Хулара
![]() Шупашкарти пӗр чарӑну ятне улӑштарма пултарӗҫ. Ун валли ят шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе хула ҫыннисемпе хӑнисене те хутшӑнма ыйтаҫҫӗ. Ыйтӑма «Уҫа хула» порталра ирттереҫҫӗ. Сӑмах Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» чарӑну пирки пырать. Хӑшӗ-пӗри ӑна «Маяковский ячӗллӗ вулавӑш» ят пама сӗнет. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ. Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ татса парать. Анчах ведомство йышӑнӑва хӑй тӗллӗн туман, халӑха та явӑҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ваттисен канашӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта трамвай яма сӗннӗ. «Трамвайсем кирлӗ, вӗсем, троллейбуссемпе танлаштарсан, 2 хут нумайрах ҫын илсе ҫӳреме пултараҫҫӗ», - тенӗ ваттисен канашӗн пайташӗ Евгений Тертышный. Унӑн шухӑшӗпе, трамвай ҫулне 3-мӗш ҫурмаҫавраҫул проектӗнче тума тытӑнмалла. Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку шухӑша ваттисен канашӗ администрацин транспорт уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ. Мэри ку ыйтӑва тӗплӗ пӑхса тухмалли пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ Радио ҫуртне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ куҫать. Ку йышӑнӑва республика шайӗнче татса панӑ, федераци ведомстви ырласса кӑна кӗтеҫҫӗ. Чӑвашрадио ӗҫченӗсем вара ӑҫта кайса кӗрӗҫ? Вӗсем малашне Николаев урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫӗҫ. Унта – «Чӑваш Ен» ПТРК. Следстви комитечӗ Энтузиастсен урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра та вырнаҫӗ. Ҫапла майпа ку ведомство Мускав проспектӗнчи 38-мӗш тата Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртсене пушатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара хулари пассажирсене илсе ҫӳрмелли автобуссем ҫитнӗ. Ку – пӗрремӗш парти кӑна-ха. Аса илтерер: Шупашкарта транспорт реформи ирттересшӗн. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта вӑтам тата пысӑк автобуссем ҫӳреме тытӑнмалла. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗ валли кунашкал 38 транспорт илсе килнӗ, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче тепӗр 77 автобус ҫитмелле. Ҫӗнӗскерсем тӑхӑр маршрутра ӗҫлӗҫ: 3, 5, 7, 12, 19, 20, 24, 26, 37-мӗшсем. Сӑмах май, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 18 автобусра рейсран илӗҫ, тепӗр 15-шӗн ҫулӗ улшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкара Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи килӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Юмахри ҫав сӑнар «Новогоднее путешествие» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул ҫӳревӗ) проекта пурнӑсланӑ май Чӑваш Ен тӗп хулинче пулӗ. Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче хӗллехи тапхӑра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗ. Унтан вӑл Шупашкарти пӗр-пӗр Культура ҫуртне ҫул тытӗ. Ӑҫта каяссине хулари тӳре-шара хальлӗхе пӗлтермен. Шупашкарта пулнӑ май Хӗл Мучи «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗнче вӑхӑта самай ирттерӗ. Унта унпа сӑн ӳкерӗнме, тӗрлӗ конкурса хутшӑнма май килӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи Шупашкара килнӗ ятпа йӗркеленӗ уяв салютпа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Анна Иванова тунӑ сӑн Ҫанталӑк самаях сивӗ тӑчӗ-ха, ҫапах юханшывсемпе пӗвесем хулӑн пӑрпа витӗнме ӗлкӗреймерӗҫ-ха. Пулӑҫсем вара ниепле те килте лараймаҫҫӗ. Вӗсене ҫӳхе пӑр та хӑратмасть. Шупашкарти кӳлмекре пулӑҫсем сезон уҫнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗркун 15 ҫын вӑлтапа ларнӑ. Арҫынсен хушшинче ҫамрӑксем те, ачасем, пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: хальлӗхе пӑр хулӑнӑшӗ пулӑ тытмалӑхах ҫук-ха. Вӑл 7 сантиметр пулмалла. Халӗ ҫӳхе пӑр ҫине кӗрсе пулӑ тытни пурнӑҫшӑн хӑрушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта 38 ҫулти арҫынна, хӗрарӑмсен капӑрлӑх япалисене вӑрлаканскере, тытса чарнӑ. Вӑл таксире ӗҫленӗ, ҫакӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ – пассажирсен алки-вӑчӑрисене йӑкӑртнӑ. Арҫын хӗр-хӗрарӑм машинӑна ларасса каҫхи клубсемпе ресторансен умӗнче кӗтсе ларнӑ. Хайхискере полицейскисем тытса чарни пирки телевизорпа репортаж кӑтартнӑ. Унӑн сӑнне курсан татах хӗрарӑмсем полицие пынӑ, ҫакскер вӗсен алка-вӑчӑрине вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Пӗри ав ҫапларах каласа кӑтартнӑ: арҫын кӗпе ҫухавинчен туртнине ҫеҫ туйса юлнӑ. Хайхискер чеен хӑтланнӑ: салона ларнӑ хӗр-хӗрарӑма ыталама пикеннӗ, пуҫне вӗсен кӑкӑрӗ ҫине хунӑ. Лешсем хирӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра ку хӑвӑрт кӑна капӑрлӑх япалине хывса илнӗ. Арҫын коллекци пуҫтарнӑ-ши – унӑн хваттерӗнче темиҫе тӗрлӗ капӑрлӑх тупнӑ. Халӗ полици вӑл тата кама шар кӑтартма пултарнине уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче транспорт реформи пуҫланать. Хула влаҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑ раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пулса иртӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче ларакан тӳре-шара транспорт сетье оптимизацилеме тата ҫул ҫине пысӑкрах автобуссене ытларах кӑларма палӑртса хунӑ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 7, 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш автобуссен ҫулӗ ылмашӗ. 1, 10, 14, 16, 18, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш номерлӗ автобуссем ҫӳреме пӑрахӗҫ. Тепӗр ҫӗнӗлӗх те пулӗ. Пӗрлехи транспорт карттисӗр пуҫне ҫул укҫине банк карттисем урлӑ тӳлеме май туса парасшӑн. Ҫул укҫипе смартфон, ҫавӑн пекех Apple Pay, Samsung Pay тата Google Pay технологиллӗ урӑх гаджет урлӑ татӑлма ирӗк парӗҫ. Ҫӗнӗлӗх малтанласа сӑнав мелӗпе ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сасӑлавра мала тухнӑ макет «Уҫӑ хула» порталта ҫитес ҫулӑн паллине – сысна ҫурине – сасӑлав мелӗпе суйлани пирки хыпарланӑччӗ. Мала тухнӑ кӳлепене Шупашкарта Ростелекома хирӗҫ вырнаҫтарӗҫ. Сасӑлав вӗҫленнӗ. Унта 475 ҫын хутшӑннӑ, вӗсем виҫӗ эскизран пӗрне суйланӑ. Чылайӑшӗ, сасӑлава хутшӑннисен 42,11 проценчӗ, Пятачока килӗштернӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Пятачок макетне Александр Жигарев шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑлах скульптурӑна хатӗрлӗ. Палӑртмалла: Александр Жигарев Ростелеком умӗнче ларнӑ чылай кӳлепе авторӗ пулнӑ: Аҫтаха, Качака, Простоквашинӑри Шарик, Автан тата ыттисем те. Кӑҫал Пятачока раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчен илнӗ сӑн Канашра пурӑнакан пӗр ҫынна кинемейсем чуччупа ярӑнни килӗшмен. Вӑл икӗ ватӑ ҫын «Кайӑк йӑви» евӗр чуччу ҫинче ярӑннине асӑрханӑ. Лешсем ун ҫине урапа хӑпарса тӑни ӑна килӗшмен. Ҫак ҫын сӑн ӳкерсе ӑна «Контактра» халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Канашра пурӑнакансем ӑна сӳтсе явма тытӑннӑ. Пӗрисем кинемейсене ырланӑ. Ара, чуччупа ярӑнни усӑллӑ-ҫке-ха. Теприсем вара кӑмӑлсӑрланнӑ: ачасем чуччу ҫине хырӑмпа выртса ярӑнаҫҫӗ, ватӑсем вара урапа хӑпарса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |