Ҫутҫанталӑк
![]() Паян – ҫуркунне. Ҫанталӑкӗ те ҫакнах кӑтартать. Кураксем вӗҫсе килнӗ, юр кӑштах ирӗлет. Хальлӗхе нормӑран 2-4 градус ӑшӑрах пулсан та ҫуркунне часах килмӗ. Малта – сивӗ те юрлӑ кунсем. Кӗҫӗр республикӑна сивӗ фрончӗ килӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ. Шӑматкун ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ, ӑшӑтӗ – 2 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Каҫ енне тӗтре карса илӗ, вырсарникун та ҫаплах пулӗ. Ҫӗрле 10-12 градус таранах сивӗтме пуҫлӗ. Тунтикун ҫил вӑйланӗ. Пушӑн 5-6-мӗшӗсенче сивӗрех пулӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ. Пушӑн 8-мӗшӗ тӗлне каҫсерен сывлӑш 13 градус таран сивӗнме пуҫлӗ, кӑнтӑрла 5-7 градус сивӗ пулӗ. Ҫил лӑпланӗ, хӗвел пӑхӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн иккӗмӗш декадинче юр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паянхи кун тӗлне юр хулӑнӑшӗ 68 сантиметра ҫитнӗ. Кун пекки 2001 ҫултанпа пулман. Ҫав вӑхӑтрах нарӑсӑн 20-мӗшӗнченпе юр ҫумасть. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ, нарӑс вӗҫӗнче, антициклон хуҫаланать. Пушӑн пӗрремӗш декадинче те ҫаплах пулӗ. Анчах пушӑн пӗрремӗш ҫурри нормӑран сивӗрех килӗ. Пуш уйӑхӗн типӗ пулма пултарать. Анчах вӗҫӗнче уйӑхри нӳрӗк норми ӳкме пултарать. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗн нормӑран 1-2 градус сивӗрех килӗ. Кӑҫал юр час каясса кӗтмелле мар. Пушӑн иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш декадинче юр хулӑнӑшӗн 77 сантиметра ҫитме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Республикӑра хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрать. Сивӗ те вӑйлӑрах ҫиле пула кӑна сивӗрех пек туйӑнать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 2-3 кунра ҫил лӑпланмӗ-ха. Пӗлӗтсем вара сахалланӗҫ. Чи хӗвеллӗ кун нарӑсӑн 28-мӗшӗ, юнкун, пулӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтсах пырӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче термометр 0 градус кӑтартӗ. Эрнекунпа шӑматкун кӑштах юр ҫӑвӗ. Вырсарникун сивӗрех уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра пире хӗвеллӗ кунсем кӗтеҫҫӗ. Вӗсем ҫуркуннене виҫӗ пая уйӑраҫҫӗ: ҫутӑ, шыв тата симӗс курӑк ҫуркуннисем. Пушӑн 8-мӗшӗччен пирӗн пата шӑпах пӗрремӗшӗ килӗ. Эппин, ҫӗрлесерен сивӗрех пулӗ, кӑнтӑрласерен хӗвел ӑшши туйӑнӗ. Ҫитес эрнере хӗвеллӗ кунсем тӑрӗҫ, ҫил лӑпкӑ вӗрӗ. Каҫсерен сывлӑш 15-20 градус таран сивӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал ҫанталӑк пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cheb.ruc.su сайтри сӑн Синоптиксем кӑҫалхи ҫулла питӗ шӑрӑх пулассине калаҫҫӗ. Ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче вӑтам температура 25-27 градус ӑшӑ пулмалла, ку ахаль чухнехинчен темиҫе градус пысӑкрах. Сывлӑш 35 градусран ытларах та ӑшӑнма пултарать. Ҫӗртме уйӑхӗнчех шӑрӑх килме пултарать. Ӑшӑ циклонӗсем пулас хӑрушлӑх та пур. Нӳрӗк нумайланнипе ҫумӑр чашлаттарса ҫума, аслати авӑтма, ҫил-тӑвӑл тухма пултараҫҫӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи ҫулла чи типӗ ҫулсенчен пӗри пулмалла. Уйрӑмах – Индишӗн, Индонезишӗн, Китайшӑн, Африкӑшӑн, АПШри хӑш-пӗр штатшӑн тата Раҫҫейшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре сивӗ фрончӗ хӗвелтухӑҫ еннелле кайнӑ. Халӗ Хольгер антициклон хуҫаланать. Паян ҫанталӑк кӑшт уяртнӑ. Каҫхине 7-12 градус таран сивӗтӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илнӗ. Юнкун ҫил вӑйланӗ, уяр пулӗ. Ҫӗрле 17 градус таран сиветӗ, кӑнтӑрла 7-9 градус сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑштах юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Икӗ кунра 2 см хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Эрне вӗҫнелле 1-6 градус сивӗ тӑрӗ, юр ҫумӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс вӗҫӗнче, пуш пуҫламӑшӗнче антициклон хуҫаланӗ – хӗвел савӑнтарӗ. Кӑнтӑрласерен 0 градус пулӗ, ҫӗрле – 15 градус сивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Сивӗ кунсем иртрӗҫ, паян ӑшӑрах. Анчах ҫиле пула ҫанталӑк ӗнерхинчен те сивӗрех пек туйӑнать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх,паян каҫхине кӑштах юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Шӑматкун кӑштах уяртӗ, термометр 8-13 градус сивӗ кӑтартӗ. Вырсарникун ҫил тата вӑйланӗ. Ун чухне атмосфера пусӑмӗ те чакӗ – хӑшӗ-пӗри хӑйне япӑх туйма пултарӗ. Вырсарникун каҫхине юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Тунтикун ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ. Кӑнтӑрла 2-7 градус кӑна сивӗ пулӗ. Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗрлесерен 16 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 23-мӗшӗ валли каллех юр ҫума пуҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку хӗлле сивӗ те юрлӑ килчӗ. Кӗҫех ҫуркунне ҫитӗ. Анчах синоптиксем пуш уйӑхӗнче те сивӗ пуласса, юр самай ҫӑвасса калаҫҫӗ. Саккӑрмӗш кун ӗнтӗ сивӗ тӑрать. Кӗҫӗр чи сивви пулӗ – термометр 28 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра – 30 градус. Эрнекун ӑшӑтма пуҫлӗ. Нарӑс вӗҫленичченех ҫапла пулӗ. Кӑҫал Ҫӑварни пушӑн 17-мӗшне лекет, Мӑнкун – ҫу уйӑхӗн 5-мӗшне. Ҫавӑнпа, синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫуркунне час килессе кӗтмелле мар. Пуш нормӑран 3-4 градус сивӗрех пулӗ. Ака уйӑхӗ типӗ килмелле, сывлӑш температури нормӑпа килӗшӳллӗн пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес талӑкра юр ҫӑвӗ. Ытларах – кӑнтӑр округӗсенче. Унта ыран та юр ҫума чарӑнмӗ. Кайран ҫанталӑк каллех сивӗтӗ. Ытларикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн уяртма тытӑнӗ. Кӗҫнерникун тата эрнекун чи сивӗ кунсем пулӗҫ. Шупашкарта термометр 28 градус сивӗ кӑтартӗ. Кӑҫал хӗлле унашкалли пулман-ха: хальччен термометр 27,7 градус кӑна кӑтартнӑ. Ахӑртнех, унашкал сивӗ вара текех пулмӗ. Канмалли кунсенче республика урлӑ ӑшӑ фрончӗ иртӗ: юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ, 8-13 градус сивӗ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки декадӑра ӑшӑтсах ярӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш ЕН ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци музейӗнче тӗлӗнмелле курав уҫӑлнӑ. Республикӑра кӑҫал ирттерме йышӑннӑ Экологи культурин ҫулталӑкне халалланӑскер усӑ курнӑ япаларан ҫӗнӗ япаласем ӑсталама май пуррипе паллаштарать. «Шупашкарти пӗр предприятире усӑ курнӑ полиэтилен хутаҫпа пластик савӑт-сапаран картлашкасем кӑларма пуҫланӑ. Продукцие ытти регионсенче те туянаҫҫӗ. Чӑваш Енри кун пек предприятисем пӗр тытӑма пӗрлешнӗ. Вӗсем ӑпӑр-тапӑртан мӗн тума пултарассине те тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, розетка корпусӗсенчен чавсапа чӗркуҫҫине хӳтӗлекен хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пластик палассем, шӑвармалли шлангсем, калча ӳстермелли савӑтсем тата ытти нумай усӑллӑ япала туса кӑлараҫҫӗ», — хыпарлать музйери куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ. Куравра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Кванториумсенче» вӗренекенсем шутласа кӑларнӑ япаласене те курма пулать иккен. Сӑмахран, ҫӗр улми хуппинчен хатӗрленӗ чашӑк-тирӗке тата пултӑранран ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |