Республикӑра
![]() Раҫҫей вице-премьерӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра юлашки вӑхӑтра 12 регионта кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру лайӑхланнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен те. Виҫӗ регионта вара лару-тӑру йывӑрланнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Известия» хаҫат. Карачай-Черкес, Адыгея, Чечня республикисенче лару-тӑру ҫивӗчленнӗ. Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре, Волгоград, Эрӗнпур, Рязань, Томск, Чӗлепи облаҫӗсенче, Калмӑк, Ингушети, Дагестан, Пушкӑрт, Кабарда-Балкар республикисенче, Чукотка автономи округӗнче лару-тӑру лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() nsk.bfm.ru сайтри сӑн Куславккара 18-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем пӗрне шкулта вӗрентнӗ хӗрарӑм патне хӑнана пынӑ. Хайхискерсем ун патӗнче банк картти выртнине асӑрханӑ та укҫа вӑрлама шутланӑ. Пӗр ҫамрӑкӗ хӗрарӑма тӗпеле калаҫмалла тесе чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра ыттисем хӗрарӑмӑн сим-карттине кӑларнӑ та хӑйсен телефонӗ ҫине вырнаҫтарнӑ, унтан сарӑм урлӑ ун ячӗпе кредит илнӗ, ҫав 40 пин тенке хӑйсен пӗлӗшӗн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӗсем комиссие шута илсе 39 пин ҫурӑ вӑрланӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем тӑкака саплаштарнӑ. Вӗсене суд тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑвашоргӑн вырӑсла версийӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Ҫыхӑнура» портал Чӑваш энергосбыт компанийӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул пирӗн республикӑра инвестици программипе 3 пин счетчик ылмаштарӗҫ. Электросчетчиксене ылмаштарнишӗн ҫынсен укҫа тӳлемелле мар. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗллевпе 45 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Программӑна пурнӑҫласа электроэнерги тӑкакне шута илекен ӑслӑ приборсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсене вырнаҫтарсан ҫынсен счетчик мӗн кӑтартнине энергетиксене пӗлтерме тивмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре лифт пур ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн нумайрах тӳлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Максимов пӗлтернӗ. Лифт ҫук тӑк пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлемелле. Лифт пур пулсан ку тӳлев 7 тенкӗ те 51 пуспа танлашать. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ку республикӑри лифт хуҫалӑхӗ кивелнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑри тӗплӗ юсав программипе килӗшӳллӗн, 4781 лифта улӑштармалла, вӗсенчен 483-шне ҫӗнетнӗ. Паянхи кун тӗлне 1701 лифт срокне ӗҫлесе кӑларнӑ. Вӗсене улӑштарма 5 миллиард та 200 миллион тенкӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем епле иртессине Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗпе пӗрле сӳтсе явнӑ. Ведомство ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, массӑллӑ мероприятисене ирттерме юрамӗ. Театрсемпе концерт залӗсенче спектакльсем кӑтартма юрать, анчах чӑрӑш тавра тӑрса юрлама ирӗк паман. «Хальлӗхе, шел те, чӑрӑш тавра тӑрса юрлама иртерех», - тенӗ Вера Головач. Аса илтерер: ача пахчисемпе шкулсенче те уявсем ушкӑнра, класра иртӗҫ. Ашшӗ-амӑшне унта QR-кодпа ҫеҫ кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tamala.pnzreg.ru сайтри сӑн Социаллӑ тӳлев фончӗ ачана пӑхнӑшӑн пособи паман. Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ тӗрӗслӗх ҫиеле тухнӑ. Хӗрарӑм кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнченпе ачана пӑхассипе отпускра пулнӑ. Соцтӳлев фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ ӑна уйӑхсерен 10 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Анчах утӑ уйӑхӗнче тӳлев килмен. Акӑ мӗн пулнӑ иккен: утӑ уйӑхӗнче ашшӗ «больничнӑй» 5 кун илнӗ те ачапа ларнӑ. Ҫавна пула амӑшне утӑ уйӑхӗнче ача пӑхнӑшӑн пособи паман. Прокуратура тӗрӗслесен фонд тӳлеве куҫарса панӑ. Айӑплисене дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ: выговор панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инстаграмри @chuvashskaya_respublika сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн календарӗнче тепӗр паллӑ кун пулӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнисене асра тытмалли куна туса хурасси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Вӑл куна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тесе йышӑннӑ. Хӳтӗлев чиккисене чавнисене сума сунине тата асра тытнине палӑртса кӑҫал пирӗн республикӑра ятарлӑ ҫулталӑк йышӑннӑччӗ. Ҫавна май вӗренӳ, культура тата социаллӑ учрежденисенче тӗрлӗ мероприяти самай ирттерчӗҫ. Хусан хӳтӗлев чикки Мари Элти Звенигово шыв кукринчен пуҫласа Чӑваш Енри Октябрьски ялӗ, Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ тата Арапуҫ ялӗсем урлӑ иртнӗ, Тутар Республикин чикки патне ҫитнӗ. Чикӗн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ – 380 километр. Асӑннӑ чикке 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗччен чавнӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх архивӗнчи документсем ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, строительство ӗҫне 200 пине яхӑн ҫын (ку вӑл вӑйпиттисен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ пулать) хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валерий Михайлов. chebs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен тата ытти техникӑн техника тӑрӑмне тӗрӗслесе тӑракан патшалӑх инспекцийӗнче (кӗскетсе каласан, Гостехнадзор инспекцийӗнче) кадрпа ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Валерий Михайлова шаннӑ. 41 ҫулти Валерий Вениаминович тӗрлӗ вӑхӑтра вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче консультантра, Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул каҫхине республикӑра кафесемпе ресторансем ӗҫлемӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура. Ҫӗнӗ ҫулта общество апатланӑвӗн предприятийӗсене хупма пултарасси пирки малтанах калаҫнӑ. Паян вара канашлура ЧР Элтеперӗ Олег Николаев уявра вӗсем алӑкӗсене хупасси пирки пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва ыран оперштаб ларӑвӗнче те ҫӗклӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кафесемпе ресторансем, ахӑртнех, кӑнтӑрлахи 12 сехетчен ӗҫлемӗҫ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗнченпе республикӑра кафесемпе ресторансене QR-кодпа кӑна кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() glava.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра иртнӗ «PRофи-21» конкурса эрнекун пӗтӗмлетрӗҫ. Ӑна «Ютуб» видеохостингра тӳрӗ эфирта пӑхма май туса пачӗҫ. Аса илтерер: пиарҫӑсен конкурсне 79 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 32-шне финала суйласа илнӗ. Финалта ҫавсене тӗрлӗ енӗпе хакланӑ. Сӑмахран, PR-кейса тишкерме, республика брендне аталантарма PR-проект тата пресс-релиз хатӗрлеме тивнӗ. «Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем» категорире пӗрремӗш вырӑна Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗтессипе ӗҫлекен Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служба пуҫлӑхӗ Анна Иванова йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — ЧР Транспорт министерствин пресс-секретарӗ Светлана Денисова тата Стройминӑн пресс-секретарӗ Зарина Сиярова, виҫҫӗмӗшӗнче — ЧР ШӖМӗн информаци тата общество ҫыхӑнӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Олег Ашнин. «Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем» категорире пӗремӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пресс-служба секторӗн заведующийӗ Олеся Иванова, виҫҫӗмӗшӗнче (иккӗмӗш вырӑна никама та паман) — Ҫӗмӗрле районӗн адмнистрацийӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Екатерина Сибирцева. «Бизнес, ведомствӑлла учрежденисем» категорире пӗрремӗш вырӑнта — Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗн редакторӗ Галина Титарчук, икккӗмӗшӗнче — И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |