Республикӑра
![]() "Конатктри" сӑн Красноармейски округӗнче туризма аталантарс енӗпе рсах ӗҫлеҫҫӗ. Унти Яманак ялӗнче паллӑ вырӑн пур. Вӑл – шыв арманӗ. Армана XIX ӗмӗр вӗҫӗнче хута янӑ. Халӗ ӑна ҫӗнетесшӗн, унта туристсем валли хитре вырӑн тӑвасшӑн. Шыв арманӗпе юнашар глэмпинг ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна «Туризм тата тарватлӑх индустрийӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ. Пӗлтӗр унта A-фрейм тата барнхаус стилӗпе пӗчӗк 10 хӑна ҫурчӗ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Етӗрне округӗнче Сӑр юханшывӗнче глэмпинг-отель тӑвасшӑн. Мини-отель шыв тӑрӑх ишнӗ вӑхӑтра экскурсоводсем ку тӑрӑхри илӗмлӗ, паллӑ вырӑнсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Кунта килсе чарӑнакан туристсен автобусӗсем валли парковка, Ильин тӑвӗ ҫинче таврана сӑнамалли лапам тӑвасшӑн. Сӑмах май, ишекен ҫуртсене – хаусботсене – Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савутӗнче туса кӑлараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри вӑрҫӑ вететарнӗсемпе тыл ӗҫченӗсене Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилей медалӗпе савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш Енри кадет корпусӗнчи мероприятие 17 ватта чӗннӗ. Пӗтӗмпе вара ун пек медальпе республикӑри 2574 ҫынна чыслӗҫ. Медале тивӗҫнисенчен пӗри, Тамара Даниловская, Олег Николаева сӑвӑ вуласа панӑ. Тверь облаҫӗнчи ялта ҫуралнӑ хӗрарӑм колхозра лашапа ӗҫленӗ, уйсене сӳреленӗ. Кайран Шупашкарти 5-мӗш стройтрестра аслӑ экономистра ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Нарӑс уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Республикӑри ял спорчӗн вӑййисем иртӗҫ. Ӑмӑртусем Красноармейски тата Ҫӗрпӳ округӗсенче пулӗҫ. Унта хутшӑнакансем йӗлтӗрпе чупса, пневматика винтовкинчен персе, шахматла, шашкӑлла выляса тата ыьти ӑмӑртура тупӑшӗҫ. Механизаторсен виҫӗ енлӗ кӗрешӗвӗ те пулӗ. Чи лайӑх команда Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисене хутшӑнӗ. Вӑл Барнаулта пуш уйӑхӗн 13-17-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() habr.com сайтри сӑн Ял арҫынни майрапа ҫӗр каҫас тесе 72 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ Ку нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуонӑ. 35-ри арҫын социаллӑ сетьре хӗрарӑмпа паллашнӑ, вӗсем Шупашкарта тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ. Анчах майра тӗлпулу умӗн укҫа куҫарса пама хушнӑ, пӗр пайне хваттере ҫитсен тавӑрса пама шантарнӑ. Ку арҫынна сисчӗвлентермен, 72 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑнах хӗрарӑм ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Арҫыннӑн полицие кайма тивнӗ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра пурӑнакан, социаллӑ учрежденисен социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхса тӑракан ватӑсене ҫак кунсенче пылак ҫимӗҫпе — зефирпа — савӑнтараҫҫӗ. Пылак парнене «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ уйӑрса панӑ. Асӑннӑ фонд ватӑсене унччен те тимлӗх кӳмен мар. Килӗсене газ кӗртмен, сахал тупӑшлисене вӑл пӗрер машина вутӑ та уйӑрса парать. Ватӑсем фонда тав тӑваҫҫӗ. «Парни мар, тимлӗх уйӑрни паха», — тенӗ, сӑмахран, Шупашкарта пурӑнакан 86 ҫулти Александр Егоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнарти музейра ҫимелли чечек мӗнле тӑвассипе ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Кӑлпасси, сыр, мӑйӑр... – тӗрлӗ ҫимӗҫпе усӑ курса вӗсем хитре ҫыхӑ хатӗрленӗ. Мӗроприяти хыҫҫӑн пурте сӗтел хушшине ларса пылак ҫимӗҫпе чей ӗҫнӗ. Пурне те килӗшнӗ. Ҫавӑнпа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне те ҫавнашкал мероприяти йӗркелеме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Ҫак кунсенче «Ҫулталӑкри инспектора» палӑртнӑ. ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн ҫул-йӗрпе патрулӗн уйрӑм батальонӗн аслӑ инспекторӗ Сергей Николаев тивӗҫнӗ. Вӑл шалти ӗҫсен органӗсенче 6 ҫул ӗҫлет. Пӗлтӗр вӑл ӳсӗр тата правсӑр 100 ытла водителе тытса чарнӑ. Ҫапла вӑл миҫе ҫынна инкекрен ҫӑлнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ кубокне ӑна ЧР ШӖМӗн ертӳҫи Виктор Шметков панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» пулӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев унта ҫитме шантарнӑ. Ыттисене те кайса курма сӗннӗ. Пуйӑса тӳлевсӗрех лекме пулать. Анчах малтан проект сайтӗнче регистрациленмелле. Вӑл нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, пуҫланӗ. Анчах билетсем питӗ хӑвӑрт пӗтеҫҫӗ. Сӑмах май, «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Шупашкарта икӗ хутчен пулнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Беловсен архивӗнчи сӑн Етӗрне округӗнче Михаил Белов ашшӗпе Леонид Беловпа вӑрманта Сӑр хӳтӗлев чиккин пӗр пайне тупнӑ. Вӑл – пулемет калпакӗ. Ӑна вӗсем ҫӗр ӑшӗнчен чавса кӑларнӑ. Нумай ҫул выртнӑскере йывӑҫ тымарӗсем явса пӗтернӗ. Ҫӗр ӑшӗнчен кӑларсан тӑвалла сӗтӗрме тивнӗ. Беловсем пулемет калпакне ҫӗнетесшӗн, Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ ҫынсене халалласа мемориал тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.