Хулара
![]() Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта педофил ачасене тапӑнни пирки хыпар сарӑлнӑ. Чылайӑшне ку хытах сисчӗвлентернӗ. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Университет урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра арҫын шкул ачинчен мӑшкӑллама тӑнӑ имӗш. Хайхискер хӗрачана унчченех йӗрленӗ, вӑл шкултан хӑҫан таврӑнассине пӗлнӗ, ӑна лифтра кӗтсе тӑнӑ-мӗн. Ҫакнашкал хыпара ҫынсем халӑх тетелӗнче те сарнӑ, репост тунӑ. Педофилӑн сӑнӳкерчӗкӗ те пур. Анчах ҫакна чӑнах та ӗненмелле-ши? РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев «Мой город Чебоксары» (чӑв. Манӑн хула Шупашкар) тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал тӗслӗх пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтри сӑн Пилӗк ҫул каялла Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк хӗрачана Руфина Соломоновӑна машина ҫапса кайнӑ. 2013 ҫулта 7-ри Руфина ҫуллахи уйлӑхран таврӑннӑ, ятарласа каҫмалли вырӑнтан ҫул урлӑ утнӑ чухне ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Вӑл ҫак таранччен ҫывӑрмалла мар (выр. будрствующая) комӑра пулнӑ. Ҫапса хӑварнӑ водителе вара амнистипе тӗрмерен кӑларнӑ. Шел те, паян Руфинӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Аня Чижова ячӗллӗ фонд та ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, фонд сипленмен чирпе нушаланакан ачасене пулӑшас енӗпе ӗҫлет. 2016 ҫулта Соломоновсен ҫемйи ҫине тепӗр хуйхӑ йӑтӑнса аннӑ. Ҫар чаҫӗпе Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗр чӗлхе тупайманнине пула вӗсене хваттертен кӑларса яма хӑтланнӑ. Анчах шӑв-шав ҫӗкленсен ҫемьене урама кӑларса яман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Икӗ ҫул каялла «Данон» АО Шупашкарти производствине хупнӑ. Ун хыҫҫӑн савут пӗр вӑхӑт пушӑ ларнӑ. Кӑштахран инвестор тупӑннӑ. Вӑл инвестици килӗшӗвӗ алӑ пусса савута ҫӗнетме пуҫланӑ. Предприятире хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. Савута юсама 500 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ун чухне инвестици 1,2 миллиард тенкӗрен кая мар пулассине палӑртнӑ. Акӑ авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче савут уҫӑлӗ. Икӗ ҫул каялла савут пурлӑхне туяннӑ «Сарӑтури сӗт комбиначӗ» сӗт юр-варне «Добрая буренка» брендпа кӑларӗ. «Шупашкарти сӗт савучӗ» уйӑхне 1625 тонна продукци кӑларасшӑн. Малашне производствӑна тата ӳстересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ачине хваттерте пӗччен хӑварнӑ та хӑй лавккана тухса утнӑ. Каялла таврӑннӑ ҫӗре алӑк уҫӑлман – уҫҫи ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Ку «Садовый» микрорайонта аван уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Дементьев урамӗнче пулнӑ. Киле кӗреймен хӗрарӑм Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ара, ача хваттерте пӗчченех юлнӑ вӗт, тем курасси пулӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, «Умелец» наборпа усӑ курса хваттере кӗмелли алӑка уҫнӑ. Юрать, ачапа нимӗн те пулман, вӑй йӗркеллех ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Шупашкар хула администрацийӗ хута янӑ «Уҫӑ хула» сайтра сасӑлав пуҫланнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле брендинг концепцине суйласшӑн», — тесе хыпарланӑччӗ нумаях пулмасть Софья Савнеш. Халӗ сасӑлав вӗҫленнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ. Сасӑлава пурӗ 711 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «ОБРАЗЫ ГОРОДА» (чӑв. Хула сӑнарӗсем) концепцие ырланӑ. Ӑна «Брендум» тулли мар яваплӑ общество хатӗрленӗ. Сасӑлава хутшӑннисенчен 50,07 проценчӗ ҫав ӗҫшӗн пулнӑ. Паттерн графика элеменчӗсенчен тӑрать. Вӗсем — хулашӑн пӗлтерӗшлӗ персонажсемпе объектсем. Ҫӗнтернӗ символикӑпа усӑ курса парнелӗх продукци хатӗрлӗҫ, хулана капӑрлатӗҫ. Хӑшӗсем хакланӑ тӑрӑх, элемре чӑвашлӑх пачах та сисӗнмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара хутлакан 232-мӗш номерлӗ автобуса ҫӳретме тытӑннӑ. 60 ҫын вырнаҫаканскер асӑннӑ тӑрӑхӑн транспорт ыйтӑвне кӑштах та пулин тататех-тӗр. Пӗр автобуспа теприн хушши 15 минутпа танлашмалла. Вӑл ирхи пиллӗкрен пуҫласа 20 сехетчен хутлӗ. Апла пулсан ӗҫ умӗнхи тата ӗҫ хыҫҫӑн халӑх йышлӑ вӑхӑтра ҫынсем чарӑнура чыхӑнса нушаланмалла мар. Автобусӑн маршручӗ ҫапларах: Улма-ҫырла (Садовӑй) тӑкӑрлӑкӗ – Фучик урамӗ – Колхоз пасарӗ – «Мир Луксор» кинотеатр – Суту-илӳ ҫурчӗ – Мега Молл – Энергозапчасть, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара Совет урамӗпе кайӗ, «Сокол» чарӑнӑва ҫитӗ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче ку маршрут вӑхӑтлӑх тесе пӗлтереҫҫӗ — раштавӑн 1-мӗшӗнчен хулара транспорт реформи пулмалла. |
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пултаруллӑ ачасем валли центр хута ярасшӑн. Хальлӗхе ку ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ кӑна-ха. Центр пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма, вӗсене пулӑшма, аталанма май парӗ. Физикӑпа математика, инженери, лингвистика вӗренӗвӗн аталанӑвӗн центрне тӑвасси, ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса вӗренекен ачасем валли профильлӗ сменӑсем, конференцисем, олимпиадӑсем ирттересси те планра. Халӗ проекта пурнӑҫлама ӑҫтан укҫа уйӑрас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Учрежденин ҫул-йӗр карттине те хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ашшӗпе амӑшӗ ывӑлне хӑйне евер ят панӑ – Добрыня. Ҫапла майпа ҫӗр ҫине Добрыня Никитич килнӗ. Ӑна Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Ку ят – вырӑс халӑх эпосӗнчи пӑхаттир. Вӑл славян чӗлхинчен килнӗ, «ырӑ чунлӑ» тенине пӗлтерет. Сӑмах май, Добрыня Никитич чылай хулара пур, ашшӗ-амӑшӗ ачине ҫакнашкал ят пани питӗ сайра тӗслӗх мар иккен. Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ачасене ытларах Илья, Максим, Матвей, Михаил, Александр ят хураҫҫӗ. Хӗрачасен хушшинче Аня, Настя, Маша ятсем анлӑ сарӑлнӑ. Сайра тӗл пулаканнисен йышӗнче ҫаксем пур: Авелия, Алика, Аиша, Берта, Заряна, Каталея, Умар, Абдулло, Авдей, Аристарх, Гарик, Доминик. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) микрорайона троллейбуссем ҫӳрӗҫ. Анчах паян-ыранах мар. Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти 20-мӗш шкулта республикӑн тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — аппарат ертӳҫи Алексей Маклыгин хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра — троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннине те. Предприятин тӑкакӗ, Алексей Маклыгин пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен 40 миллион тенкӗ чакнӑ. Апла пулин те ыйту татӑлсах пӗтмен — упарвлени энергетиксен умӗнче 140 миллион тенке яхӑн парӑмлӑ. Шупашкарта кӑҫал 200-е яхӑн ҫӗнӗ автобус туянма палӑртнӑ. Вӗсем 18 маршрутпа ҫӳрӗҫ. «Садовӑй» микрораойнта пурӑнакансене турттарма автономлӑ майпа ҫӳрекен 5 троллейбус туянмалла. 2019 ҫулта «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта троллейбус линийӗ кармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин Атӑл ҫыранӗ ҫултан ҫул хитреленсе пырать. Унта тӗрлӗ ҫулхисем тата тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем ирпе ирех пухӑнаҫҫӗ. Спортпа туслисемпе Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби паян вырӑна тухсах паллашнӑ. Унтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхи улттӑрах велосипедпа тата йӗлтӗр роллерӗпе ярӑнакансем, скандинави мелӗпе утакансем, чупакансем, сивӗ шывпа чӳхенекенсем пухӑнаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтепер те йӗлтӗр роллерӗпе ярӑнать, велосипед ҫине те ларать. Чупма е утма тухакансем хушшинче чӑваш парламенчӗн депутачӗсем те пур. «АККОНД» предприятин пуҫлӑхӗ Валерий Иванов, акӑ, чупма тухать. «Дентамед» клиникӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин ҫемйипе кашни ир пӗр сехет ҫурӑ утса ҫӳрет, ҫакна ҫирӗплетекен сӑнӳкерчӗксене вӑл Фейсбукра тӑтӑшах лартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |