Республикӑра
![]() park72.ru сайтри сӑн Юрать, банк ӗҫченӗсем сисчӗвленнӗ. Унсӑрӑн 70 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 100 пин тенкӗ куҫарса парӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӑнтӑрла Вӑрнарти полици уйрӑмне банкран систернӗ: тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм такама 100 пин тенкӗ куҫарса парасшӑн-мӗн. Акӑ мӗн пулнӑ. Ҫак хӗрарӑм «Тик-Токра» Израильти аманнӑ ҫар ҫыннипе паллашнӑ та ӑна пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл банка укҫа куҫарма кайнӑ. Банк ӗҫченӗ ватӑскере укҫа куҫарса памашкӑн тӑхтама ыйтнӑ. Полицейскисем вара кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. «Израильти аманнӑ ҫар ҫыннине» шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kalinagazeta.ru сайтри сӑн Канаш хулинче пурӑнакан хӗрарамӑн банк картти ҫинчен 4,5 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Телефон ҫине смс-ҫыру килсенех вӑл кун пирки полицие пӗлтернӗ. Анчах хӑй карточкӑна ӑҫта ҫухатнине аса илеймен. Полицейскисем ҫав карточкӑпа хӑш лавккасенче тавар туяннине тӗпчеме пуҫланӑ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ та, ют ҫын карттипе ачаллӑ хӗрарӑм таваршӑн тӳлени палӑрнӑ. Ӑна тупнӑ. Хайхи хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл ку преступлени пулнине пӗлмен. Анчах ку яваплӑха сирмест. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫын карточкипе усӑ курнӑшӑн ирӗксӗр 6 ҫул таран хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Советская Чувашия" сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Куславкка районӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсене строителӗсене халалласа» палӑка кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Раҫҫейри Президент Администрацийӗн, Патшалӑх Думин, Федераци Канашӗн элчисене, кӳршӗ регионти ертӳҫӗсене чӗнӗҫ. Хальхи вӑхӑтра палӑк патӗнче отделка ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, шалта электрика сечӗсене хураҫҫӗ. Сӑмах май, палӑка пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех уҫмалла пулнӑ. Анчах ку пурнӑҫланман. Элтепер каланӑ тӑрӑх, палӑк валли 300 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ: сахалтан та ҫурри – хыснаран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() avatars.mds сайтри сӑн Иваново хулинчи усламҫӑ туса кӑларнӑ "Приемиум" ятлӑ студеньри натри нитричӗпе Мускаври, Архангельск, Волгоград, Ярославль облаҫӗсенчи ҫынсем наркӑмӑшланнӑ. Хӑшӗ-пӗри - вилмеллех. Россельхознадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак студене Чӑваш Енре те тупса палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тата 29-мӗшӗнче, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче туса кӑларнӑ партие Шупашкар тата Канаш районне илсе килнӗ. Апла асӑрханмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Геннадий Исаков архивӗнчи сӑн Чӑваш Енре хура аист пуррине асӑрханӑ. Кун пирки Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци директрорӗн ҫумӗ Геннадий Исаков халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Геннадий Исаков хыпарланӑ тӑрӑх, хура аиста вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче асӑрханӑ. Унӑн шухӑшӗпе, кайӑк вӑрмантан вӗҫсе килнӗ, пулӑ ҫинӗ те каялла вӗҫсе кайнӑ. Ахӑртнех, вӑл таҫта йӑва ҫавӑрнӑ. Хура аист – Раҫҫейри Европа пайӗнче сайра тӗл пулакан кайӑк. Ӑна Раҫҫейри тата Чӑваш Енри хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн 2008 ҫулта арҫын Мускавра хваттер туянма тесе 18 миллион тенкӗ заем илнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл ҫухалнӑ... 14 ҫуллӑха. Ҫак арҫын кивҫен илсен тӗп парӑма та, процентсене те тӳлемен. Унпа ҫыхӑнӑва тухайман, ҫавна май инвестици компанийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫынна федераци шыравне панӑ. Ӑна нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Псковра тытса чарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем Шупашкара илсе килнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи пӗвере пулӑсем мӗншӗн вилнӗ? Унти шыв мӗншӗн хура тӗслӗ пулса ларнӑ? Пӗвери пулӑсем вилнине ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче асӑрханӑ. Ҫынсем пулӑсене ҫӑлма та хӑтланнӑ. Пӗвери шыва тӗрӗслеме специалистсем ҫитнӗ. Вырӑнти халӑх шухӑшӗпе, ҫывӑхри сӗт савучӗ айӑплӑ. Анчах савут ӗҫченӗсем вӗсен йӑлтах йӗркеллӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Сӑмах май, вӑл ҫур ҫул ӗҫлет. Пучинкесем ку ыйтупа вӗҫне-хӗрне пырса тухӗҫ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Падиаровсем-Прокопьевсем "Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье" конкурсӑн финалне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем республика шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Кӑҫал пирӗн регионта 13 ҫемье тупӑшнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи финал вара утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче иртӗ. Падиаровсем-Прокопьевсем 12 ачана воспитани параҫҫӗ. Пурте кадет класӗнче вӗренеҫҫӗ. Ҫемье сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ, вӗсем сивӗ шывра чӳхенме юратаҫҫӗ. Палӑртса хӑварар: республикӑри конкурсра Канаш районӗнчи Фил%red%%/red%ипповсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мельниковсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tver.mk.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ҫынсен ӳтне сӑвӑс кӗрсе ларнӑ 26 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 12,6 хут сахалрах. Сӑмах май, пӗлтӗр те, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗх сахалланнӑ. Роспотребнадзор ҫу уйӑхӗн 16-27-мӗшӗсенче энцефалит профилактики ыйтӑвӗсемпе тата ӳте сӑвӑс кӗрсе ларнӑ тӗлӗшпе хӗрӳ лини ирттерет. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: (8352) 58-67-74, 58-25-88. Хӗрӳ лини 9-16 сехетсенче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян Муркаш районӗнчи Пасарман ялӗнче пӑр ҫунӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку ирхи 9 сехет те 50 минутра пулнӑ. Ҫанталӑк тӑрук пӑсӑлса пӑр сума тытӑннӑ-мӗн унта. Прогнозра вара унашкалли пулман та. Юрать-ха, пӑр сӑтӑр кӳмен. Вал пысӑках пулман. Тӗрӗссипе, сивӗ ҫанталӑка пула пахча ҫимеҫ лайӑх шӑтса та ӗлкӗреймен. Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑра икӗ хутчен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснӑччӗ, пахча ҫимӗҫе сиен кӳнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.