Хулара
![]() Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче Кадет паркӗ уҫӑлнӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмен-ха. Унта хула ҫыннисем вӑхӑта хаваспах ирттереҫҫӗ. Тӗп хуламӑрта ҫук типӗ фонтан та ӗҫлет, ача-пӑчана выляса савӑнмалли лаптӑксем те пур, аслисем те унти илемпе киленме пултараҫҫӗ. Анчах Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ парка япӑхлатакансем пирки хыпарлать. Ҫавна май вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисем валли ятарлӑ йӗрке ҫырса хатӗрленӗ, ӑна паркра ҫакса хунӑ. Хулари тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, чечексене таптаса пӗтернӗ, саксене ватнӑ, илемшӗн сарнӑ гранит ваккине сапаланӑ, пӗр чуччу ҫинчи 3-4 ача, ҫутӑ хунарӗсене тӗкӗнекенсем... Ҫакӑн пек кӑмӑлсӑр ӳкерчӗк тӗл пулать иккен ҫӗнӗ паркра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Мускав ҫыранне реконструкцилеҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле пынине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Элтепер ҫакна асӑрханӑ: ҫынсем ҫырана Мускав ятне панипе килӗшмеҫҫӗ иккен. Чылайӑшӗ ӑна мӗншӗн шӑпах ҫак ята пани пирки ыйтать-мӗн. Ҫавна май Михаил Васильевич хула влаҫӗсене ку ы йтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. Элтепер Мускав ҫыранне реконструкцилес ӗҫе хӑвӑртлатмаллине те палӑртнӑ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 80 миллион тенкӗпе усӑ курмалла. Ӗҫ пур-ха: брусчатка хумалла, перила тумалла, ҫутӑ хута ямалла. Ӗҫе пурнӑҫлаканӗ – «Автодор» тулли мар яваплӑ общество. Унӑн Атӑл хӗрринчи 1,9 ҫухрӑма хӑтлӑлатмалла Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ретро-машинӑсен музейне тӑвасшӑн. Ӑна Трактор историйӗн музейне хирӗҫ, Мир проспектӗнчи скверта, вырнаҫтарасшӑн. Музейра 30 машина пулмалла. Ҫак кунсенче Шупашкар хула администрацийӗ проектпа смета документацийӗсене тумашкӑн аукцион ирттерни пирки пӗлтернӗ. Хакӗ – 300 пин тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин кӑҫал раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен 80 метр тӑршшӗ, 12,5 метр сарлакӑш, 5,65 метр ҫӳллӗш павильон проектне кӑтартмалла. Мэрире палӑртнӑ тӑрӑх, хальлӗхе музея хӑҫан уҫасси пирки калама иртерех, мӗншӗн тесен ӑна тӑвасси пирки татӑклӑ йышӑну ҫук-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Университет» микрорайонта ача пахчи иккӗ пулмалла. Вӗсенчен пӗрне тума пуҫланӑ. 1,5 пин ача вырнаҫмалӑх шкул ҫӗклесшӗн, кӑшт каярах — тепӗр ача пахчи. Унсӑр пуҫне унта спорт комплексӗ, хитре парк пулмалла. Ҫакӑн пирки асӑннӑ микрорайона ҫӗклекен строительство организацийӗн пуҫлӑхӗ Чӑваш Ен Элтеперне ӗнентернӗ. Паян республика ертӳҫи Михаил Игнатьев Шупашкарти пысӑк строительство лаптӑкӗсенче пулнӑ. Микрорайонӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ аванах пысӑк. Вӑл пурӗ 33,7 гектар йышӑнать. Унта хальхи вӑхӑтра 9 пин ытла ҫын пурӑнать. Микрорайона хӑпартнӑҫемӗн халӑх йышӗ ӳлӗмрен 15 пине ҫитмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫав микрорайонти стройкӑпа кӑмӑллӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Шупашкарта троллейбуспа трактор ҫапӑннӑ. Инкек хулари Гагарин урамӗнче пулса иртнӗ. «Ҫыхӑнура» форумри сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, инкеке лекнӗ трактор ҫул-йӗр ҫинче ӗҫленӗскер пулнине тӗшмӗртме йывӑр мар. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче инкек пирки ҫырнине хальлӗхе вырнаҫтарман. Маларах эпир асӑннӑ форумра ҫырни тӑрӑх вара тракторист тимсӗрлӗхне пула общество транспорчӗпе тӑрӑнни палӑрать. Шупашкарти ҫак автоинкекре чи лайӑххи — троллейбусри ҫынсем те, водитель те, тракторист та, иртен-ҫӳрен ытти машинӑрисем те аманманни. Трактор та троллейбуса хытах пырса тӑрӑнман — ӳкерчӗксене тишкерсен троллейбус лапчӑнни-пусӑрӑнни курӑнмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарти, кӑҫал «мӑйракасӑр» троллейбус ҫула тухӗ. Автономилле майпа ҫӳрекенсер 10-мӗш номерпе хутлӗ. Вӑл Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен пуҫӑнса «Садовӑй» микрорайона ҫитӗ. Хулари тӳре-шара ҫӗнӗ маршрута йӗркелессине сӳтсе явнӑ-тишкернӗ май малтанласа икӗ ҫула тишкернӗ. Кайран ҫак маршрута суйласа илнӗ: «Чукун ҫул вокзалӗ» — «Николаев урамӗ» — «Колхоз пасарӗ» — «Ю. Фучик урамӗ» — «Б. Хмельницкий урамӗ» — «9-мӗш шкул» — «Кошкино» — «Айхи проспекчӗ» — «Дементьев урамӗ». Унтан «Садовӑй» микрорайонтан ҫаврӑнса хӑй унччен килнӗ ҫулпа каялла кайӗ. Автономи мелӗпе ҫӳрекен троллейбус Б. Хмельницкий урамне ҫитсен ҫутӑ линийӗсӗрех кайӗ. Маршрутӑн тӑршшӗ — 5,3 км. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева Инстаграмри страницинче Трактор тӑвакансен культура керменӗ умӗнче типӗ фонтан ӗҫленине ӳкернӗ видео вырнаҫтарнӑ. Хальлӗхе фонтан тест режимӗнче ӗҫлет. Вӑл хӑш кунсенче ӗҫлесси паллӑ мар-ха. Алла Салаева халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, график Кадет корпусне уҫсан паллӑ пулӗ. Фонтан ҫывӑхӗнчи паркра хальлӗхе ӗҫ хӗрӳ пырать-ха. Ӗнерхи кун тӗлне ҫулсене, лапамсене, тротуарсене, велосипед ҫулӗсене туса пӗтернӗ. Унти ӗҫе кунсерен 100 яхӑн ҫын, 40 ытла техника хутшӑннӑ. Журналистсемпе блогерсем те Кадет корпусӗнче тирпейленине унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Садовый» микрорайонти ача пахчине тумашкӑн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 151 миллион та 128 пин тенкӗ. Ача пахчи икӗ хутлӑ пулӗ, унта 240 ача ҫӳрӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ача пахчине 10 уйӑхра – ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен – туса пӗтермелле. Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта 11 ача пахчи тума тытӑнмалла. Хальлӗхе тӑвттӑшӗн тӗлӗшпе аукцион иртнӗ: Соляное микрорайонти, Ҫӗнӗ хула микрорайонти (2 ача пахчи), Университ-2 микрорайонти. Сосновка поселокӗнче аукциона тепӗр хутчен ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алексей Федяров сӑн ӳкерчӗкӗ. Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ларма юраман кӳлепесем вырнаҫтарнӑ. Унта темиҫе ҫул каялла та тӗрлӗ чӗрчун кӗлеткисем пурччӗ. Ача-пӑча кӑна-и, харсӑртарах ашшӗ-амӑшӗ те вӗсем ҫине улӑхса сӑн ӳкерӗнме юрататчӗ. Халӗ Лакрей вӑрманӗнчи лашасемпе пӑлансем ҫине пули-пулми улӑхаймӑн. Вӗсен кӳлеписен ҫурӑмӗсем ҫине ача-пӑчаран хӳтӗленмелли йӗпсем вырнаҫтарнӑ. Ҫакна Ольга Романова журналист асӑрханӑ та Фейсбукра ҫырса хунӑ. Сӑмахне ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ. Журналист ҫырнинче кӑмӑлсӑрланни сисӗнет те, анчах ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакан пур. Хысна пурлӑхӗ тесе ӑна ватса-ишсе пӗтермеллине, ӳркенменнисен хӑпарса ларма юранине пӗлтермест-ҫке. Асӑрханса усӑ курнӑ япалан ӗмӗрӗ те вӑрӑмрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хайхискер шпиц ӑратлӑ йытӑ туяннӑ чухне укҫасӑр тӑрса юлнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче йытӑ ҫури сутнине курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ. Калаҫнӑ хыҫҫӑн хайхискер банк картти ҫине 20 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Палла ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫухалнӑ, йытӑ та ҫук. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав сутуҫӑ кам пулнине палӑртас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |