Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ҫак кунсенче Чӑваш Енре чи лайӑх таксиста палӑртнӑ. Ку ята кӑҫал кам тивӗҫнӗ-ха? Ҫӗнтерӳҫӗ Дмитрий Осипов пулса тӑнӑ.

«Раҫҫейри чи лайӑх таксист» конкурсӑн регионти тапхӑрӗ Шупашкар хулинче иртнӗ. Унта 22 ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, вӗсенчен пӗри – хӗрарӑм.

Конкурса хутшӑнакансем ҫул-йӗр правилисене тата саккунсене мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Унтан вӗсене 9 тӗрлӗ хӑнӑхтару пурнӑҫлама хушнӑ. Ҫак шутра таксистсем ача креслине тӗрӗс тата хӑвӑрт вырнаҫтарса кӑтартнӑ.

Ӑмӑртура мала тухнӑ Дмитрий Осипова 15 пин тенкӗлӗх сертификатпа чысланӑ. Унӑн ӑмӑртӑвӗ кунпа вӗҫленмен-ха, чи лайӑх таксистӑн республика чысне Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура хӳтӗлеме тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19669
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Элӗк ялӗнче пурӑнакан Ольга Логинова тахҫантанпах тӗрленӗ. Халӗ вара чун киленӗҫӗ тупӑш паракан ӗҫ пулса тӑнӑ.

2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Ольга Логинова «Пир-авӑр пусма ҫинчи тӗрӗ» проект хатӗрлесе ӑна хӳтӗленӗ. Ҫапла вӑл социаллӑ контракт ҫырса ӗҫне аталантарма патшалӑхран 350 пин тенкӗ илнӗ. Ку укҫапа вӑл тӗрлемелли машина туяннӑ, мастерской уҫнӑ.

Ольга Логиновӑна наци тӗрри илӗртет: вӑл хӑйӗн аллипе наци костюмӗсем ҫине эрешсем тӑвать, «ҫинҫе пирпе» ӗҫлет.

Ольгӑн – виҫӗ ача. Социаллӑ контракт ӑна ҫемйине тӑрантармалли тупӑш тума май панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31484
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ипподром ҫӑлтӑрӗ хуҫине сасӑлав участокне илсе ҫитернӗ. Ҫапла, республикӑра паян участока лашапа пынӑ тӗслӗх те пулнӑ.

Александр Попов Патӑрьел округӗнчи 2413-мӗш суйлав участокне пынӑ. Пӗччен мар, ӑна унта тӑватӑ ураллӑ шанчӑклӑ тусӗ, Апогей ятлӑ лаша, илсе ҫитернӗ.

Апогей Ҫӗньял ялӗн ипподромӗн ҫӑлтӑрӗ шутланать. Вӑл 48 хутчен старта тухса 23 хутчен ҫӗнтернӗ.

Палӑртса хӑварар: унӑн хуҫи Александр Попов тӑтӑшах лаша турнирӗсем ирттерет: Питравра, Акатуйра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31369
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Чӑваш Енре халӑх участковӑйне суйланӑ. Хальхинче ку ята кам илнине пӗлес килет-и? Хаваспах пӗлтеретпӗр: Ҫӗмӗрле округӗнчи Михаил Григорьев.

Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Халӑх участковӑйӗ» конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнче мала тухнӑ. Уншӑн 7700 ҫын сасӑланӑ.

Мала тухнӑ полицейскипе ҫывӑхрах паллаштарар-ха. Михаил Григорьев Раҫҫей ШӖМӗн «Ҫӗмӗрле» уйрӑмӗнче участокри аслӑ уполномоченнӑйра ӗҫлет. Вӑл шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 2014 ҫулта вӑй хума тытӑннӑ. Халӗ вӑл 4 пин ытла ҫын пурӑнакан участокшӑн яваплӑ. Кӑҫал участковӑй ҫынсенчен килнӗ 250 яхӑн хута пӑхса тухма ӗлкӗрнӗ. Михаил Григорьев карттӑсенчен укҫа вӑрлани пирки ял ҫыннисене ӑнлантарать, профилактика ирттерет.

Республика шайӗнче ҫӗнтернӗ участковӑй Чӑваш Ен чысне федераци шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр те республикӑра ку конкурсра Ҫӗмӗрле округӗнчи участковӑй ҫӗнтернӗ. Вӑл – полицин аслӑ лейтенанчӗ Михаил Обломов.

 

Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Николай Фролов суйлав участокне чӑвашла тӗрленӗ илемлӗ кӗпе тӑхӑнса кайнӑ. Кун пирки Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пӗлтернӗ.

Николай Николаевич асӑннӑ учреждение юрлама ҫӳрет. Унта «Калинушка» ансамбль ӗҫлет. Пултарулӑх коллективне Валентина Телей ертсе пырать. Николай Николаевич — асӑннӑ коллективӑн солисчӗ.

Николай Фроловӑн мӑшӑрӗ Екатерина Сильвестровна вара килте сасӑлама кӑмӑл тунӑ. «Мана кун пек меллӗрех», — тесе вӑл участока кайман.

Сӑмах май каласан, Фроловсем пӗлтӗр ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Килӗштерсе те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнакан ҫак мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратса вӗсене юратса ӳстернӗ. Иккӗшӗ вӗсем ылтӑн алӑллӑ.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Улатӑр округӗнче пурӑнакан арҫын 26 хурӑн каснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна куншӑн суд тӑвӗҫ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗпе юнашар вӑрманта вӑл бензопӑчкӑпа усӑ курса хурӑнсем каснӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 26 йывӑҫ пулнӑ. Йывӑҫсене кассан арҫын вӗсене киле, Суйкӑн ялне, тракторпа турттарса килнӗ те касса вутӑ валли ҫурнӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Йӗрке хуралҫисем йывӑҫ касакан ҫын йӗрӗ ҫине тухса ун патне килнӗ. Вӗсем унӑн тракторне тата бензопӑчкине туртса илнӗ, арестленӗ.

Прокуратура айӑплава пӗтӗмлетсе арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн судне ярса панӑ. Кӗҫех суд ӑна пӑхса тухса приговор йышӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-213576372_13358
 

Республикӑра
finuslugi.ru сайтри сӑн
finuslugi.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Республикинчи бюджет тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 7,8 процент ӳсӗ. Проекта республикӑри Финанс министерстви хатӗрленӗ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫ укҫи патшалӑх учрежденийӗсенче вӑй хуракан ҫынсен ӳсӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче окладсене тата ставкӑсене 7,8 процент чухлӗ индексаци тӑвӗҫ. Ку муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене те пырса тивет. Тӗпрен илсен, сӑмах кунта вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн, культура, спорт, социаллӑ хӳтлӗх отраслӗсем тата ытти тытӑм пирки пырать.

Аса илтерер: юлашки хутчен бюджетниксен ӗҫ укҫи 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӳснӗ. Ун чухне окладсене 8,7 процент чухлӗ индексаци тунӑ.

 

Республикӑра
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Эрех ӗҫме укҫа паманшӑн хӗрарӑм арҫыннӑн ҫуртне ҫунтараса ярасшӑн пулнӑ. Куншӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ.

Ку пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Канаш округӗнчи Энтрияль ялӗнче пулса иртнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм пӗлӗшӗнчен эрех илме укҫа ыйтнӑ. Анчах лешӗ паман, хирӗҫленӗ. Хӗрарӑм ун чухне ӳсӗр пулни паллӑ. Хайхискер кӳреннӗ, ӑна тавӑрма шухшланӑ ахӑртнех – унӑн ҫуртне ҫунтарма тӑнӑ. Хӗрарӑм канистрӑпа бензин илсе килнӗ те алӑк умне сапса чӗртсе янӑ. Телее, ҫурт ҫунса кайма ӗлкӗреймен. Кил хуҫи ҫулӑма вӑхӑтра сӳнтернӗ.

Ҫапах та судра хӗрарӑм айӑпне йышӑнман. Апла пулин те унӑн явапне тытмах тивнӗ. Халӗ унӑн патшалӑха ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫлесе татмалла. Приговорпа килӗшӳллӗн, хӗрарӑма юсанмалли центра ӑсатнӑ.

 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Вӑрнар округӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм кӑмпана кайнӑ та киле таврӑнман. Ӑна халӗ «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шырасҫӗ.

Елизавета Григорьевна Волкова Вӑрнар округӗнчи Услапа ялӗнче пурӑнать. Вӑл авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпа пуҫтарма кайнӑ. Анчах килте ӑна кӗтсе илеймен.

Елизавета Григорьевна ҫав кун камуфляжлӑ симӗс пиншак, хура шӑлавар, хура калуш тӑхӑннӑ, хӑйӗнпе пӗрле ҫутӑ симӗс витре илнӗ. Ҫакӑ паллӑ: ӑна медицина пулашӑвӗ кирлӗ. Хӗрарӑм 167 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ.

Хӗрарӑма курнӑ тӑк отряд хастарӗсем ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 (шырав инфоргӗ Искрич (Виктория).

Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкар округӗнчи Кивҫурткассинче 92 ҫулти кинемее тупнӑ. Анчах, шел те унӑн виллине кӑна.

 

Республикӑра
Тытса чарнӑ курьерсенчен пӗри.
Тытса чарнӑ курьерсенчен пӗри.

Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан салтакӑн тӑлӑх арӑмӗ ултавҫӑсене 10 миллион тенкӗ парса янӑ.

29 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ. Ултавҫӑсем ӑна куншӑн патшалӑх хушма тӳлевсем парать тесе суйнӑ та харпӑр даннӑйсене ыйтнӑ. Анчах кайран вӗсене ют ҫынсем пӗлнӗ тесе хӑратма тытӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм вӗсем хӑратса пӗтернипе «Тӗп банк ӗҫченӗсене» 10 миллион ытла тенкӗ парса янӑ.

Улталаннине вӑл кайран хӑйех ӑнланнӑ та полицие кайнӑ. Юрать-ха, пакунлисенчен вӑхӑтра пулӑшу ыйтнӑ. Хусантан Вӑрнара таксипе юлнӑ тепӗр 1,5 миллион тенке илме килнӗ икӗ курьера кун хыҫҫӑн тытса чарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...682
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗн валли кӑмӑллӑ ҫӗнӗ паллашусем илсе килме пултарӗ. Япала туяннӑ, илем процедурисене тунӑ чухне ӑнӗ. Вӑхӑта хаваслӑ ирттерме сӗнсен хирӗҫлеме ан васкӑр. Тӗлпулӑва кайма та килӗшӗр.

Юпа, 03

1926
100
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
41
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
8
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ