Республикӑра
![]() bryansktoday.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан арҫын ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче полици участокне ӳсӗр пырса кӗнӗ. Хайхискер пӗлӗшӗ пӗрле эрех ӗҫнӗ чухне унӑн банк карточкине йӑкӑртни пирки пӗлтернӗ. Часах пӗлӗшне те тупнӑ. Вӑл Терешкова урамӗнче урӑх ҫынсемпе эрех ӗҫнӗ. Сумкинче эрех, апат-ҫимӗҫ пулнӑ. Вӗсене туянма ҫак арҫыннах янӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл хӑйне айӑплӑ туйман, йӗрке хуралҫисенчен тарман. Карточка хуҫи кайран хӑй те аса илнӗ. Вӑл ӑна хӑйех тыттарса янӑ иккен. Арҫын полицейскисенчен каҫару ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗҫнерникун, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫемьери хутшӑнусене психологпа сӳтсе явма май килӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Юстицин патшалӑх комитечӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче 15 сехетре ирттерӗ. Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче телейлӗ ҫемье пултӑр тесен мӗн пӗлмелли, кашӑк-тирӗк шӑкӑртатассипе мӗнпе ҫыхӑнни, пӗрне-пӗри итлеме тата илтме пӗлмелли тата ытти ҫавӑн йышши ыйтӑва хускатӗҫ. «Вместе навсегда – высшая цель семейной жизни» (чӑв. Ҫемье пурнӑҫӗн тӗп тӗллевӗ — пӗрле яланлӑха) проектпа килӗшӳллӗн йӗркелекен уҫӑ эфира Марина Назарова ҫемье психолог тухӗ. Эфира ҫак каҫӑпа https://vk.cc/c4ooNS кӗме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() senatinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре газ кӗртес ыйтупа ӗҫлекен регионти штаб туса хума йышӑннӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хутра 2021-2025 ҫулсенче Чӑваш Енри уйрӑм ҫын ҫурчӗсене газ кӗртесси пирки пырать. Ун пек йышӑнӑва маларах ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑччӗ. Федераци саккунӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен вӑя кӗчӗ. Пирӗн республикӑра ҫитес вӑхӑтра 63 пин ытла ҫуртра кӑвак ҫулӑм ҫунма тытӑнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Газ пӑрӑхне ҫурт вырнаҫнӑ ҫӗр патне ҫитернӗшӗн кил хуҫисен тӑкакланма тивмӗ, киле кӗртнӗшӗн кӑна тӳлеттерӗҫ. Заявкӑсене «Газпром газораспределение Чебоксары» обществӑн филиалӗсемпе газ участокӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче тата МФЦсенче йышӑнмалла тӑвас ыйтӑва та татса парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валерий Борисов. bichurin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн ҫӗршывра строительсен кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянхи, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи, хушӑвӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ-тӑр. Ӗҫлӗ документра вӑл республикӑри строительство организацийӗсенче тӑрӑшакан ҫынсене чыслама йышӑннӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа Шупашкарти «Регионжилстрой» ятарлӑ застройщикӑн гендиректорне Валерий Борисова хавхалантарма палӑртнӑ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята Шупашкарти 9-мӗш ЖБКри 2-мӗш формовка цехӗн формовщикне Сергей Алмакаева, 3-мӗш стройтрестӑн «Канашстрой» обществин штукатурне Любовь Гавриловӑна, маларах асӑннӑ «Регионжилстрой» предприятин плнапа производство пайӗн пуҫлӑхне Людмила Захаровӑна, Шупашкарти 44-мӗш строительство управленийӗн каменщикне Виталий Ильина, 28-мӗш строительство управленийӗн малярсен бригадирне Людмила Рыбалкинӑна, «Шупашкар керамики» обществӑн цех пуҫлӑхне Руслан Семёнова парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ria.ru сайтри сӑн Тӑвай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм 7 ҫулти хӗрне хӗненӗшӗн штраф тӳленӗ. Анчах ку та унӑн чунне ҫемҫетмен, вӑл пӗчӗкскер ҫине пурпӗрех аллине ҫӗкленӗ. Кун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хальхинче ӳсӗр хӗрарӑм хӗрачана ҫӑпалапа хӗненӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн суд умӗнче явап тытма тивӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм преступление пӗлсе тӑрсах тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын машина туяннӑ. Сутуҫа вӑл, ахӑртнех, ӗненнӗ. Анчах сӑмахпа каланине никама та шанмалла мар иккен. Ҫав машина хуҫин штраф нумай пулнӑ. Ҫӗнӗ хуҫа кун пирки малтан пӗлмен. Унчченхи хуҫин штраф парӑмӗ 100 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Вӑл пӗр пайне саплаштарнӑ, анчах тепӗр 36 пин тенкӗ юлнӑ. Суд ӑна руль умне ларма та чарнӑ. Ҫапла вӑл машинӑна сутма палӑртнӑ, парӑмсенчен хӑтӑлма шутланӑ ахӑртнех. Ӑна хӑйсен ялӗнчи ҫын туяннӑ. Лешӗ ҪҪХПИе машинӑна регистрацилеме пырсан йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. «Тимӗр урхамаха» урӑх ҫын ячӗпе регистрацилеме чарнӑ. Унчченхи хуҫин штрафӗсене 10 кунра татмалла тесе йышӑннӑ. Машинӑна вара арестленӗ, хальлӗхе ӑна туяннӑ ҫын патӗнче хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫӗнӗ информаци платформи пуҫарса яма йышӑннӑ. Ҫапла тума республикӑн цифра аталанӑвӗн, инфрмаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗ Кристина Майнина сӗннӗ-мӗн. Ҫӗнӗ проект тӗрлӗ енлӗ хыпарпа паллаштарӗ: республика мӗнле пурӑннипе, ҫитес кунсенче мӗнле пулӑмсем иртессипе, канмалли кунсенче епле спорт тата культура мероприятийӗсем пулассипе, вӗренме ӑҫта кайма май пуррипе... «Чувашия. Онлайн» (чӑв. Чӑваш Ен. Онлайн) проекта хатӗрлес ӗҫе утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫӑннӑ, ӑна ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑри шыв башнисене юсаса ҫӗнетӗҫ. Пӗтӗмпе 128 заявка йышӑннӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «малтанхи тапхӑрта вӗсенчен 99-ӑшне суйласа илнӗ. Халь ҫак список» пысӑкланӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ытти заявка тӗлӗшпе те йышӑну пуласси ҫинчен каланӑ. Хӑш-пӗр чухне пур укҫа-тенкӗпе те вӑхӑтра усӑ курайман тӗслӗхсем те пулкалаҫҫӗ. Ҫавна май республика ертӳҫи хыснаран уйӑрнӑ укҫана вырӑнсенчи администрацисене вӑраха ямасӑр ҫитерес енӗпе ҫине тӑма хушнӑ. Юсав ӗҫне кӗркуннехи-хӗллехи тапхӑра кӗрсе кайиччен вӗҫлемелле-ҫке, кая юлсан май килмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://www.facebook.com/mininform21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Цифра трансформацийӗн центрне туса хума палӑртнӑ. Йышӑнура каланӑ тӑрӑх, центра республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне цифра технологийӗсемпе усӑ курса аталантарма йӗркеленӗ. Цифра трансформацийӗн центрне йӗркелеме республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви сӗннӗ. Ҫӗнӗ органӑн учредителӗ те ҫав ведомствах пулӗ. Апла пулсан йӗркелӳпе право ыйтӑвӗсене те Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() volynonline.com сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче виҫӗ юман каснӑ. Ҫакна кам тунӑ? Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫынна шыраҫҫӗ. Канӑ виҫӗ юманшӑн вӑрман фончӗ 400 пине яхӑн тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 3,3 гектар ҫӗр ҫинчи вӑрманта, Алмачкин ялӗнчен инҫех мар, такам ирӗк илмесӗрех 3 юман каснӑ. Ҫакна тункатасене кура палӑртнӑ. Ҫапла ҫав ҫын патшалӑха 394 пин те 317 тенкӗлӗх такак кӳнӗ. Прокуратура тӗрӗслев материалӗсене следстви органне ярса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.