|
Ҫул-йӗр
![]() commons.wikimedia.org сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен кӳршӗллӗ Белоруҫ ҫӗршывне самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫул ҫӳреме юратакансемшӗн тата асӑннӑ ҫӗршывпа ӗҫпе ҫыхӑну тытакансемшӗн ку чӑннипех те ырӑ хыпар. Шупашкартан Минска каяс тесен малашне хамӑр ҫӗршыври пысӑк хуласем урлӑ ҫӳреме тивмӗ. Ҫӗнӗ авиарейс утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Минска пассажирсене «Аэрофлот» компани турттарӗ. Лоукостерсемпе танлаштарсан унӑн хакӗ кӑшт пысӑкрах та, апла пулин те тӳрӗ рейс уҫни питех те паха. «Аэрофлот» компанин самолечӗсем Шупашкартан Минска эрнере икӗ хутчен вӗҫӗҫ: тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен. Самолет ҫула ирхи 6 сехет те 15 минутра тухӗ. Апла пулсан асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулине иртерех ҫитсе унта кунӗпех курса ҫӳреме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян Шупашкарта халӑха турттаракан транспорта ҫӳреме чарнӑ. Ку официаллӑ хыпара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, транспорта хӑҫанччен ҫӳретмесси паллӑ мар. Кун пек йышӑнӑва хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнас тӗллевпе тунӑ. Транспорт ҫӳреме пуҫланине ведомство каярах пӗлтерӗ. Хальлӗхе вара хулара сирена татти-сыпписӗр янӑрать. Самантлӑх чарӑнса илет те каллех янӑрама пуҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви 5 автобус тытса тӑма 41 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Кунта сӑмах пӗр район центрӗнчен тепӗр район центрне хутлакан автобуссем пирки пырать. Аса илтерер: республикӑра реорганизаци тесе темиҫе районти пульницӑна пӗр-пӗринпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Халӑх ку пуҫарӑва ырласа йышӑнманран, ҫӳреме меллӗ мар тесе пӑшӑрханнӑран пульницӑсене пӗрлештернӗ район центрӗсенчен ҫынсене автоубуспа турттарма йышӑннӑ. Автобуссем валли 41 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн, маршрутсене тытса тӑма хыснана 19 миллион тенке кайса ларӗ. Ку вӑл ҫур ҫулта. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑсене пӗрлештерсен 19 миллион тенкӗ укҫа перекетленмелле. Анчах автобус ҫӳретме те йӳнӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Регион управленийӗн центрӗ ҫулсемпе тротуарсем ҫинчи шӑтӑк-путӑк пирки хыпарлама сӗнет. Ҫак тӗллевпе вӑл ҫулсерен йӗркелекен «Ямам-НЕТ» акцие кӑҫал та пуҫарнӑ. Унта хутшӑнакансем Чӑваш Енри Регион управленийӗн центрӗ пабликӗнчи тата патшалӑх пабликӗсенчи постсем айӗнче сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарни ҫеҫ ҫителӗксӗр — шӑтӑк-путӑк ӑҫтине кӑтартмалла, #ЯмамНЕТ хештег ҫырса хумалла. Асӑннӑ хештегпа вырнаҫтарнӑ мӗнпур комментарие «Инцидент менеджмент» тытӑм урлӑ тӗрӗслесе тӑрӗҫ тата ҫул-йӗр службисене пӗлтерӗҫ. «Сӑнӳкерчӗклӗ сирӗн ҫырӑвӑрсем лару-тӑрӑва улӑштарма пулӑшӗҫ. Ҫул-йӗр тӑрӑмӗшӗн пӑшӑрханакансем пулсан ыйту та татӑлӗ», — ӗнентернӗ эпир маларах асӑннӑ учрежденире. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Аэрофлот» компани кӑҫал Шупашкартан Калининграда эрнере тӑватӑ хутчен ҫӳреме пуҫлӗ. Унччен самолётсем эрнере икӗ хутчен ҫеҫ вӗҫнӗ. Аса илтерер: ҫӗнӗ маршрута пӗлтӗр пуҫласа уҫнӑччӗ. Ҫынсем ӑна кӑмӑлласа йышӑннӑ. Шупашкартан Калининграда самолётсем ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме пуҫлӗҫ. Рейссем кӑҫалхи юпа уйӑхӗчченех пулӗҫ. Самолет Шупашкартан 23 сехет те 15 минутра вӗҫсе кайӗ те Калининграда тепӗр кунне ирхи 1 сехет те 45 минута ҫитӗ. Ҫул ҫинче 3 сехет те 30 минут иртӗ. Каялла Калининградран самолёт ирхи 2 сехет те 35 минутра тухӗ, Шупашкара 6 сехет те 55 минута ҫитӗ. «A320» аэробуссем Шупашкартан ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫсе кайӗҫ, Калининградран тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫсе килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти аэропорт пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ҫуркуннепе ҫуллахи режимпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ график юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ. Кун пирки Шупашкарти аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ. Кӑҫал ҫӗршывӑн кӑнтӑр енчи регионӗсене самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Ҫав шутра – Сочие, Махачкалана, унсӑр пуҫне тата Калининграда та. Ҫӗршывӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫак хулапа вӑл тӑрӑха та туристсем кӑмӑллаҫҫӗ. Шупашкарти аэропорт ют ҫӗршывсене вӗҫекен рейссене уҫасси пирки те калаҫу ирттерет-мӗн. Хальлӗхе хӑш ҫӗршыв пирки уҫӑмлатман та, анчах «Ҫыхӑнура» форумра Бакупа Анталья хулисем пирки сӑмах пырать тесе асӑнса хӑварнӑ. Ҫуркуннепе ҫуллахи сезонта Мускав, Санкт-Петербург, Сочи, Минеральные Воды, Сургут, Махачкала, Калининград тата Новосибирск хулисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() «За рулем» порталти сӑн Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра регион пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче вӑхӑтлӑх чарусем пулӗҫ. Ку мерӑсем 6 тоннӑран ытларах таякан йывӑр тиевлӗ машинӑсене пырса тивет. Ҫав кунран пуҫласа Шупашкарта кунашкал машинӑсене укҫа тӳлесен кӑна кӗртӗҫ – вӗсем ятарлӑ пропуск туянӗҫ. Ку укҫа ҫула юсама кайӗ. Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юр ирӗлнӗ тапхӑрта тата ейӳ вӑхӑтӗнче ҫул тӗпӗ нӳрелет, ҫавна май хӑвӑрт арканать. Шупашкарта тӗрӗслев пункчӗсем хулана кӗмелли вырӑнсенче пулӗҫ: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Етӗрне тата Вӑрнар ҫулӗсем ҫинче. Ку чару пассажирсене илсе ҫӳрекен автобуссене, юсав ӗҫӗсем пурнӑҫлакан бригадӑсене транспортне тата экстреннӑй служба машинисене пырса тивмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() https://t.me/salaevaalla каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Пирӗн ҫӗршывра пассажирсене самолетпа турттармалли тата хӑна ҫурчӗсен правилисене ҫӗнетнӗ. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Тавӑрса памалла мар билета та ӳлӗмрен тавӑрса пама май килӗ. Анчах кун валли шута илме тивӗҫ сӑлтав пулсан: сӑмахран, авиарейса 30 минут ытларах тытса чарсан е ҫула тухма шутланӑ ҫыннӑн ҫывӑх ҫыннисем е пассажир хӑй чирлесен. Электрон тата хут документсем пӗр пек праваллӑ пулса тӑнӑ – ӳлӗмрен аэропорта ҫитсен документсене пичетлемесен те юрать. Салона вара ача люльки, кӳми, кресло-кӳме, туя, сусӑр ҫынсене ҫулта-йӗрте кирлӗ ытти япалана илсе кӗртме юрать. Ҫакӑ туризм инфраструктурине тата хамӑр ҫӗршыври туризма вӑйлӑрах аталантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарта юр тасатма кансӗрлекен ҫӑмӑл машинӑсемпе ҫине тӑрса кӗрешме тытӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗнче пурӗ 114 машинӑна штрафлапамсене турттарса кайнӑ. Вӗсем юр хыракан ткхникӑна ӗҫлеме чӑрмантарнӑ. Парковка правилине пӑхӑнманнисенчен 73-шӗ чарӑну правилине пӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал ака уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 18 ӑслӑ «зебра» тума палӑртнӑ. Ку – нейросетьлӗ видеоаналитикӑллӑ комплекс пирки: смарт-камерӑсем ҫуран утакана асӑрхасан «зебра» проекци ҫуттине, «Ҫуран ҫӳрекен ирттерсе яр» ҫутӑ таблоне, хӑрушсӑрлӑх йӗрки пирки аса илтерекен сасса ҫутаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра регионти ҫулсем ҫинче ҫавӑн пек 9 система пур: Етӗрнере, Муркашра, Кӳкеҫре, Хӗрлӗ Чутайра, Красноармейскинче, Нурӑсра, Йӗпреҫре. Ака уйӑхӗччен тепӗр 9 вырнаҫтарӗҫ: Стрелецкинче, Шӑнкӑртамра, Ҫӗмӗрлере, Элӗкре, Вӑрнарта тата Патӑрьелте. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
