Республикӑра
![]() Шупашкарти Черновсем ҫемйи. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика шайӗнчи конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслама пухӑнчӗҫ. Унта регион ертӳҫи Олег Николаев, унӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Наталья Николаева та сӑмах каларӗ, сцена ҫине вӑл Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулнӑ май тухрӗ. Кӑҫал «Ҫулталӑк ҫемйи» ята Шупашкарти Шиловсем тивӗҫрӗҫ. Алексей тата Наталья пӗрлешнӗренпе — 21 ҫул. Вӗсем 6 ача ӳстереҫҫӗ. «Социаллӑ яваплӑ ҫемье» диплома Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Богатеевсене чысларӗҫ, «Спорт ҫемйи» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Солодёновсем, «Туслӑ ҫемйи» — Канаш районӗнчи Петровсем, «Пултаруллӑ ҫемье» — Шупашкарти Черновсем, «Ӗҫчен ҫемье» — Улатӑр районӗнчи Лысовсем. Куславкка районӗнчи Васильевсене Пӗтӗм Раҫейри конкурсра «Ҫемье — йӑла-йӗрке управҫи» номинацире палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын Ҫӗрпӳре ача пахчи тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Ӗҫре унпа инкек пулнӑ. Арҫын ача пахчи тӑрринче ӗҫленӗ чухне ӑнсӑртран аялалла ӳкнӗ. Вӑл ҫурӑм шӑммине, аяк пӗрчисене хуҫнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yasavey.ru сайтри сӑн Пӗлтӗртенпе Чӑваш Ене Ашшӗн кунне паллӑ тума тытӑннӑ. Ӑна юпа уйӑхӗнчи юлашки вырсарникун уявлама йышӑннӑ. Нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейре Ашшӗн кунне уявласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ӑна юпа уйӑхӗнчи виҫҫӗмӗш вырсарникун паллӑ тума палӑртнӑ. Раҫҫейре те Ашшӗн кунӗ пулнӑ май ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра ку уява пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче республикӑра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ. Ҫавна май 4 пине яхӑн ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе тин электроэнерги панӑ. Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑйлӑ ҫиле пула республикӑра ҫанталӑк хӑрушлӑхӗн «сарӑ» тӗсӗ пулнине палӑртнӑ. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил хӑвартлӑхӗ ҫеккунтра 22 метр таран та вӗрнӗ. Республикӑри 31 ялта электроэнерги сӳннӗ, 3800 ытла ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӑйлӑ ҫил йывӑҫсене ӳкернӗ, пӗр автомобиль сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инстаграмри @ibrcentr сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче республикӑн ӗс тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова пулнӑ. Вӑл райадминистраци пуҫлӑхӗпе Игорь Семёновпа тӗл пулнӑ, унтан комплекслӑ центрта тӑрӑшакансемпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче министр Нина Максимова директорпа паллаштарнӑ. Алена Геннадьевна Нина Геннадьевнӑна саламланӑ, ертӳҫӗ должноҫӗнче ӑнӑҫу суннӑ. Канашлура вара кӑшӑлвирусран асӑрханас мерӑсене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Президент перинаталь центрне ҫӗнӗ ҫын тӗп врач пулса ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа паян коллектива республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паллаштарнӑ. «Президент перинаталь центрне паянтан ҫӗнӗ ҫын, Евгений Юрьевич Дубнер, ертсе пыма пуҫлӗ. Медицина организацийӗ профессин Ҫӗнӗ шайне тухтӑр тесе ӗҫе тӗрлӗ ҫӗнӗлӗх кӗртӗ. Тӗп тӗллев – паха медпулӑшу парасси», – тенӗ Владимир Степанов. Евгений Юрьевич Мускаври патшалӑх медицинӑпа стоматологи университечӗн сиплев факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Н.И. Пирогов ячӗллӗ 1-мӗш пульницӑра акушерствӑпа гинекологи енӗпе ординатурӑра вӗреннӗ. Сывлӑх сыхлав сферинче Евгений Дубнер 20 ҫул ытла ӗҫлет, ҫав шутран юлашки 5 ҫулӗнче – административлӑ должноҫсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче сӗм тӗттӗмре Куславкка районӗнче кинемей ҫулпа утнӑ. Иртсе каякан водительсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Сергей Моисеев аслӑ инспектор тата Михаил Кучков инспектор вырӑна ҫитнӗ, тӗттӗм тум тӑхӑннӑ кинемее шыраса тупнӑ. Ватӑскер тӗттӗмпе лайӑх курӑнман та. Хӗрарӑм хӑй ӑҫта пулнине, хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Полицейскисем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, водительсенчен ку кам пулма пултарни пирки ыйтса пӗлнӗ. Пӗри Куславкка районӗнчи хӗрарӑма палласа илнӗ. Вӑл ӑс-тӑнӗпе арпашӑнать-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ватӑскере тӑванӗсем патне илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() schk.su сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Таврапӗлӳлӗх шкулӗ» регионсем хушшинчи конференци иртӗ. Ӑна тӑван тӑрӑха тӗпчекенсен обществине йӗркеленӗренпе 100 ҫул, Чӑваш Енри краведсен союзне йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Конференцие 14 ҫултан пуҫласа 26 ҫулчченхи шкул ачисемпе студентсем хутшӑнӗҫ.. Конференцие хутшӑнакансене таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ никӗс пӗлӳпе (музей ӗҫӗ, туризм, архив ӗҫӗ, этнографи никӗсӗ, чӗлхе пӗлӗвӗ, археологи) паллаштарӗҫ, ҫавӑн пекех аудиторипе, ушкӑнпа ӗҫлеме, проектсене хатӗрлеме вӗрентӗҫ. Спикер пулса аслӑ шкулсенче, республикӑри учреждени-организацире тӑрӑшакансем тухса калаҫӗҫ. Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче «Чӑваш керем» этнографи комплексне илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Кӳршӗ Мари Республикинче ҫухалнӑ ҫынна Чӑваш Енре тупнӑ. Арҫын ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе аптӑрать. Ҫухалса кайнӑскере ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль служби Шупашкар районӗнче патрульте пулнӑ. Пакунлисем «Вятка» ҫул хӗррипе пыракан ҫынна курсан чарӑннӑ. Арҫын хӑй Мари Элта утнӑ пек калаҫнӑ. Йӗрке хуралҫисем унӑн сывлӑхӗпе кӑлтӑксем пуррине асӑрхасан ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Арҫын камне палӑртсан унӑн арӑмӗпе, кӳршӗ республикӑри хӗрарӑмпа, ҫыхӑннӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене тав тунӑ. Упӑшки килтен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухса кайнӑ-мӗн, телефонне пӗрле илмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи уявсене сӳтсе явнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская Ҫӗнӗ ҫулта та хальхи чару мерисене хӑварма сӗннӗччӗ. ЧР Элтеперне Олег Николаева пӗр пункт ҫеҫ иккӗлентернӗ: раштавӑн 31-мӗшӗнче кафесем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлесси. Олег Алексеевич ҫак тапхӑрта кафесене хупма сӗннӗ. Хальлӗхе ку йышӑнӑва туман-ха. Сӑмах май, корпоративсем ирттерме те чарнӑ. Шкулсенче, ача пахчисенче уява класра, ушкӑнра ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшне QR-кодпа е справкӑпа кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |