|
Республикӑра
![]() fotobus сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене кӑҫал пысӑк класлӑ 16 автобус илсе килмелле. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ транспорт валли янӑ заявкӑна ырланӑ ӗнтӗ. Ҫитес ҫул республикӑна пысӑк класлӑ 30 автобус тата пӗчӗк класлӑ 1 автобус илсе килмелле. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта рейссене тухӗҫ. Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал республика пысӑк класлӑ 27 автобус туяннӑ ӗнтӗ. Ку тӗллевпе 427 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Кунсӑр пуҫне 9,8 миллион тенкӗлӗх 2 ГАЗель илсе килнӗ. Икӗ ҫулта республика пӗтӗмпе 76 автобус тивӗҫӗ. Хальлӗхе вӗсем мӗнле маршрутсем ҫине тухассине пӗлтермен. Паянхи куна ҫакӑ паллӑ: ҫитес ҫул Чӑваш транспорт управленийӗ 11-мӗш троллейбуса пӑрахӑҫласа ун вырӑнне аэропорт таран автобуссем ярӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Кӗҫех, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра туризм ретро-пуйӑсӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Анчах унта пурте лекеймеҫҫӗ. Ретро-пуйӑс 7-9-мӗш классенче вӗренекен ачасене ҫулҫӳреве илсе ҫӳрӗ. Анчах вӗсем те малтан «Чувашия онлайн» порталта суйлав витӗр тухӗҫ. Ачасем валли икӗ кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Пӗрремӗшӗ – «Литература экспресӗ» маршрут, вӑл ҫамрӑк пассажирсене кӗнеке тӗнчипе паллаштарӗ. Иккӗмӗшӗ – «Легендарлӑ хӗрли» маршрут, унпа килӗшӳллӗн ачасене дивизи командирӗ Василий Чапаев пурӑннӑ чухне Шупашкарта тата Канаш хулинче ытларах пулнӑ вырӑнсене илсе ҫитерӗҫ. Проект вӑй илсе пырать. Малашне ҫӗнӗ маршрутсем уҫма палӑртнӑ, ҫавна май унта кашниех лекме пултарасса шанатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() мирный-саха.рф сайтри сӑн Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын ют ҫыннӑн банк картти ҫинчен укҫа вӑрлама тӑнӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ. 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче арҫын «Мускав – Шупашкар» пуйӑспа пынӑ, ҫавӑнта манса хӑварнӑ енчӗке тупнӑ. Уҫса пӑхнӑ та – унта икӗ банк картти тата паспорт. Киле ҫитсен арҫын хӑйӗн телефонӗ ҫине банк сарӑмне лартнӑ та ют ҫын счечӗ ҫинчи укҫана хӑйӗн патне куҫарма хӑтланнӑ. Анчах унта укҫи пулман. Кун хыҫҫӑн та чарӑнман-ха вӑл. Лавккана кайса таваршӑн тӳлеме тӑнӑ – каллех ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ ку. Кун хыҫҫӑн икӗ карттӑна та ҫӳп-ҫап витрине вӑркӑнтарнӑ. Полицейскисем килсен вӑл йӑлтах каласа кӑтарнӑ, карттӑсене ӑҫта пӑрахнине пӗлтернӗ. Айӑпне йышӑннине кура суд ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Патӑрьел округӗнче культура еткерлӗхӗн объекчӗ шутланакан 100 ҫулхи ҫил арманне ҫӗнетме палӑртнӑ. Ҫил арманӗ – 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи-20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи. Ӑна муниципалитет администрацийӗ харпӑр инвесторпа пӗрле ҫӗнетӗ. Арман Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче вырнаҫнӑ. Реставрацие, планра пӑхса хунӑ тӑрӑх, 2028 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче туса пӗтермелле. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлакансем ҫурта асӑрханса ҫӗнетӗҫ, территорие хӑтлӑлатӗҫ. Реставраци вӗҫленсен армана Патӑрьел округӗнчи туризм маршрутне кӗртӗҫ. Палӑртса хӑварар: ҫак арман патӗнче 1918 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Граждан вӑрҫин паттӑрӗн Петр Крепковӑн хӗрлӗ гвардеецсемпе юлашки ҫапӑҫӑвӗ пулнӑ. Халӗ арман унӑн ячӗпе хисепленсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулинче «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» фестиваль уҫӑлнӑ. Кӑҫал пӗчӗк юбилей темелле – 5-мӗш хут ирттереҫҫӗ ӑна. Хальхинче фестивале 28 производитель тата 35 общепит заведенийӗ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен йышӗнче – пысӑк компанисем тата крафт производителӗсем. Кӑҫал ӗҫлӗ программӑна та тимлӗх уйӑрӗҫ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче фестивальпе килӗшӳллӗн «Раҫҫей хӑмли» конференци иртет. Унта Раҫҫейри 19 регионти 58 эксперт, ӑслӑлӑх, промышленность, вӗренӳ представителӗсем пухӑнӗҫ. Вӗсем ҫитӗнӳсене кӑна мар, хӑмла ӑстисен умӗнче тӑракан тӗллевсене те сӳтсе явӗҫ: селекци аталанӑвӗ, ҫӗнӗ технологисене пурнӑҫа кӗртесси, ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хальхи йышши хатӗрсем кӑларасси тата ытти те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Хӗрлӗ Чутай округӗнче пурӑнакан Яндайкинсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Галина Васильевнӑпа Алексей Ивановичӑн юрату историйӗ интереслӗ: вӗсем пӗр-пӗрне пӗрремӗш хут автобусра курнӑ та туслашнӑ. Ун чухне каччӑ хӗре вырӑн панӑ. Нумай та вӑхӑт иртмен – икӗ уйӑхран вӗсем туй туса пӗрлешнӗ. Яндайкинсем тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Шупашкар хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Галина Васильевна ҫӗвӗ фабрикинче, ҫар савутӗнче вӑй хунӑ. Алексей Иванович кун-ҫулне чукун ҫулпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл хулари предприятире стропальщикре тата крановщикре вӑй хунӑ. «Юратса пӗрлешнӗ пулсан пӗр-пӗрне пурнӑҫ тӑршшӗпе юратмалла, яланах килӗшӳре пурӑнмалла», – тет мӑшӑр. Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса пурӑнаҫҫӗ Яндайкинсем. Ҫамрӑксене те ҫакнах сунаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Етӗрне округӗнче Сергач кӳллинче пулӑ нумай вилнине асӑрханӑ. Мӗн пулнӑ унта? Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Пулӑ Сӑр юханшывӗнче Сергач кӳлли патӗнче нумай вилнӗ. Вырӑна тӳрех район прокурорӗ, администраци пуҫлӑхӗ тата полици органӗсем ҫитнӗ. Лаборатори анализӗ тума шыв тӗслӗхне тата вилнӗ пулла илнӗ. Тишкернӗ хыҫҫӑн пулӑ мӗншӗн вилни паллӑ пулӗ. Аса илтерер: Комсомольски округӗнче такам икӗ юман касни пирки хыпарланӑччӗ. Халӗ ку ӗҫе кам тунине шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Вӑрнар поселокӗнче кун кунлакан Аршуткинсем ҫак кунсенче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Виталий Георгиевичпа Юлия Ивановна 1976 ҫулта Вӑрнар округӗнчи Мӑн Явӑшри ял канашӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫемье пуҫӗ Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ, кайран салтака кайнӑ. Унтан таврӑнсан тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вара шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ. Юлия Ивановнӑн ӗҫ стажӗ 40 ҫулпа танлашать. Вӑл чылай ҫул Пенси фондӗнче вӑй хунӑ. Аршуткинсем ывӑлпа хӗр ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем 3 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Прокуратура тата «Вӑрман хуралӗ» Ку Ирҫе Ҫармӑс лесничествинче, Комсомольски округӗнче, такам икӗ юмана каснине асӑрханӑ: икӗ тунката пулнӑ. Ку патшалӑха самай тӑкак кӳнӗ – 350 пин тенкӗ. Тӗрӗслев материалӗсене следстви органне ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑрманти йывӑҫсене каснӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах хальлӗхе вӑрмана сӑтӑр кӳнӗ ҫынна тупайман. Ӑна шыраҫҫӗ. Аса илтерер: ӗнер Атӑл леш енче, «Прометей» кану базинчен инҫех мар, пушар тухни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, каҫхине Атӑл леш енче вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, ӑна часах сӳнтернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер 18 сехет те 55 минутра ҫулӑм Сосновка участок лесничествинче, «Прометей» кану базинчен инҫех мар, тухнӑ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Пушара икӗ сехетрен сӳнтернӗ. Унта 7 ҫӑлавҫӑ, 3 техника хутшӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран тухнӑ. Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал вӑрманта пушар тухнӑ пӗрремӗш тӗслӗх ку. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
