Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионат иртет. Ӑна ыран саванӑҫлӑ лару-тӑрура 15 сехет ҫурӑра уҫӗҫ.

Ӑмӑртусем 15 пин ҫын вырнаҫакан «Олимпийский» стадионта иртӗҫ. Чемпионата курмашкӑн лекеймесен те кулянмалла мар. Ӑна федераци спорт каналӗсемпе онлайн мелпе кӑтартсах тӑрӗҫ.

Сӑмах май, кун пек чемпионат Шупашкарта 2016 ҫулта иртнӗ. Ун чухне ӑмӑртусене Олимп чемпионки Елена Исимбаева килнӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80437
 

Культура
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче

️Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрмере Уяв иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑвашлӑх уявӗн мероприятийӗ пуян пулнӑ. Сӑмахран, «Уяв пики» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ.

Ӑмӑртӑва 16 пике хутшӑннӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Чӑваш Республикинчен, ыттисем – Тутарстанӑн тӗрлӗ районӗнчен.

Конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑ хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ, тӳресене чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ, юрласа та ташласа кӑтартнӑ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмари Кристина Данилова тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/1744
 

Спорт
t.me/Chuv_today каналти сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ
t.me/Chuv_today каналти сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ

Чӑваш Ен спортсменӗ Владислав Поляшов Раҫҫейӗн спорт гимнастики енӗпе иртекен кубокӗнче ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Паянхи куна илсен вӑл икӗ кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Лаша ятлӑ гимнастика хатӗрӗ ҫинче хӑнӑхтару туса ентешӗмӗр кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл тӳресенчен 13,900 балл пухнӑ. Ун хыҫҫӑн Владислав мӑшӑр кашта ҫинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Мухтанатпӑр ентешӗмӗрпе – маттур спорт гимнасчӗпе!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/5464?single
 

Спорт
"Известия Мордовии" телеграм-каналти сӑн
"Известия Мордовии" телеграм-каналти сӑн

Мӑкшӑ Республикинче Пӗтӗм Раҫҫейри ял Сапантайӗпе килӗшӳллӗн лаша кӳлсе чупакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 1600 метра чупса пирӗн ентеш Инсур Галимзянов финиша чи малтан ҫитнӗ. Вӑл Вернблум Аш ятлӑ лашапа ӑмӑртнӑ. Инсур тӗп парнене - Лада Грантӑна - ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: пирӗн ентешпе пӗрле Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Пенза облаҫӗнчи спортсменсем хӑйсен урхамахӗсемпе ӑмӑртнӑ.

Уява 50 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр пуҫне наци вӑййисемпе конкурсӗсем иртнӗ. Хӑнасем наци апат-ҫимӗҫне тутанса курнӑ. Ҫавӑн пекех концерт, флешмоб пулнӑ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуй» уявне (вӑл хулари «Амазони» паркра иртнӗ) чӑваш пӑхаттирӗсем те пуҫтарӑннӑ. Спортсменсем ӑмӑртнине пӑхма куракансем те йышлӑ пухӑннӑ.

Спортсменсене республика Элтеперӗ Олег Николаев та саламланӑ. «Кӗрешӳ – Чӑваш Республикин наци спорчӗн кӑсӑклантаракан енӗ. Кавир ҫине тухниех ҫитӗнӳ, мӗншӗн тесен кӗрешӳҫӗсем наци спортне аталантараҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи.

Спортсменсем 80 килограма ҫитичченхи тата 80 килограмран йывӑртарах виҫере ӑмӑртнӑ.

80 килограмчченхи виҫере Шупашкарти Станислав Никифоров ҫӗнтернӗ. Шупашкарти тепӗр ар, Александр Ефимов, 80 килограмран йывӑртарах виҫере пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен спортсменки Полина Андреева Сыктывкарта юниорсемпе юниоркӑсен хушшинче йывӑр атлетика енӗпе иртекен ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫӗршывӑн 8 рекордне ҫӗнетнӗ.

Полина 49 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл сулласа 79 кг ҫӗкленӗ, тӗртсе – 95 кг. Пӗтӗмпе 174 кг пухнӑ. Пӗлтӗр Албанире кӑтартнӑ кӑтартуран ку 3 киолограмм нумайрах.

Палӑртмалла: Полина Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Чӑваш Енре хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Ӑмӑртусем Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче тата "Олимпийский" стадионта пулӗҫ.

Пӗрремӗш кунхине спортменсем Атӑл хӗрринче старта тухӗҫ. Унта арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсем 35 тата 20 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ.

Тепӗр кунхине стадионта ӑмӑртӗҫ. Унта спортсменсен 3, 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарма тивӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсем тупӑшӗҫ.

Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнчи ҫак ӑмӑртусем пӗлтӗр те Шупашкарта иртнӗччӗ.

 

Спорт
 pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта кӑҫал Раҫҫей шайӗнчи шахмат ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ҫӗршыври сумлӑ спортсменсем авӑн уйӑхӗн 10-23-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.

Ҫав вӑхӑтра пирӗн республикӑн тӗп хулинче арҫынсен Раҫҫейӗн 75-мӗшӗнчи чемпионачӗ, хӗрарӑмсен 72-мӗш чемпионачӗ иртӗ.

Сумлӑ спорт мероприятине тивӗҫлипе хатӗрленсе ирттерме республикӑра ӗҫлӗ ушкӑн йӗркеленӗ. Ушкӑнӑн йӗркелӳпе техника ӗҫне Чӑваш Енӗн Спорт министерстви йӗркелесе пырассишӗн яваплӑ пулӗ.

 

Культура
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

2022 ҫул Чӑваш Енре — Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ. Паллах, Иван Яковлевич Яковлев чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипет аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ.

Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмне кӗрекен «Ровесник» (чӑв. «Тантӑш») культура ҫурчӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе тата ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе И.Я. Яковлев хайлавӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне ирттерет.

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗсем — чӑваш литературин хайлавӗсемпе паллашассине кӑсӑклантарасси, ачасен пултарулӑх вӑй-хӑватне тупса палӑртасси тата уҫса парасси.

Конкурса пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, ӳсӗм тӗлӗшӗнчен чару ҫук.

Хутшӑнакансен пӗр хайлав тӑрӑх ӳкерчӗк хатӗрлемелле, унтан анкета-заявка ҫырса тултармалла, ӗҫе ӳкерсе илмелле те ака уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йӗркелӗҫӗсен электронлӑ адресӗпе материала ярса памалла: dkrovesnikckscheb@yandex.ru.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене ака уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Мӗнпур хутшӑнаканӑн дипломсене культура учрежденийӗн «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑнӗнче тематикӑллӑ фотоальбомра вырнаҫтарӗҫ.

Ӑмӑрту пирки тӗплӗрех унӑн положенинче тата ҫак телефонпа пӗлме пулать: 23-04-66.

 

Спорт

Пӗлтӗр сезон вӗҫенче Лана Прусакова фристайлҫӑ аманнӑ. Ҫавна пула вӑл ӑмӑртусене хутшӑнайман. Лана тинех спорта таврӑнать.

Спортсменка ака уйӑхӗн 1-7-мӗшӗсенче Чӗлепи облаҫӗнчи "Солнечная долина" ту йӗлтӗр спорчӗн комплексӗнче иртекен Раҫҫей Кубокне хутшӑнать. Унпа пӗрле тепӗр фристайлҫӑ Дмитрий Мулендеев та каять.

Сӑмах май, Мулендеев Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисене хутшӑнайман, унтс лекеймен. Икӗ эрне каялла вара Раҫҫей чемпионатӗнче слоуп-стайл дисциплинӑра - ылтӑн, биг-эйр дисциплинӑра кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 68
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 18

1910
114
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
94
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
51
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
28
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть