Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.6 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Сочирен Шупашкара вӗҫсе килекен самолет кая юлса килнӗ.

Кӑнтӑрлахи рейспа вӗҫсе килме хатӗрленнисем 6 сехет каярах юлса килнӗ. Самолет Сочирен вӑхӑтра ҫитейменрен Шупашкартан Сочие каякан рейс та палӑртнӑ вӑхӑтра ҫула тухайман.

Самолет ҫула юлса тухасси юлашки вӑхӑтра час-часах пулать. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем кансӗрленӗрен та тепӗр чухне самолетсене тытса чараҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
ru.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ
ru.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫултан пуйӑспа ҫуреме каллех хакланӗ. Хула ҫумӗнчи чукуе ҫул транспорчӗпе ҫула тухакансен ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхинчен 5,1 процент ытларах кӑларса хума тивӗ.

Паянхи куна илсен Шупашкартан Канаша ҫитме 424 тенкӗ тӳлемелле пулсан килес ҫул 446 тенкӗ пулӗ.

Хусантан Чулхулана ҫӳрекен электричкӑра ҫул укҫи кашни километршӑн 4 тенкӗ те 7 пус тӳлеме тивӗ, халӗ 4 тенкӗ те 52 пус пулнӑ.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Шупашкар-Сӑр» автоҫула юсама республика хыснинчен 271 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Унта сӑмах ҫулӑн Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи участокӗ пирки пырать.

Ҫула юсакана палӑртма «Чӑвашупрдор» икӗ конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Подрядчика кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен палӑртмалла.

Пӗрремӗш контрактӑн пуҫламӑш хакӗ —113 млн тенкӗ. Унпа ҫула 3,25 км тӑршшӗ юсамалла. Ӗҫе 2026 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2027 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче пурнӑҫламалла.

Иккӗмӗш контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 158 миллион тенкӗ. Вӑл укҫапа ҫула 4,7 км тӑршшӗ юсамалла. Ӗҫе 2026 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2027 ҫулхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче пурнӑҫламалла.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Шупашкара Мускавран йышлӑн килӗҫ. Кун пирки Мускав мэрӗн ҫумӗ Максим Ликсутов пӗлтерни пирки Metro Moscow хыпарланӑ.

Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗре автобуспа кайма Мускав ҫыннисем 13 пине яхӑн билет туяннӑ. Ҫынсем кайма уйрӑмах кӑмӑл тунӑ хуласен шутӗнче Шупашкар, иккӗмӗш вырӑнта – Минск, унтан — Ставрополь. тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш вырӑнта — Элиста тата Йошкар-Ола.

 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал пирӗн Шупашкарти аэропорт 600 пин пассажира йышӑннӑ. Аэропортӑн ҫӗнӗ историйӗнче кун пекки пӗрремӗш хут тесе пӗлтерет аэровокзалӑн пресс-служби.

600 пинмӗш пассажир Мускавран «Аэрофлот» авиакомпанин самолёчӗпе вӗҫсе килнӗ. Пӗлтӗр Шупашкарти аэропорт 577 пин ҫынна йышӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Елчӗк округӗнче пурӑнакансем Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов патне йышӑнӑва кайсан тин хӑйсене тахҫантанпах канӑҫ паман ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Кун хыҫҫӑн «Елчӗк – Курнавӑш» ҫула юсама тытӑннӑ.

Тӗрӗслев ирттерсен ҫул ҫинче чӑнах та шӑтӑк-путӑк нумай пулнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура вырӑнти администраци тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ҫапла пӑр вырӑнтан тапраннӑ: ҫула саплама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «Эльбрус» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫланӑ.

Подрядчик ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтран маларах вӗҫленӗ. Анчах тӗрӗсленӗ те – асфальт пӗр вырӑнта 5 см мар, 4,8 см кӑна пулнӑ. Прокуратура ыйтнипе ҫулӑн ҫак пайне йышӑнассине вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнертенпе, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе, Шупашкарти аэропорт хӗллехи расписанипе ӗҫлеме пуҫланӑ.

«Победа» авиакомпани самолёчӗсем Шупашкартан Мускаври Шереметьево аэропорта кунне икӗ хутчен вӗҫӗҫ: ирхи 8 сехет те 40 минутра тата каҫхи 21 сехет те 40 минутра.

«Аэрофлот» авиакомпани самолёчӗ 19 сехетре ҫула тухма тытӑннӑ.

Санкт-Петербурга тунтикунсерен, ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен 12 сехет те 25 минутра «Победа» самолёчӗпе вӗҫсе кайма май килӗ.

«Nordwind» Сочи тунтикунсерен 17 сехет те 15 минутра илсе ҫитерӗ, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен вӑл кӗҫнерникун та ҫав вӑхӑтра вӗҫме пуҫлӗ.

«Азимут» авиакомпани тунтикунсерен Сургута 16 сехет те 20 минутра, Минеральные Воды хулине 20 сехет те 50 минутра илсе кайӗ. Чӳк уйӑхӗнченпе ҫав компани самолечӗсем шӑматкунсерен те Сургутпа Минеральные Воды хулисене вӗҫме пуҫлӗҫ.

 

Ҫул-йӗр

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен Шупашкарти аэропорт хӗллехи расписанипе ӗҫлеме пуҫлӗ. Мускава Шупашкартан кунне виҫӗ хутчен вӗҫме май килӗ. Икӗ рейса «Победа» авиакомпани пурнӑҫлӗ, теприне — «Аэрофлот».

Хӗллехи вӑхӑтра Шупашкартан самолётсем ҫавӑн пекех Питӗр, Сочи, Минеральные Воды тата Сургут хулисене вӗҫӗҫ.

 

Ҫул-йӗр

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗрсе тухӗ. Анчах – Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ чухне кӑна. Шупашкартан кайнӑ чухне маршрут хальхи пекех пулӗ.

Троллейбус микрорайона «Ялав» пурӑнмалли комплекс патӗнчен кӗрсе Шупашкар проспекчӗпе кайӗ, «В. А. Галкин мусӑкҫӑ урамӗ», «Старт урамӗ», «А. М. Токарев мусӑкҫӑ урамӗ», «Г. А. Ефимов поэт урамӗ» чарӑнусенче чарӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Ҫул-йӗр
pravdapfo.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнче, «Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче, виҫӗ автомашина ҫапӑннӑ. Инкекре икӗ ача суранланнӑ, тепӗр иккӗшне сывлӑхне тӗрӗслеме пулницӑна илсе кайнӑ.

«Опель» автомобиль водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та КамАЗпа ҫапӑннӑ. Унтан ҫӑмӑл машина «Форд» ҫине пырса кӗнӗ.

«Опель» машинӑра ларса пынӑ 13-ри хӗрачапа 8-ти арҫын ачана пульницӑна илсе кайнӑ. «Фордри» 3-ри тата ҫулталӑкри ачана та сывлӑх сиплев учрежденине ӑсатнӑ.

Водительсем пурте урах пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ...79
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 08

1911
115
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ