Харпӑр шухӑш
Хулара
Транспорт реформи... Шупашкар пуҫлӑхӗсен хулари транспортра йӗрке тӑвас шухӑш пурри пирки калаҫӑвӗ нумая тӑсӑлчӗ. Хӑвӑрт туса ирттересшӗн пулчӗҫ те анчах ӗҫ ҫӑмӑл кусмарӗ. Чӑрмантараканни самай тупӑнчӗ пулас: хӑш-пӗр маршрутсемпе килӗшӳ вӑйӗ пӗтменни те, хӑлӑх хирӗҫ пулни те… Ҫавах та кӑҫалхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче халӑх ӗҫе ҫӗнӗлле ҫӳреме пуҫларӗ. Хам та ҫак ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курса пӑхрӑм. Темиҫе кун автобуссемпе троллейбуссенче ярӑнса курнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑшсене сире те пӗлтерес тетӗп. Пӗрремӗшӗнчен, ман шухӑш ҫакнашкал: транспорт реформи кирлех пулнӑ пуль. Анчах ӑна мӗнле пурнӑҫлани ман кӑмӑла ҫавах каймасть. Чӑн та ҫынсем валли тӑвас тенӗ пулсан, эпӗ калӑпӑр, автобуссене темиҫе категорине ҫеҫ уйӑрнӑ пулӑттӑм. Троллейбуссене тивмӗпӗр, вӗсен ҫулне тем тесен те хӑвӑрт улӑштарма май ҫук, ҫавӑнпа сӑмах автобуссемпе маршруткӑсем ҫинчен. Пысӑк тата вӑтам автобуссемпе (пӗрремӗш ушкӑн) кашни «шӑтӑка» ярса илмелле пулнӑ, пӗчӗккисене вара (иккӗмӗш ушкӑн) — «комфорт» шайне хӑпартса. Ҫак самай тавлаштаракан иккӗмӗш ушкӑнра хӑвӑрт ҫӳрекен комфортлӑ пӗчӗк автобуссене ҫеҫ хӑварма сӗннӗ пулӑттӑм. |
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул елкине лартма ӗлкӗртӗр-и? Ҫук тӑк туянма васкӑр. Кӑҫал Шупашарта чӑрӑш пасарӗсем 14 адреспа ӗҫлӗҫ. Чӗрӗ чӑрӑшсене Ҫӗнӗ ҫул умӗн икӗ эрне сутӗҫ. Елка туянас тесен ҫак адрессемпе ҫитмелле: Гагарин урамӗ 29, Калинин урамӗ 100, Трактор тӑвакансен проспекчӗ 71, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ, Ильбеков урамӗ 7/2, Эгер бульварӗ 47, Хусанкай урамӗ 22, Афанасьев урамӗнчи суту-илӳ картишӗ, «Салют» культура керменӗ, Энтузиастсен урамӗ 31, Эльгер урамӗнчи суту-илӳ комплексӗ, Мускав проспекчӗ 40, «Ахазов урамӗ» чарӑну, «Европа» лавкка умӗнчи лапам. Палӑртмалла: пӗлтӗр чӑрӑшсене Шупашкарта 13 адреспа сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури «ЭКО» тулли мар яваплӑ общество ӗҫне тӗрӗсленӗ. Организаци Ҫӗнӗ Шупашкарта килсӗр йытӑсемпе кушаксене тытас енӗпе ӗҫлет. Хула администрацийӗ унпа 400 чӗрчун тытмашкӑн ҫурла уйӑхӗнче килӗшӳ тунӑ. Акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: ҫурлан 13-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 13-мӗшӗччен хуҫасӑр 75 чӗрчуна тытнӑ, вӗсене ҫавӑнтах яланлӑхах ҫывратса янӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх вара, йытӑсемпе кушаксене вӑхӑтлӑх пункта илсе ҫитермен. Килӗшӳре те кун пирки ҫырман-мӗн. Чӗрчунсене вӗлерни – саккуна пӑсни, тен, йытӑ е кушак килтен тухса тарнӑ, ӑна хуҫи шырать? Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ, кун хыҫҫӑн организацие ҫапкаланчӑк чӗрчунсене тытма чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Эрнекун, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав кӗперне уҫӗҫ. Ӑна тӗплӗн юсас ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн хута ярӗҫ. Шупашкар влаҫӗсем тата регион ертӳҫисем объект республикӑшӑн пӗлтерӗшлине палӑртаҫҫӗ. Кӗпер республикӑн тӗп хулин историлле пайӗнче вырнаҫнӑ, Шупашкарӑн икӗ районне ҫыхӑнтарать. Кӗпере юсама 1,5 миллиард тенкӗ ытла ларнӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 1,1 миллиард ытларах, федераци хыснинчен уйӑрнӑ. «Ултӑ полосаллӑ кӗпер транспорт ҫӳрессине ҫӑмӑллатмалла, ҫавӑнта инкексем пулассине чакармалла», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта ҫырнӑ тӑрӑх, кӗпер уҫнӑ чух техника парадне ирттерӗҫ. Республикӑн Стройминӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен РФ Президенчӗ 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ 1061-мӗш хушупа килӗшӳллӗн юсанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформине пуҫарнӑ хыҫҫӑн транспорт епле ҫӳрени хулара пурӑнакансене ҫав-ҫавах калаҫтарать. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗ Сергей Мясников паян ҫак ыйтӑва Фейсбукра хускатнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫырнӑ тӑрӑх, «Благовещенски микрорайон - Садовӑй ҫулпа ҫӳрекен 12-мӗш маршрут. Хӗрӳ вӑхӑт — 12 сехет те 20 минут. Юлашки чарӑнура 3 автобус ларать. Сывлӑш турттарса ывӑннӑ. Пӗри 2 пассажирпа кайрӗ. Маршрута Энгельс тата Николаев урамӗсемпе янӑ — вӑл яланах пушӑ тенӗ пек хутлать». Аса илтерер, Шупашкарӑн кашни районӗнче пуҫару ушкӑнӗсем йӗркелесшӗн. Вӗсен транспорта епле маршрутпа ҫӳретсен аваннине халӑх шухӑшне шута илсе пӗлтермелле. Ҫак ыйтупа ыран, раштавӑн 13-мӗшӗнче, хулан виҫе районӗн администрацийӗсенче 17 сехетре пуху иртмелле. Автобуссен схемине og21.ru порталта халӑхпа сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫуртра ҫӳп-ҫап камеринче тин ҫуралнӑ ача виллине тупни пирки, ҫак ӗҫе 17 ҫулти хӗрарӑм тума пултарни ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Ачана ҫӳп-ҫапа пӑрахнӑ амӑшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Ун тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑҫал авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине ҫак хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна подъездри ҫӳп-ҫап камерине тухса пӑрахнӑ. Пӗчӗкскер сурансене пула вилнӗ. Амӑшӗ ҫак тискер ӗҫе тунине тунман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 25 ҫулти арҫын килтен тухса кайнӑ та паянхи кунччен те таврӑнман. Тахунц Михаил Эдгаровича тӑванӗсемпе тусӗсем шыраҫҫӗ. Юлашки хутчен ӑна амӑшӗ курнӑ. Халӗ вара ҫыхӑнӑва тухмасть. Кӳрши каланӑ тӑрӑх, Михаилӑн «Контактра» страницинчен такам кӗрсе тухать, унӑн шухӑшӗпе, ҫакна тӑваканӗ – ҫухалнӑ каччӑ хӑй. Ҫывӑх тусӗ вара куляса ӳкнӗ. Михаил ытти чух кая юлнӑ чухне асӑрхаттарнӑ кун пирки. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Михаил Туханцӑн амӑшӗ полицие кайса ывӑлӗ ҫухални пирки заявлени ҫырнӑ. Михаил пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 89196607611 (Анна), 89876745164 (Ирина) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ. Ача шкултан таврӑннӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта утнӑ. Вӑл ҫул варринче пынӑ чухне ӑна ҫул-йӗр ӗҫченӗсен машини ҫапса кайнӑ. Руль умӗнчи инспектор, ахӑртнех, ача ҫине пырса кӗрес мар тесе руле пӑрнӑ та кӗрт ҫине тӑрӑннӑ. Водитель салонран тухса арҫын ачана пулӑшма хӑтланнӑ. Телее, шкул ачи аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Техникумра вӗренекен студенткӑна тӗрмене хупмасӑр пилӗк ҫуллӑха айӑпланӑ. Вӑл наркотике пула йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫак хӗр «вӑрттӑн вырӑнтан» 25 тӗркем синтетика наркотикӗ (пӗтӗмпе 14 грамм) илсе кайнӑ. Тепӗр кунхине вӑл вӗсене «вӑрттӑн вырӑнсене» пытарма пуҫланӑ. Ҫавӑн чухне ӑна полицейскисем ярса тытнӑ, наркотике туртса илнӗ. Ҫак кунсенче студентка суд сакки ҫине ларнӑ, ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫак хура ӗҫе тата кам хутшӑннине уҫӑмалатаҫҫӗ, ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер, раштавӑн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропорт «Победа» авиакомпанин самолетне йышӑнайман. Мускаври «Внуково» аэропортран 19 сехет те 50 минутра хускалмалли рейсӑн Шупашкарта 21 сехет те 20 минутра анса лармалла пулнӑ. Мускавран вӑл 20 сехет те 4 минутра хускалнӑ, ҫавна май Шупашкарта унӑн 21 сехет те 44 минутра анса лармалла пулнӑ. Анчах аэропортра самолета йышӑнма май килмен. Пӑтӑрмахӗ тӑман вӗҫтерсе тӑнипе ҫыхӑннӑ. Шупашкарта анса ларайман енне самолетӑн Мускава ҫаврӑнса кайма тивнӗ. Унта ҫитсен икӗ авиапассажир анса юлнӑ — вӗсем каялла Шупашкара килме килӗшмен. «Победа» самолетне йышӑнмалла пирки Шупашкарти аэропорт хӑйӗн ӗҫ вӑхӑтне тӑснӑ. Самолет ҫурҫӗр иртни 34 минутра Шупашкара анса ларнӑ. Паян аэропорт унчченхи режимпах ӗҫлет. Унта рейссене йышӑнма хатӗр. Кун пирки аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |