмӗл медель илнӗ.
Хӗрарӑмсен хушшинче ӑмӑртса Вера Лоткова (56,7 килограмм таран) тата Ева Митрякова (61,2 килограмм таран) пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: спортсменсем Шупашкарти 11-мӗш спорт шкулӗнче Антон Григорьев тата Александр Шмелев тренерсем патӗнче ӑсталӑха туптаҫҫӗ.

Чӑваш спортсменӗсем сетокан-карате енӗпе иртнӗ чемпионатра Маврикире иртекен тӗнче чемпионатне кайма путевка ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Люберцы хулинче пулнӑ.
Пирӗн спортсменсем — Виктор Фомиряков, Владимир Тютин, Артем Портнов тата Сергей Петров — командӑпа тупӑшнӑ кумитэре ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӗсем авӑн уйӑхӗнче иртекен тӗнче чемпионатне кайма хатӗрленеҫҫӗ.
Александр Максимов вара тепӗр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл харпӑр катӑра иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: спортсменсем «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптаҫҫӗ, тренерӗсем – Дмитрий Фомиряков, Сергей Фомиряков тата Валерий Фадеев.

Шупашкар спортсменӗ Виталий Глазков пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ Ази первенствинчен ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Ӑмӑрту Китайри Хайнань провинцире ҫу уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче иртнӗ. Китайри первенствӑна каймалли путевкӑна вӑл кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Мускавра иртнӗ Раҫҫей первенствинче ҫӗнсе илнӗ. Ун чухне Виталий 490 килограмм пухса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Пирӗн ентеш Китайра 53 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл виҫӗ енлӗ кӗрешӳре пӗтӗмпе 500 килограмм пухнӑ.
Палӑртса хӑварар: Виталий В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Тренерӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Вячеслав Кастрюков.

Чӑваш Ен спортсменӗсем Сарӑту облаҫӗнче иртнӗ Samba Trail Team ӑмӑртуран ылтӑн медальсемпе таврӑннӑ. Тупӑшу икӗ кун иртнӗ. Спортсменсен тӗрлӗ вӑрӑмӑш дистанцие парӑнтарма тивнӗ: 19, 33 тата 60 ҫухрӑм. Вӗсем чӑрмавлӑ пулнӑ.
Ӑмӑртӑва 22 регионти 500 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Пирӗн ентешсем унта пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.
Мальвина Петрова 33 тата 19 ҫухрӑмсенче– 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Александр Новиков та 33 тата 19 ҫухрӑмсене чупса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Владимир Нестеров вара 60 ҫухрӑма парӑнтарнӑ та 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Красноармейскинче «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисемшӗн ӑмӑрту иртнӗ. Старта ҫӑмӑл атлетсем тухнӑ.
МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл атлетсен эстафетине кӑҫал Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Республикинчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Ӑмӑртӑва садике ҫӳрекенсен, шкул ачисен, предприяти-организацире ӗҫлекенсен, ветерансен пӗрлештернӗ 23 команди хутшӑннӑ.
Спортсменсене Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев, «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакторӗ Валентина Багадерова ӑнӑҫу суннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксемпе, дипломсемпе, медальсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче «Ялта чи лайӑххисем» агрослет иртӗ. Ӑна кӑҫал Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулне тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Агрослета пултаруллӑ тата хастар ҫамрӑксем, ялта ӗҫлесе пурӑнаканскерсем, хутшӑнӗҫ: тухтӑрсем, вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, спортсменсем… Ҫавӑн пекех унта Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи ҫамрӑксем килӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, парад, ял ҫамрӑкӗсен спартакиади, уха пӗҫерес енӗпе ӑмӑрту иртӗҫ. Ҫавӑн пекех экспертсемпе, общество ӗҫченӗсемпе, влаҫ органӗсен представителӗсемпе уҫӑ дискуссисем пулӗҫ.

Улатӑрта пурӑнакан Варвара Николаева 9 ҫулта кӑна-ха. Анчах ҫитӗнӗвӗсем хӑйӗнчен пысӑк.
Варвара спортра ҫитӗнӳсем тӑвать. Ахӑртнех, ун пирки кӗҫех Улатӑрта мар, ҫӗршывӗпех пӗлӗҫ. Вӑл халӗ Чӑваш Енӗн каратэ енӗпе пӗрлештернӗ командине кӗрет.
Варвара татами ҫинче – 4 ҫул ҫурӑранпа. Тантӑшӗсем урамра пуканелле вылянӑ чухне вӑл спортпа пиҫӗхнӗ. Вӑл тӗнче чемпионӗ Сергей Сергеев патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Варя ку таранччен вун-вун турнира хутшӑннӑ. Анчах ку уншӑн – ӑнӑҫу ҫулӗн пуҫламӑшӗ кӑна-ха.

Сарӑту хулинче ММА енӗпе Атӑлҫи федераци округӗн первенствинче Чӑваш Енри спортсменсем пысӑк ҫитӗнӳсесм тунӑ: пухмача пилӗк медальпе пуянлатнӑ, Раҫҫей первенствине кайма икӗ путевка ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарти 11-мӗш шкулта вӗренекен Нарек Согомонян ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. «Айрон» спорт секцийӗнче ӑсталӑхне туптакан Иван Борисов кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Шупашкарти 11-мӗш шкулта ӑс пухакан Роман Илларионов, Арсений Мартынов тата Арсений Фадеев пӑхӑр медаль илме пултарнӑ.
Нарек Согомонян тата Иван Борисов Раҫҫей первенствине кайма путевка ҫӗнсе илнӗ – унта вӗсем Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗҫ.

Чӑваш Енри фристайлистсем Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» пабликра хыпарланӑ.
Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, фристайл енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑрту пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 2-мӗшӗччен иртӗ. Ӑна Пермь крайӗнчи Чусовой хулинче йӗркеленӗ.
Спортсменсем «ски-кросс» дисциплинӑра икӗ ӳсӗм ушкӑнӗнче (16-20 ҫулсенчисем тата 13-15 ҫулсенчисем) тупӑшӗҫ.
Ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртӑва пирӗн республикӑран пилӗк спорстмен тухса кайнӑ. Вӗсем ҫаксем: Иван Алексеев, Степан Анисимов, Семен Макаричев, Егор Алексеев тата Всеволод Ларин.
Чӑваш Енри спортсменсене ӑмӑртура ҫитӗнӳсем тума, тӗрлӗ медаль ҫӗнсе илсе тӑван тӑрӑха чунтан хавхаланса таврӑнма ырӑ сунатпӑр.
