Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.6 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр округӗнче пурӑнакан Синяевсем 50 ҫултан ЗАГСа каллех пынӑ. Хальхинче вӗсене унта ылтан туйпа саламланӑ.

Валерипе Мария 1975 ҫулта Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ кун паллашнӑ. Вӗсем тусӗсемпе пӗр ушкӑна лекнӗ. Каччӑ хӗре тӳрех куҫ хывнӑ, уяв хыҫҫӑн киле ӑсатма ирӗк ыйтнӑ. Ҫапла пуҫланӑ вӗсем туслӑ ҫӳреме. Пурӑна киле ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрнӑ.

Вӗсем халӗ те алӑ усса лармаҫҫӗ. Валерий Алексеевич ҫӑмӑл атлетикӑпа кӑсӑкланать. Мария Петровна вара тӗрлеме, ҫыхма юратать, сиплӗ курӑксенчен усӑллӑ чейсем хатӗрлет.

Синяевсем икӗ ывӑл ӳстернӗ. Владимир – режиссер, Сергей – юрист. Иккӗшӗ те нумай ачаллӑ ашшӗ. Синяевсем халӗ ултӑ мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18770
 

Республикӑра

ЮТВ телеканала Чӑваш Республики туянса хӑйӗн харпӑрлӑхне илесшӗн. Тӳрех палӑртар: ку канал республикӑра пӗртер-пӗр харпӑр канал. Ӑна Юрий Гурьянов 15 ҫул каялла йӗркелесе янӑ. Усламне сутнӑ хыҫҫӑн вӑл ӗҫсӗр юлмасть-мӗн. Вӑл ЮТВ телеканалтах ӗҫлӗ.

Фирмӑн устав капиталӗ 10 пин тенкӗпе танлашать. ЮТВ 22-мӗш каналпа эфира тухать. 2021 ҫулта компани ТВ енӗпе федераци конкурс комиссийӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта программӑсене эфира кӑларма ирӗк илнӗ.

Сӑмах май, влаҫрисем НТРКна вӑйлӑрах аталантарасшӑн, «Родина» кинотеатр пулнӑ ҫурта юсаса Наци телерадиокомпанине парасшӑн.

 

Республикӑра
tulapressa.ru сайтри сӑн
tulapressa.ru сайтри сӑн

Ултавҫӑсем ҫын хуйхи ҫинче те пуяҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек пулса тухнӑ Комсомольскинче пурӑнакан хӗрарӑмпа.

Унӑн упӑшки ятарлӑ ҫар операцийӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хӗрарӑм унӑн шӑпи пирки пӗлес тесе халӑх тетелӗнчи юмӑҫпа ҫыхӑннӑ. Ростов облаҫӗнчи ултавҫӑ упӑшки пирки пӗлес тесе ятарлӑ йӑла ирттерме шантарнӑ. Куншӑн 200 пин ытла тенкӗ ыйтнӑ.

Анчах ку ултав кӑна пулнӑ. Халӑх тетелӗнчи юмӑҫ укҫа-тенке кӗсйине кӑна чикнӗ.

Каҫал тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм ултав серепине лекнине ӑнлансан нарӑс уйӑхӗнче полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри хӗрарӑма шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ ҫынна хӑвӑртах тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫапла, шарлаттансем ҫын куҫҫулӗ ҫинче те пуясшӑн. Ҫавӑнпа асӑрханмалла, тӗнче тетелӗнчи пули-пулми ҫынна шанмалла мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_29623
 

Республикӑра

Ӗнер вӑйлӑ ҫиле пула Элӗкре нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрри сиенленнӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: ку ҫурта 2040 ҫулта тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ҫурт вара 2002 ҫулта хута янӑскер.

Вӑйлӑ ҫил Парк урамӗнчи виҫӗ хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫурт тӑррин пӗр пайне сӳнӗ. Ку ӗнер 17 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.

Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче юр йывӑрӑшне пула Элӗкре автостанци навесӗн тӑрри ишӗлсе аннӑ. Юрать-ха, ку ҫӗрле пулса иртнӗ. Ун чухне навес айӗнче пӗр автобус кӑна ларнӑ, ҫынсем пулман. Автобус «Шупашкар – Элӗк» маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Автовокзалсем тата автостанцисем» АОн производствӑпа техника пайӗн техника директорне явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри предприятисенче демографи стандартне йышӑнаҫҫӗ. Кун пирки ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин анлӑ ларӑвӗнче калаҫнӑ.

Ун пек стандарта йышӑнни ҫынна ӗҫпе ҫемьене ҫураҫтарса пыма май парать. Паянхи кун тӗлне 1400-а яхӑн предприятире коллективлӑ килӗшӳсенче ачаллӑ ҫемьесене ҫӑмӑллӑх пама пӑхса хӑварнӑ.

«Ҫемьене тата унӑн интересне хӳтӗлесси республика Правительствин тӗп ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать. Демографи лару-тӑрӑвӗ епле пуласси ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсенчен ҫеҫ килмест, ҫынсен ыранхи куна шанса пӑхмалла», — тенӗ ларура республика Элтеперӗ Олег Николаев.

Пысӑк предприятисем ачаллӑ ҫемьесене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх пама пӑхса хӑвараҫҫӗ, ҫав шутра — ача ҫуралсан, хваттер туянма, санаторипе курортра канма, ӗҫре меллӗ график тата ытти те. Кун пек предприятисен шутӗнче ҫаксене асӑнса хӑвармалла: Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ, Химпром, Газпром, Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ, Шупашкарти агрегат завочӗ.

 

Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсем паян професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку отрасльте чун ӑшшине ыттисемшӗн шеллемен ҫынсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти Александра Смирнова.

Александра Львовна паян пай заведующийӗнче тӑрӑшать. Анчах ку должноҫе хӑйне шанса париччен вӑл социаллӑ ӗҫчен пулса та, ахаль специалистра та тӑрӑшнӑ. Социаллӑ сферӑна Хӗрлӗ Чутай хӗрӗ амӑшне кура суйланӑ. Вӑл вырӑнти ваттисен ҫурчӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.

Паян Александра Львовна ӗҫре ӗлкӗрсе пынипе пӗрлех лайӑх машӑр та, амӑшӗ те, кин те. Вӑл упӑшкипе виҫӗ хӗр ӳстерет. Александра Львовна ачисемпе тата хунямӑшӗпе пӗрле тӗрлӗ конкурса та хастар хутшӑнать.

 

Республикӑра

Ку ӗҫ эрни, эрнере пилӗк кун вӑй хуракансемшӗн, кӗске пулӗ. Ҫакӑ Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ. Аса илтеретпӗр: ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Кӑҫал Раҫҫей кунӗ эрнекуна лекет. Ҫавна май виҫӗ кун канмалла: эрнекун, шӑматкун тата вырсарникун – ҫӗртме уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче.

Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ, кӗҫнерникун, вара, РФ Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн, 1 сехет кӗскерех пулӗ.

Палӑртса хӑварар: Чӑваш Республикинче пурӑнакансене ҫӗртме уйӑхӗнче тепӗр канмалли кун кӗтет – ҫӗртмен 24-мӗшӗнче. Ун чухне Республика кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессире чи лайӑххи» конкурспа килӗшӳллӗн иртнӗ «Каменщик» номинацире ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ.

Кӑҫал чи лайӑххин ятне илессишӗн республикӑри ертсе пыракан строительство организацийӗсенче тӑрӑшакан 9 специалист вӑй виҫнӗ. Конкурса хутшӑнакансем теори пӗлӗвне кӑтартнисӗр пуҫне эрешлесе кирпӗч хунӑ: «26» эреш пулса тухнӑ.

Конкурсра «СЗ «Стройтрест №3» АОра ӗҫлекен Алексей Петрянкин мала тухнӑ. Вӑл ку организацире 20 ҫула яхӑн вӑй хурать. 2024 ҫулта вара тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ.

Иккӗмӗш вырӑна – Юрий Матвеев, виҫҫӗмӗш вырӑна Дмитрий Шагаров тухнӑ.

Финал Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ специалист Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ.

 

Республикӑра
zapad24.ru сайтри сӑн
zapad24.ru сайтри сӑн

Улатӑр хулинче полицейскисем миграци саккунне пӑснӑ виҫӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем автобуса чарнӑ, унта вара миграци саккунне пӑснӑ виҫӗ ҫын пулнӑ.

Автобус Чулхуларан Узбекистан еннелле кайнӑ. Руль умӗнче Казахстан арҫынни пулнӑ, вӑл ют ҫӗршыв ҫыннисене илме килнӗ. Саккуна пӑснӑ ҫынсем – Узбекистанран. Вӗсем мӗн тӗллевпе килнине пӗлтерни чӑнлӑхпа пӗр килмен.

Виҫҫӗшне те административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Пӗрне Раҫҫейрен кӑлармалла тунӑ. Вӑл пирӗн ҫӗршыва 5 ҫул килеймӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчеч Канаш тӑрӑхӗнче пурӑнакан Тимофеевсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.

Анатолий Васильевичпа Зинаида Ефимовна 50 ҫул каялла Канашри ЗАГСра ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ: Сергей, Ольга тата Екатерина. Халӗ ултӑ мӑнукпа тата пӗр кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Тимофеевсем иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Канаш хулинче ӗҫленӗ. Анатолий Васильевич малтана ПАТПра, кайран Канашри автоагрегат савутӗнче водительте тӑрӑшнӑ. Зинаида Ефимовна КААЗра повар пулса ӗҫленӗ.

Мӑшӑра Канаш округӗн ЗАГС ӗҫченӗсем саламланӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...672
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри улшӑнусене кӗтсе илме хатӗрленӗр. Пулӑмсем кӑштах пӑшӑрхантарӗҫ, килти ӗҫсене вара сирӗн тимлӗх кирлӗ. Туссемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе канма вӑхӑт тупӑр — канмалли кунсем тухӑҫлӑ пулаҫҫех.

Ҫӗртме, 30

1898
128
Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ.
1923
103
Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын