Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.5 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин крематорийӗ» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарта крематорине йӗркелессине приоритетлӑ проект тесе йышӑннине эпир 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: предприятие патшалӑх енчен пулӑшма пӑхса хӑварнӑччӗ. Крематори (траур залне тата икӗ кремаци линийӗ вырнаҫтарма) 185 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫе 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле тесе хыпарланӑччӗ.

Крематорие, чӑн та, туса лартнӑ. Анчах унта «Государева Гора» текен строительство организацийӗ ура хума тытӑннӑ тесен те юрать. Организаци крематорипе судлашса Арбитраж суднех ҫитнӗ. Вӑл судра каланӑ тӑрӑх, крематорие пула юнашарти ҫурт-йӗр хакӗ йӳнелсе каять.

Судра хутсене тишкернӗ те, маларах асӑннӑ строительство организацийӗ ҫӗре крематори валли ҫӗр уйӑрнӑ хыҫҫӑн туяннӑ. Хальлӗхе суда крематори интересне хӳтӗленӗ. Анчах енсем тата судлашма пултарӗҫ.

 

Республикӑра
чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ
чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ

Кӳкеҫри шкул-интернатра пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Унта ҫивитти тӑррине пусмапа хӑпарма тӑнӑ арҫын персе анса аманнӑ. Кун пирки Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинчи патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ.

Инкек ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Рабочи стена ҫумне тӑратнӑ пусмапа ҫивитти ҫине хӑпарма тӑнӑ. Шкулта, сӑмах май каласан, юсав ӗҫӗ пырать.

Яваплӑ органсем пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ. Юсав ӗҫӗпе аппаланаканни — «Империя» ТМЯП.

Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев материалӗсене Следстви комитечӗн республикӑри управленине ярса парӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре беспилотниксене тупса вӗсене тӗп тӑвакан БАРС подразделенисене йӗркелӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев РФ ВС Тӗп штабӗн Тӗп йӗркелӳ-мобилизаци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Сергей Побирохин генерал-лейтенантпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ.

БАРС подразделенийӗсем хальхи хӳтӗлев системине вӑйлатма пулӑшӗҫ – ҫапла палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкара Украинӑн беспилоникӗсем массӑллӑ тапӑннӑ, 3 ҫын вилнӗ, 40 ытла нумай хваттерлӗ ҫурт сиенленнӗ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ҫак кунсенче Патӑрьел округӗнче нумай ҫул пӗрле пурӑнакан ҫемьесене саламланӑ

Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне халалланӑ. Ӑна ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

ЗАГС уйрӑмне Сидоровсене, Юнусовсене тата Кирилловсене чыслама чӗннӗ. Маринӑпа Юрий Сидоровсем 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем икӗ ача ӳстернӗ. Юрий – ял старости, мӑшӑрӗ клубра тӑрӑшать. Раиль тата Люция Юнусовсем вара 25 ҫул каялла пӗрлешнӗ, 3 ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӗсем общество пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. 20 ҫул каялла ҫемье ҫавӑрнӑ Кирилловсене те чысланӑ. Вӗсем виҫӗ ачана пурнӑҫ парнеленӗ. Ҫемье пуҫӗ Андрей пушар чаҫӗнче вӑй хурать, мӑшӑрӗ ача садӗнче ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_18789
 

Республикӑра
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр мучи «Столото» патшалӑх лотерейине хутшӑнса укҫа выляса илнӗ. Сахал та мар, нумай та мар — 700 пин тенкӗ ытла.

Михаил Алексеев ятлӑ ватӑ республикӑри пӗр ялта пурӑнать. Ватӑ ҫынна лотерейӑн 7497-мӗш тиражӗнче ӑннӑ. Вӑл унта супер парнене — 713 пин те 578 тенкӗ — выляса илнӗ.

Укҫана арҫын пӳрте юсама тата кредит тӳлесе татма тӑкаклама палӑртать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ47Sc3aQfI
 

Республикӑра
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

ИТ-сферӑра ӗҫлекенсем ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче конференцие пуҫтарӑннӑ. Мероприяти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрта иртнӗ. «IT‑Link 2026» республикӑри конференцие «Лайм Эйч Ди» компани йӗркеленӗ. Асӑннӑ компани онлайн-телевидени сервисне шухӑшласа кӑларнӑ, кунсӑр пуҫне вӑл ҫӗршыври чи пысӑк 5 видеосервисран пӗри шутланать.

Форума ИТ-отрасльти 40 ытла эксперт хутшӑннӑ, унсӑр пуҫне усламҫӑсем, влаҫра ӗҫлекенсем те пулнӑ.

Программӑна 4 тематика секцийӗпе йӗркеленӗ: даннӑйсен аналитики; цифра продукчӗсен управленийӗ, дизайн тата цифра продукчӗ; искусство интеллекчӗ; вайбкодинг тата стартап.

Конференци вӑхӑтӗнче пленарлӑ ларусем, профиль сессийӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, уҫӑ микрофон ӗҫленӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Пӑрачкава кӗнӗ ҫӗрте ҫӗнӗ стела пулӗ. Ӑна ҫак кунсенче вырнаҫтарма тытӑннӑ.

Стела Пӑрачкава ҫурҫӗр енчен кӗнӗ ҫӗрте пулӗ. Шӑпах ҫавӑнтан яла вырӑнти ҫынсем, хӑнасем ытларах килеҫҫӗ-мӗн. Кивӗ стелӑна вара Пӑрачкавран тухнӑ ҫӗрте, Напольное ялӗ патӗнче, вырнаҫтарӗҫ.

Палӑртса хӑварар: Пӑрачкаври стелӑна «Ниме – Халӑх хысни» пуҫаруллӑ бюджет программипе килӗшӳллӗн вырнаҫтараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-197277318_7077
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Етӗрне тӑрӑхӗнче халӑхсен хушшинчи джаз фестивалӗ иртет. Унта 18 ҫултан аслӑрах ҫынсем ҫитсе курма пултараҫҫӗ.

Мероприяти Совхозный поселокӗнчи лаша заводӗнче уҫӑ тӳпе айӗнче иртӗ. Ҫывӑхрах, Сӑр юханшывӗ хӗрринче, улмуҫҫисем чечеке ларнӑ, таврара чӗрӗ юрӑ-кӗвӗ янӑрӗ…

Сцена ҫине тӗрлӗ ҫӗршыври мусӑкҫӑсем тухӗҫ: Австралири Дэн Барнет, Кубӑри Juan Orlando Band ушкӑн, ҫавӑн пекех Mr. Melvin. Раҫҫейрен вара Сергей Долженков тата MarshiMellow Orchestra квинтечӗ пулӗ.

Мероприятире ҫавӑн пекех ӗҫме дегустацийӗ, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Ачасем валли вылямалли лапамсем те уйӑрса парӗҫ.

Фестиваль 14 сехетре пуҫланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_84003
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫак хитре сӑнӳкерчӗкре — Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Калкассинчи чарӑну. Ку илеме Станислав Маков ӳнерҫӗ тунӑ. Вӑл ҫак ялта пурӑнать.

Ҫынсем ыйтнипе Станислав Маков чарӑнӑва ӳкерсе хитрелетнӗ. Ку чарӑнуран шкул ачисем автобуспа вӗренме ларса каяҫҫӗ. Ҫавӑнпа Станислав Маков ӳкерчӗксене шкул темипе ҫыхӑнтарнӑ. Унтах «Учись! Мечтай! Твори!» тесе ҫырнӑ.

Шкул ачисем питӗ кӑмӑллӑ. Халӗ автобус кӗтсе тӑма та кӑмӑллӑ.

 

Республикӑра

Асӑрхануллӑрах пулӑр: республикӑра ҫитес кунсенче шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ. Кун пирки Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ.

Ҫу уйӑхӗн 15-19-мӗшӗсенче Шупашкарта сывлӑш температури климат норминчен 7 градус пысӑкрах пулӗ. Ку тапхӑрти норма вара – 12-13 градус ӑшӑ.

Мӗн те пулин сиксе тухсан васкавлӑ оперативлӑ служба номерӗпе шӑнкӑравлӑр: 112.

Аса илтерер: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе республикӑра пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май вӑрман ҫывӑхӗнче тата ытти вырӑнта кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_18772
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...672
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри улшӑнусене кӗтсе илме хатӗрленӗр. Пулӑмсем кӑштах пӑшӑрхантарӗҫ, килти ӗҫсене вара сирӗн тимлӗх кирлӗ. Туссемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе канма вӑхӑт тупӑр — канмалли кунсем тухӑҫлӑ пулаҫҫех.

Ҫӗртме, 30

1898
128
Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ.
1923
103
Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ