Республикӑра
![]() Муркаш округӗнче такамсем ҫамрӑк хурӑнсене каснӑ. Ҫакна Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче яла килнӗ ҫемье вӑрмана йӗлтӗрпе ярӑнма кайсан асӑрханӑ. Кайран яла хатӗр вутӑ тиесе килни те пулнӑ. Ял ҫыннисем кун пирки вӑрман инспекторне пӗлтернӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем вырӑна тухнӑ. Ҫамрӑк хурӑнсене ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчен каснине палӑртнӑ вӗсем. Ӑна тахҫан тара илнӗ, анчах халь никам та усӑ курмасть, ҫавна май хурӑнсем шӑтса тулнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче саккуна пӑснӑ тӗслӗх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Куславкка округӗнчи Варасӑр ялӗнче пурӑнакан Самолетовсем пӗрлешнӗренпе ҫур ӗмӗҫ ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсем 1975 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ. Унтанпа вӗсем пӗрле. Еленӑпа Геннадий ывӑлпа хӗр ӳстернӗ. Нумаях пулмасть вӗсен йыш хушӑннӑ: икӗ мӑнук ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Красноармейски округӗнче вак касса пулӑ тытас енӗпе Раштав ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинаципе палӑртнӑ: тытнӑ пулӑ шучӗпе, чи малтан тытнӑ пысӑк пулла кура, вак касас енӗпе. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Сергей Васильев тивӗҫнӗ. Ӑмӑртурту вӗҫленсен пурте кӑвайт патне пухӑннӑ, техӗмлӗ пулӑ шӳрпипе сӑйланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи полицейскисем вӑрманта ҫухалса кайнӑ арҫынна киле ҫитме пулӑшнӑ. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарти хӗрарӑм полицие шӑнкӑрааласа 36 ҫулти упӑшки лесник патне хӑнана кайма тухсан ҫухалса кайнине пӗлтӗрнӗ. Лешӗ кун пирки шӑнкӑравласа калама ӗлкӗрнӗ, кайран телефонӗ сӳнсе ларнӑ. Полици капитанӗ Григорий Шестаков тата полици майорӗ Юрий Павлов вӑрмана ҫитнӗ те арҫынна, йӗрӗ тӑрӑх шырама пуҫланӑ. 10 ҫухрӑм утнӑ вӗсем. Юлашкинчен утарти сарай патне пырса тухнӑ. Ҫӳхерех тӑхӑннӑ арҫын унта пытаннӑ. Полицейскисем ӑна вӑрмантан тухма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Елчӗк округӗнчи Ҫуткӳл ялӗнче пурӑнакан Леонтьевсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ. Леонид Александровичпа Августа Васильевна ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ. Вӗсем 6 ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Валентина, Светлана, Людмила тата Любомир ҫемйисемпе Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Мария Ташкентра тӗпленнӗ, Владимир – Мускавра. Леонтьевсем телейлӗ ҫемье вӑрттӑнлӑхӗпе палланнӑ: юратса, килӗштерсе пурӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Правительстви килти чӗрчунсене регистрацилемелли тата уҫӑлтарса ҫӳремелли правилӑна улӑштарнӑ. Килти чӗрчунсен удостоверенийӗсенче унӑн хуҫин ИННӗ вырӑнне паспортри даннӑйӗсене кӑтартӗҫ. Йытӑсемпе кушаксен хуҫисене уҫӑмлатни чӗрчунсем ҫухалсан вӗсене тупма ҫӑмӑл пулӗ. |
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Етӗрне округӗнчи Тури Ачак ялӗнчи 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче Хӗл мучи резиденцийӗ уҫӑлнӑ. Унта хӑнасене 12 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ. Музей кӑрлач уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Васкӑр! Музейра чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗрпӳре каҫхине ҫул-йӗрпе патруль служби шӑнса кӳтнӗ кинемее асӑрханӑ. Вӑл ҫӳхе тӑхӑннӑ, килӗ ӑҫтине манса кайнӑ. Полицейскисем 86 ҫулти кинемее часрах машинӑна лартнӑ. Ватӑскер хӑй ӑҫта пурӑннине манса кайнӑ иккен. Йӗрке хуралҫисем вӑл ӑҫта пурӑннине хӑвӑртах палӑртнӑ. Вӗсем ӑна киле илсе ҫитернӗ. Тӑванӗсем савӑнса кайнӑ, полицейскисене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gorod-ust-labinsk.ru сайтри сӑн Ҫулсерен Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци ирттересси йӑлара. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев нумаях пулмасть Мускавра чӑрӑш ҫинчен тетте илнӗ. Унта – ачан ӗмӗчӗ. Олег Алексеевича Патӑрьел округӗнче пурӑнакан 9 ҫулти Самирӑн тетти лекнӗ. Вӑл электросамокат пирки ӗмӗтленет-мӗн. Олег Николаев унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. «Пирӗн республикӑра пурӑнакан ачасен ӗмӗтне пурнӑҫлама кӑмӑллӑ», - тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗрпӳ округӗнчи Рынкӑ салинче пурӑнакан 7 ҫулти Миша трактор ҫине ларма курма ӗмӗтленнӗ. Округри агромпромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсене союзӗ ӑна Ҫӗнӗ ҫул парнипе савӑнтарнӑ – Миша халльхи йышши К-739 трактор кабининче пулса курнӑ. Ача хӑватлӑ техникӑна ларсан питӗ савӑннӑ. Кам пӗлет: тен, ҫитӗнсен вӑл тракторист пулӗ? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.